Парнесен кунӗ
Парнесен кунӗ (акăл. Boxing Day) — Аслӑ Британире тата Британин нацисен пӗрлешӗвӗн ҫӗршывӗсенче (Австралире, Ҫӗнӗ Зеландире, Канадӑра), ҫавӑн пекех Кирибатире[1], Самоара тата ытти вырӑнсенче те паллӑ тӑвакан уяв. «Парне кунне» ҫак ҫӗршывсенче ҫулсерен раштавӑн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Историйӗ тата уявлани
Акӑлчанла «Boxing day» сӑмах майлашӑвне ытларах чухне чӑвашла «Парнесен кунӗ» тесе куҫараҫҫӗ, ҫапах та тӳррӗн куҫарсан унӑн пӗлтерӗшӗ — «Курупкасен кунӗ» (сӑмах парнесем вырнаҫтаракан курупкасем пирки пырать).
Уяв ячӗ мӗнле пулса кайни пирки темиҫе верси пур:
- Аслӑ Британире йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Раштав уявӗн иккӗмӗш кунхине ҫемье уяв хыҫҫӑн апат юлашкисене тата ахальтен палӑртнӑ парнесене курупкасем ӑшне чӗркесе хурса чирлисене тата чухӑнсене парнеленӗ. Ытларах чухне парнесемпе кучченеҫсене курупкасене вырнаҫтарассине ачасене шаннӑ, кайран вӗсемех ӑна чухӑнсене валеҫсе пама пулӑшнӑ.
- Раштавӑн 25-мӗшӗнче тӗнчери мӗнпур протестантсемпе католиксем Раштав уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Раштав уявӗн йӑли тӑрӑх раштавӑн 24-мӗшпе 25-мӗш хушшинчи ҫӗрле Санта-Клаус Ҫӗнӗ ҫул ёлки айне парнесем хурать. Ирхине, пурте вӑрансан, уяв парнисем вырнаҫнӑ курупкасене уҫма тытӑнаҫҫӗ. Ҫемье пысӑк та нумай ачаллӑ пулсан, ҫурт пушӑ курупкасемпе тулса ларать — ачасем, ытларах курупккари япаласем ҫине тимлӗх уйӑракансем, вӗсене пур чухне те пуҫтарса хума тӑрӑшмаҫҫӗ… Ахӑртнех, акӑлчан чӗлхиллӗ ҫӗршывсенче ҫак куна «курупкасен кунӗ» теме тытӑннӑ та, анчах хӑш-пӗр чӗлхесене куҫарнӑ май лайӑхрах илтӗнтӗр тесе «Парнесен кунӗ» ят панӑ.
- Тепӗр верси тӑрӑх уява курупкасене пула панӑ, вӗсемпе усӑ курса кӑмӑла кайман парне илнисем унпа лавккана парнене улӑштарма васкаҫҫӗ (суту-илӳ вырӑнӗсем ытларах чухне ҫакӑн пек май туса параҫҫӗ).
- Тӳрремӗн куҫаракансем те пур, вӗсем ӑна «Бокс кунӗ» (спортӑн ҫак тӗсне акӑлчанла boxing тесе ҫыраҫҫӗ) тесе куҫараҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе ҫак ят Раштава уявлама пухӑннӑ ҫынсем халӑх вӑййипе — бокспа — аппаланма юратнӑран тухнӑ имӗш. Парнесен кунӗнче Британин нацисен пӗрлешӗвӗн йышне кӗрекен хӑш-пӗр Африкӑри ҫӗршывсенче чӑнах та профессионалсем хушшинче бокс тытӑҫӑвӗсене ирттереҫҫӗ.
- Ӗлӗк-авал, аристократи шутне кӗрекен ҫынсем хушшинче раштавӑн 26-мӗшӗнче ҫак кун канмалли кун илекен (Раштав уявӗнче вӗсем хуҫасене пулӑшнӑ) чурасемпе тарҫӑсене парнесемпе тивӗҫтерес йӑла пулнӑ.
- Раштавӑн 26-мӗшӗнче купсасем хӑйсем ҫинче ӗҫлекенсене (сутӑҫсене, тарҫӑсене, приказчиксене…) хӑйне евӗрлӗ Раштав уявӗн премипе — тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тата тутлӑ апатпа тултарнӑ курупкӑсемпе — тивӗҫтернӗ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе уяв ячӗ ҫакӑнтан пуҫланнӑ[2].
Уяв ячӗ мӗнле пулса кайни пирки тата темиҫе верси пур, анчах хальхи вӑхӑтра пӗртен-пӗр тӗрӗссине уйӑрма май ҫук. Тӳррипе каласан, «Парнесен кунне» палӑртакан ҫӗршывсенче ҫакӑн тавра ытлашшиех пуҫ ватмаҫҫӗ те. Ку канмалли кун тата католиксен раштав уявӗнчи ырӑ йӑлисенчен пӗри пулни те ҫителӗклӗ.
Спортри йӑла-йӗрке
Футбол
Ҫулсерен Англи, Шотланди тата Ҫурҫӗр Ирланди чемпионачӗсен аслӑ лигисенчен пӗрин матчне Парнесен кунӗнче ирттереҫҫӗ, куракансене пурне те ҫак кун иртекен мӗнпур матчсен ятарлӑ программине валеҫсе параҫҫӗ. Чи малтанах Парнесен кунӗнче матчсене географи тӗлӗшӗнчен чи ҫывӑх клубсене хирӗҫ кӑна ирттернӗ, ҫапла май хӑнасен выляканӗсемпе болельщикӗсене вырӑна ҫитмешкӗн вӑхӑт ирттересрех хӑтарнӑ[3]. 2018/2019-мӗш сезонран пуҫласа ҫакнашкал йӑлана Италири А ярӑмра йӗркелеҫҫӗ: стадионсене халӑх 69% аран пухӑнать, ку вара раштав уйӑхӗнче иртекен А ярӑмӗн турӗнчи вӑтам кӑтартӑвӗнчен пысӑкрах[4].
Регби
Регби вӑййине професси шайӗнче выляма пуҫличченех, профессиллӗ чемпионатсене йӗркеличченех Парнесен кунӗнче регби матчӗсене ирттернӗ: ҫулсерен «Лланеллипе» «Лондон Уэлш» клубсем хушшинче матч вылянӑ, «Лестер Тайгерспа» «Барбарианс» та тӗл пулнӑ. Сезон хӗлле иртнӗрен 1990-мӗш ҫулсемччен регбилигра Парнесен кунӗнче кулленех матчсем ирттернӗ; ҫуллахи сезонсем ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн матчсене ҫак вӑййа юратакансен клубӗсем кӑна ирттерме тытӑннӑ (вӗсенчен пӗри «Уэйкфилд Тринити» шутланать, Парнесен кунӗнче вӑл кӳршӗри клубсемпе дерби ирттерет).
Крикет
Австралире, Ҫӗнӗ Зеландире тата ЮАРта Парнесен кунӗнче тӗрӗслев матчӗсене ирттереҫҫӗ. «Мельбурн Крикет Граунд» стадионта ҫулсерен Австрали сборнӑйӗпе ӑнсӑртран суйласа илнӗ команда хушшинче ятарлӑ тест-матч иртет[5].
Парӑс спорчӗ
Крикет тест-матчӗпе пӗр кунхине Мельбурнра Сидней — Хобарт регата пуҫланать[6].
Юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ
Суррейри Кемптон-Парк ипподромӗнче ҫулсеренех Парнесен кунӗнче VI Георг патша парнисемшӗн юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна чӑрмавсем урлӑ сиксе иртмелле йӗркелеҫҫӗ. Ҫак ӑмӑртуран чаплӑраххи Челтнем ылтӑн кубокӗ кӑна шутланать. Унсӑр пуҫне, шӑпах ҫак кун Аслӑ Британире официаллӑ майпа йӗркеленӗ юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ (2016 ҫулта 8 пулнӑ, Ирландири турнирсене шута илсен — 11)[7]. Барбадосра та темиҫе теҫетке ҫул хушшинче Саванн гарнизонӗнче (ЮНЕСКО сыхлакан пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн объекчӗ) юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗн финал тапхӑрӗ иртет.
Тилӗ ҫине сунара тухни
Парнесен кунӗ — Аслӑ Британире тата АПШ-ра тилӗ тытма юратакансемшӗн чи пӗлтерӗшлӗ кунсенчен пӗри. Ҫак кун сунарҫӑсен чи пысӑк тӗлпулӑвӗсем пулса иртеҫҫӗ, тилӗ тытма сунар йӗркелеҫҫӗ. Тӗлпулусем пысӑк хуласенче е ялсенче иртеҫҫӗ[8].
Шайбӑллӑ хоккей
Ҫамрӑксен командисем (20 ҫул тултарманнисен сборнӑйӗсем) хушшинчи шайбӑллӑ хоккейӗн тӗнче чемпионачӗ ҫулсерен шӑпах раштавӑн 26-мӗшӗнче пуҫланать, раштавӑн 23-мӗшӗнче Швейцаринчи Давосра Шпенглер кубокӗ пуҫланать, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх унта «Давос» ХК, Канада сборнӑйӗ тата Европӑри ытти командӑсем (клубсем е сборнӑйсем) хутшӑнаҫҫӗ. НХЛ-ра Раштав уявӗ умӗн, Раштав уявӗнче тата Парнесен кунӗнче май килнӗ таран нумайтарах вӑйӑ ирттереҫҫӗ, кун пирки 2012/2013 локаут хыҫҫӑн килӗшсе татӑлнӑ — уяв шӑматкуна лексен кӑна (ун чухне матчсене раштавӑн 23-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ) ку йӗркерен пӑрӑнаҫҫӗ[9]. 2011 ҫулта Парнесен кунӗнче 10 матч вылянӑ[10].
Бокс
Парнесен кунӗнче Нацисен Пӗрлешӗвӗн йышне кӗрекен Африкӑри ҫӗршывсенче — Ганӑра, Угандӑра, Малавире, Замбире тата Танзанире — профессионалсем хушшинче боксёр тытӑҫӑвӗсем иртеҫҫӗ, каярах ҫак йӑлана Гвианӑпа Италире йышӑнма пуҫланӑ[11].
Мечӗклӗ хоккей
«Сӑваплӑ Стефан кунӗ» — католиксен «Парне кунӗ» евӗр уявӗ, ӑна ҫак кунах паллӑ тӑваҫҫӗ, йӑли-йӗркисем унӑн пӗрешкелтерех, ҫавӑнпа та Пӗрремӗш асапҫӑ Стефана сума сумалли кунпа «Парне кунне» час-часах пӗр-пӗринпе пӑтраштараҫҫӗ. Православи тӗнне ӗненекенсен ҫак уява, Степан кунӗ ятпа та паллӑскерне, раштавӑн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раштавӑн 26-мӗшӗнче Швецире мечӗклӗ хоккей енӗпе матч ирттереҫҫӗ, вӑл Швецин мечӗклӗ хоккей енӗпе иртекен черетлӗ чемпионата уҫать. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ӑна курма нумай куракан пухӑнать: вӑйӑ 13:15 сехетре пуҫланать[12].
Ӑнлантарусем
- ^ Фестивали и праздники на Кирибати / Travel.Ru / Кирибати. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ День подарков (Великобритания, Австралия, Новая Зеландия, Канада) — Boxing Day. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Fred Nathan. What is the history of Boxing Day football, how are fixtures determined and which fans must travel the furthest in 2016?, The Sun (2016-12-26). 2019 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Italy's Boxing Day. Sporvision.com. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Qaiser, S Pervez. Boxing Day Test: Grand year-end event with rich cricket history, Hindustan Times (2017-12-25). 2017 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ About the Race. Rolex Sydney Hobart Yacht Race. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Racecards – 26th December 2016. Racing Post. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Hundreds of thousands turn out for Boxing Day hunts. London: The Daily Telegraph (26 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ National Hockey League CBA 101—not digital page 101 but the printed 101. National Hockey League. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ NHL Hockey Schedule for December 26, 2011. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Joel Millman. Season's Beatings: 'Boxing Day' Takes a Pugilistic Turn. The Wall Street Journal Asia (28 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Berndt Rosqvist. Festligt och fullsatt på stora bandydagen (швед.). Dagens Nyheter (22 раштавӑн 2003). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.