Пĕтĕм тĕнчери чĕлĕмсĕр кун

Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кун (выр. Всемирный день без табака; ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World No Tobacco Day, исп. Día Mundial Sin Tabaco, китай 世界无烟日, фр. Journée mondiale sans tabac) — 1990 çултанпа ҫулсерен ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче паллă тăвакан тӗнчери уяв.

Историйĕ

1989 çулхи ҫӑвăн 17-мӗшӗнпе Тӗнчери сывлăх сыхлавӗн организацийӗ (ВОЗ) Тĕнчери сывлăх сыхлавӗн ассамблейин 42-мӗш сессийӗнче «Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кун» уява ҫирӗплетнӗ (WHA42.19-мӗш Резолюци)[1].

Уява Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗн пӗтӗм тĕнчери кунĕсен системине кӗртнĕ.

Уяв кунне ҫӑвӑн 31-мӗшне суйланă[2].

Çак уява ҫирӗплетнин тӗллевӗ — пӗтĕм тĕнчери обществӑна чӗлӗмрен пистересси, хăйсен сывлăхӗшӗн тăрăшма хавхалантарасси[2].

1990 çулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче «Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кун» уява пӗрремӗш хут паллă тунă.

2003 çулхи ҫу уйăхĕнче Тӗнчери сывлăх сыхлавĕн организацийӗнчи 192 ҫӗршыв пайташӗсем Тӗнчери сывлăх сыхлавĕн организацийӗн чӗлӗме хирӗç кӗрешмелли Рамка Конвенцине йышăннă. 2005 çулхи нарӑсӑн 27-мĕшĕнче Конвенци вăя кĕнĕ[1][3].

Конвенци общество вырăнӗсенче чӗлӗм туртма чарать, чӗлӗм изделийӗсене туса кӑларассине тата сутассине хывакан налука, вĕсен хакне пысӑклатать. Конвенципе килӗшÿллĕн, чӗлӗм сиенӗ пирки асӑрхаттарса ҫырнисем чӗлӗм изделийӗн упаковкин çуррине йышӑнмалла[3].

2006 çулхи нарӑсӑн 6-мӗшĕнче Женевӑра Тĕнчери сывлăх сыхлавӗн чӗлӗме хирӗҫ Рамка Конвенцине хутшӑнакан патшалӑхсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, унта 110 çӗршыв хутшăннă[1].

2024 çулта 183 çĕршыв Конвенцин пайташӗ пулнă[2].

Çыхăннă пулăмсем

  • 1977 çулта АПШри Америка онкологи обществи «Чӗлӗм туртма пӑрахмалли пӗтӗм тӗнчери кун» уява ҫирӗплетнӗ[4].
  • 1984 çулта Аслӑ Британире «Чӗлӗм туртма пӑрахмалли кун» уява ҫирӗплетнӗ.
  • 2001 çулта «Чӗлӗм туртассине чикӗлесси çинчен» федераци саккунне йышăннă[5].
  • 2013 çулхи çӗртмен 1-мӗшӗнче Раççейре «Граждансен сывлăхне таврари чӗлӗм тӗтӗмӗн витӗмӗнчен тата чӗлӗм туртнин витӗмӗнчен сыхласси ҫинчен» федераци саккунне çирӗплетнĕ[6].
undefined

Тĕпчевсем

Тĕнчери сывлăх сыхлавӗн 2013 çулхи даннӑйӗсем чӗлӗм витĕмĕпе япӑхланакан 25 ытла чир пирки пĕлтереҫҫӗ (чӗрепе юн тымарӗсен, ӳпке тата онкологи чирӗсем)[7].

British Doctors Study Британи ăсчахĕсен нумай çулхи тĕпчевĕсем ҫакна ҫирӗплетнӗ: чӗлӗм туртни ӳпке ракӗ тата миокард инфаркчӗ(выр.)чăв. пулас хӑрушлӑха пысӑклатать, вӗсене пула тĕнчере ҫулсерен 6 млн яхăн çын вилет, ҫав шутра пассивлă чӗлӗм туртакансем те[7].

Алӑ-уран юн тымарӗсем тата ытти артерисем йывӑр сиенленнӗ, пӗрре кӑна мар коронарлӑ шунтировани тунӑ, анчах проблемӑна пӗлсен те, туртма пӑрахас тесен те пирус туртма пӑрахайман пациентсене хам пӗлетӗп. Чылай чухне эмелсем пулăшаççĕ, анчах вӗсен хыççăнхи витӗм пур, хăш чухне вӗсем суицид патне илсе ҫитерме пултараççĕ. Ку уйрӑмах чĕрепе юн тымарӗсен чирĕсемпе аптӑракан çынсене пырса тивет, мĕншĕн тесен çакăн пек тепĕр сиенлĕ айăп — чĕрепе юн тымарӗсен чирӗсем йывӑрланни, — тенӗ интервьюра РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин профилактика медицини енӗпе ӗҫлекен специалисчĕ С. А. Бойцов[7].

Темăсем

Кашни çул уяв темине суйлаççĕ[8]:

  • 1990 — «Ачалăхпа çамрăклăх чӗлӗмсӗр»[9];
  • 1991 — «Общество вырăнӗсемпе транспорт: чӗлӗмрен ирĕклĕ пулни лайăх»[10];
  • 1992 — «Чӗлӗмрен ирӗклӗ ĕҫ вырăнĕсем: хăрушсăртарах та сывăрах»[9];
  • 1993 — «Сывлăха сыхлава пулӑшӑвӗсем: чӗлӗмсӗр тӗнчене тухакан пирӗн чÿрече»;
  • 1994 — «Массăллă информаци хатӗрĕсем тата чӗлӗм: сывлăх çинчен информаци сарни»;
  • 1995 — «Чӗлӗм эсир шутланинчен хаклăрах тӑрать»[11];
  • 1996 — «Спорт тата ӳнер — чӗлӗмсӗр»[12];
  • 1997 — «Чӗлӗмсӗр тӗнчешӗн пӗрлешсе»[13];
  • 1998 — «Чӗлӗмсӗр çитӗнни»[13];
  • 1999 — «Пачкӑна хыҫала хăвар»[14];
  • 2000 — «Чӗлӗм вӗлерет, хăвна улталама ан пар»[15];
  • 2001 — «Пассивлă чӗлӗм туртни вӗлерет — сывлăша тасатар»[16];
  • 2002 — «Чӗлӗмсӗр спорт»[17];
  • 2003 — «Чӗлӗмсӗр кино тата мода»[18];
  • 2004 — «Чӗлӗм тата чухӑнлӑх: ҫирӗп çавракăш»[19];
  • 2005 — «Сывлăх сыхлавӗн специалисчӗсем тата чӗлӗме хирӗç кӗрешӳ»[20];
  • 2006 — «Кирек мӗнле чӗлӗм те пурнӑҫшӑн хӑрушӑ»[21];
  • 2007 — «Чӗлӗм тӗтӗмӗсӗр çын пулмалли вырăнсем»[20];
  • 2008 — «Ҫамрăксем — чӗлӗмсӗр»[20];
  • 2009 — «Чӗлӗм сывлăхшăн сиенлӗ пулни çинчен асӑрхаттарни»[20];
  • 2010 — «Гендерлӑ фактор тата чӗлӗм: хĕрарăмсемшӗн маркетинга уйрăмах тимлӗх»[20];
  • 2011 — «Тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн чӗлӗме хирӗҫ кӗрешекен Рамка Конвенцийӗ»[20];
  • 2012 — «Чӗлӗм промышленноçне хирӗҫ тăни»[20];
  • 2013 — «Чӗлӗм компанийӗсене рекламӑланине, сутма хавхлантарнине тата спонсорлăха хирӗҫ»[20];
  • 2015 — «Чӗлӗм изделийӗсене саккуна пӑсса сутассине чармалла»[20];
  • 2016 — «Ансат упаковка валли хатӗрленни»[20];
  • 2017 — «Чӗлӗм — аталанушăн хăрушӑ»[20];
  • 2018 — «Чӗлӗм тата чӗре чирӗсем»[6];
  • 2019 — «Чӗлӗм тата ӳпке сывлăхӗ»[8];
  • 2020 — «Чӗлӗм тата ҫӗнӗ ăру»[22];
  • 2021 — «Чӗлӗмрен хăтăлма йышăн»[23];
  • 2022 — «Чӗлӗм — пирӗн тавралăхшăн хăрушӑ»[24];
  • 2023 — «Чӗлӗм туртма мар, апат-çимӗç валли тыр-пул ӳстерӗр»[25];
  • 2024 — «Çамрăксем ӗçе хутшăнаççӗ тата сăмах илеççĕ»[2];
  • 2025 — «Манипуляторсен ултавне ҫиеле кӑларар!»[26];
  • 2026 — «Суя илӗртӳллӗхрен хӑтарасси — никотина тата табака хӑнӑхнипе кӗрешесси»[27].
«Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кун», Тӗмен, 2017 çул

Мероприятисем

«Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кунра» мероприятисем патшалăх шайӗнче те иртеҫҫӗ, халăх та йӗркелет:

  • Çутӗç акцийӗсем;
  • Конференцисем, семинарсем, лекцисем;
  • Ăслăлӑх куравӗсем;
  • Спорт ӑмӑртӑвӗсем, чупусем, шествисем, флешмобсем.

Уява тӗрлӗ массăллă информаци хатӗрӗсенче анлă çутатаҫҫӗ. Сăмахран, социаллă сетьсенче çак кун #деньбезтабака, #Россиянекурит евĕр хэштегсемпе иртет[28].

2008 çулта Тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн Рамка Конвенцийӗн положенийӗсене анлă ӗҫлеттермелли комплекссене кӗртнĕ[6]:

  • Чӗлӗмпе усă курнин мониторингӗ(выр.)чăв.;
  • Çынсене чӗлӗм тӗтӗмӗнчен сыхлани;
  • Чӗлӗм туртма пăрахмашкӑн пулăшасси;
  • Чӗлӗмпе çыхăннă хăрушлăхсем çинчен асӑрхаттарни;
  • Чӗлӗм изделийӗсен рекламине, сутлӑха хавхалантарнине тата спонсорлăха чарнине мӗнле пӑхӑннине сӑнаса тивӗҫтерни;
  • Чӗлӗм изделийӗсем çине налук хӑпартни.

2019 çулта Раççейре 2035 çулччен ĕçлекен «Чӗлӗмпе усă курнине хирӗçлессипе ҫыхӑннӑ концепцие» йышăннă[2][29].

2019 çултанпа Раççейӗн тĕрлĕ хулисенче «Ташла, сывла, ан турт!» акци иртет[25].

2023 çулта Ельцри «Лучковская» Тӗслӗхлӗ Ача-пӑча библиотеки «Эпир пирус туртассине ҪУК! теетпӗр» стрит-акци иртнĕ[30].

2024 çулта Тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ тӗнчери тӗрлӗ хулара тӗрлӗ дистанцире Шестви йĕркеленĕ[31].

Раççейре Чӗлӗм туртма пӑрахмалли эрнӗ иртнӗ (ҫӑвӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен)[2].

«Пӗтӗм тӗнчери чӗлӗмсӗр кун»

Челепире «Суйма чарӑрӑнӑр» кампани «Ачасене чӗлӗм промышленноçӗн хутшăнăвĕнчен сыхлар!» девизпа иртнĕ, вăл çамрăксене чӗлӗм туртассинчен сыхлама тата чӗлӗм корпорацийӗсем сывлăх сыхлавĕн политикине тата общество шухăшне витӗм кӳрессине чикӗлеме чӗнсе каланӑ[32].

Песчанокопское районӗнчи библиотекӑсенче «Çамрăксем тӗрӗс суйлавшăн» проектпа килӗшӳллӗн «Чӗлӗм тӗтӗмӗсӗр пурнăçа суйла» сывлăх сехечӗ иртнĕ[33].

2025 çулта Мускаври «Никулинский» Культура çуртӗнче «Чӗлӗмсӗр кун» информаци акцийӗ иртнĕ[34].

Доброе ялӗнчи Добросельскри тӗслӗхлӗ библиотекӑра (6-мӗш филиал) сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма чӗнсе «Таса сывлăш» акци иртнĕ[35].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Деятельность ООН в области здравоохранения (выр.). un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Всемирный день без табака (20240531T0051). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Рамочная конвенция Всемирной организации здравоохранения по борьбе против табака. docs.yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ Международный день отказа от курения - Праздники США. viza-usa.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  5. ^ Всемирный день без табака 2025: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Всемирный день без табака (20180531T1033). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Всемирный день без табака отмечается в пятницу (20130531T0102). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 31 мая — Всемирный день без табака | ФБУН «Ростовский научно-исследовательский институт микробиологии и паразитологии» Роспотребнадзора (выр.). rniimp.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 World No-Tobacco Day, 1992. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ [https://www.cdc.gov/mmwr/preview/mmwrhtml/00001991.htm Perspectives in Disease Prevention and Health Promotion World No-Tobacco Day, 1991]. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ World No-Tobacco Day, 1995. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  12. ^ World No-Tobacco Day -- May 31, 1996. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2 [https://contacttobinfo.narod.ru/wntd/1998/002.htm Cтратегии успешного проведения всемирного дня без табака 31 мая 1998 года]. contacttobinfo.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  14. ^ World No-Tobacco Day -- May 31, 1999. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  15. ^ Тема. contacttobinfo.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ World No-Tobacco Day --- May 31, 2001. cdc.gov. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ В пятницу в столице прошла акция, посвященная Всемирному дню без табака (20020531T1359). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ [https://medicin.cap.ru/memory/2003/5/30/31-maya-vsemirnij-denj-bez-tabachnogo-dima(br) 31 мая – Всемирный день без табачного дыма. В 2003 году Всемирный день без табака (31 мая) будет проводиться под девизом «Свободны...] (выр.). medicin.cap.ru (30 ҫӑвӑн 2003). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  19. ^ Валерия Иванова. Табак и бедность (выр.). sovetskaya-adygeya.ru (1 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  20. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 31 мая - Всемирный день без табака. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  21. ^ 09:10 Табак опасен в любой разновидности (выр.). medicin.cap.ru (31 ҫӑвӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  22. ^ «Камышловские известия». Вредно, но…(паллӑ мар). kam-news.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  23. ^ Всемирный день без табака (20210531T0038). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  24. ^ author. Табак – угроза нашей окружающей среде! (2022-05-25). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  25. ^ 1, 2 Всемирный день без табака (выр.). niioz.ru (31 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  26. ^ Всемирный день без табака 2025 г.: разоблачим уловки манипуляторов!(паллӑ мар). who.int. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  27. ^ Call for nominations for the WHO World No Tobacco Day 2026 awards(паллӑ мар). who.int. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
  28. ^ 31 мая - Всемирный день без табака (выр.). farmacia-rm.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  29. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 18.11.2019 № 2732-р ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  30. ^ «Скажем курению – НЕТ!»: мероприятия библиотек к Всемирному дню без табака – ЦБСЕ(паллӑ мар). cbse.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  31. ^ World No Tobacco Day walk event(паллӑ мар). who.int. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  32. ^ Всемирный день без табака – 2024 (выр.). fbuz-74.ru (27 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  33. ^ Мероприятия, посвященные Всемирному дню без табака, прошли в библиотеках района - Новости Песчанокопского района - газета Колос (2024-06-03). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  34. ^ Информационная акция «День без табака» 2025, Московская область — дата и место проведения, программа мероприятия.. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  35. ^ ЗОЖ — акция «Чистый воздух» к Всемирному дню без табака 2025, Грайворонский район — дата и место проведения, программа мероприятия.. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.