Парфёнова Зоя Ивановна
Парфёнова Зоя Ивановна (1920 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ, Улатӑр, Улатӑр уесӗ,Чӗмпӗр кӗпӗрни, Совет Раҫҫейӗ — 1993 ҫулхи акан 7-мӗшӗ, Мускав, Раҫҫей Федерацийӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн 325-мӗш каҫпа бомбӑлакан авиаци дивизийӗн 46-мӗш гварди каҫпа бомбӑлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Улатӑр хулинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1943 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ.
1936 ҫулта Улатӑрти 5-мӗш шкулта 7 класс, медицина сестрисен (1936—1938) тата аэроклуб шкулӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Улатӑр хулинчи аэроклубӑн вӗҫевҫӗ-инструкторӗ пулнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта — 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен. 1942 ҫулта Энгельсри ҫар авиаци шкулӗ ҫумӗнчи курсран вӗренсе тухнӑ. Фронтри ҫарта — 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен.
46-мӗш гварди каҫпа бомбӑлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ Парфёнова З. И. 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне тӑшманӑн чӗрӗ вӑйӗсемпе техникине, хӗҫ-пӑшал склачӗсене, каҫса ҫӳремелли кӗперсене тептӑвас тӗллевпе 800 ытла каҫхи вӗҫев тунӑ.
1945 ҫултанпа — саппасра.
Рязаньте пурӑннӑ. 1979 ҫулччен кинотеатрта администратор пулса ӗҫленӗ. Нумай ҫул хушши Совет вӑрҫӑ ветеранӗсен комитечӗн пайташӗ пулнӑ.
1991 ҫултанпа Мускавра пурӑннӑ. 1993 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Мускаври Щербинка Тӗп ҫӑвинче (36-мӗш участок) пытарнӑ.
Хӗрӗсем: асли — Гугняева А. М. (инженер, Мускав); кӗҫӗнни — Удальцова Н. М. (врач, Мускав).
Кӑсӑк самантсем
- 1921 ҫулта унӑн ашшӗ вилнӗ, вара амӑшӗ, Марфа Ульяновна, пилӗк ачине пӗччен ҫитӗнтернӗ. Зоя чи кӗҫӗнни пулнӑ.
- Зоя Парфёнова Улатӑрти пӗрремӗш лётчица, унтан аэроклубра пӗрремӗш хӗрарӑм-инструктор пулнӑ.
- Вӑрҫӑ пуҫлансан Зоя темиҫе хутчен те фронта яма ыйтса ҫырнӑ, анчах кашнинчех военкомат хирӗҫ пулнӑ. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ВЛКСМ Тӗп Комитечӗ хӗрсенчен тӑракан авиаци подразделенийӗ тӑвасси ҫинчен пӗлтернӗ. Парфёнова хӗрсен авиаполкне тӑвассишӗн яваплӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ М.М. Раскова патне хӑйне авиацине илме ыйтса телеграмма янӑ. Зойӑна Энгельсри вӗҫев училищине янӑ, унтан вӗренсе тухсан 588-мӗш каҫпа бомбӑлакан авиаци полкӗн (кайран ӑна 46-мӗш гварди каҫпа бомбӑлакан авиаци полкӗ туса хунӑ) йышне кӗртнӗ[1].
- 46-мӗш гварди каҫпа бомбӑлакан авиаци полкӗн вӗҫевҫисене фашистсем «каҫхи тухатмӑшсем» (ночные ведьмы) ят панӑ.
- Парфёнова З. И. Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисепе тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр хӗрарӑм[2].
- Пӗрле ҫапӑҫнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Марина Чечнева аса илнинчен:
Зоя Парфёнова, ҫӳллӗ те яштака пӳллӗ, кӑвак-симӗс куҫлӑ, вӑрӑм та сарӑ, йӗтӗн пек ҫӑра та ҫемҫе ҫӳҫлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗр, полкра пурте юрататчӗҫ ӑна. Вӑл тӗлӗнмелле хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупма пултарать, унӑн юлташлӑх туйӑмӗ пысӑк шайра аталаннӑ. Сӑмах май, Зоя полкра вӑрҫӑ тӑршшӗпех хӑйӗн тӗлӗнмелле ҫивӗчӗсенчен уйрӑлман пӗртен-пӗр хӗр пулса.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ[3] (18.08.1945);
- Ленин орденӗ;
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[4] (09.09.1942);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ[5] (30.11.1942);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1 степеньлӗ орденӗ[6] (26.04.1944);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[7] (15.06.1945);
- «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медаль[8] (23.09.1944);
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[9] (29.08.1945);
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- медальсем, юбилейлӑ медальсем.
Фронтри унӑн паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен Улатӑр район хаҫачӗ «Ленинский путь» ҫапла ҫырнӑ:
Улатӑрти ҫамрӑксенчен кам пӗлмест-ши пурнӑҫри савӑк та сӑпайлӑ, ӑслӑ куҫлӑ Зоя Парфёновӑна? Ҫар самолётне илсенех пирӗн ентеш фашист захватчикӗсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫма пуҫланӑ. Вӑл нимрен хӑраман паттӑр лётчик. Унӑн вӗҫевӗсем питӗ тӗл лектереслӗхӗпе, ҫар тавҫӑрулӑхӗпе, пӗр кӑлтӑксӑр ӑсталӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Астӑвӑм
- З. И. Парфёнова ячӗпе унӑн тӑван Улатӑр хулинче урам хиеспленет.
- 2000 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑрти 7-мӗш вӑтам шкула З. И. Парфёнова ятне панӗ, шкул ҫурчӗ ҫинче мухтавлӑ ентешӗн асӑну хӑми пур. Шкулта Зоя Парфёновӑна халалланӑ музей йӗркеленӗ.
- 2017 ҫулта Рязаньти Ленин урамӗнчи 2/68-мӗш ҫурт ҫинче, Зоя Акимова (Парфёнова) 1991 ҫулччен пурӑннӑ вырӑнта, асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- 2020 ҫулта Улатӑрти «Электроприборсем» завод» АО ҫурчӗ ҫинче (Октябрь революцийӗ лапамӗ) вӗҫевҫӗ портретне граффити ӳкернӗ.
- 2023 ҫулта Севастопольти 9-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула Парф́ёнова З. И. Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[10].
Вуламалли
- Аронова, Р. Е. «Ночные ведьмы» / Р. Е. Аронов. — Москва : Совет. Россия, 1969. — 288 с.
- Отважная летчица : видеорассказ о Герое Советского Союза Зое Ивановне Парфеновой / МБУК «Алатыр. ЦБС», Центр. гор. б-ка ; [сост. Иванова Е. В., Коновалова А. Е.]. — Алатырь : Центр. гор. б-ка, 2014. — 1 электрон. опт. диск (DVD-ROM) : цв. : ил., портр. — Загл. с контейнера. — Текст : электронный.
- Белебенцев, Д. В небе «ночные ведьмы» / Д. Белебенцев // Республика. — 2012. — 14 марта (№ 10). — С. 8.
- Бесстрашная летчица // Алатыр. вести. — 2010. — 28 сент. — С. 3.
- Буханец, А. Девчонки, девчонки.. / А. Буханец // Чебоксарские новости. — 1996. — 17 авг.
- Игошев, И. Дорогой подвига / И. Игошев // Героини войны : очерки о женщинах — Героях Советского Союза. — М., 1963. — С. 453-463.
- Константинова, А. Легенда ночного бомбардировочного полка : [о Герое Советского Союза З. И. Парфеновой] / А. Константинова // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2015. — 20 ҫӗртме. — С. 3 : фот.
- Михайлов, В. М. Парфенова (Акимова) Зоя Ивановна / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 314-315.
- Михайлов, В. М. Парфенова Зоя Ивановна / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 372.. — См. текст
- Парфенова (Акимова) Зоя Ивановна (23.06.1920-07.04.1993) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Чечнева, М. Бесстрашная летчица / М. Чечнева // Алатыр. вести. — 2005. — 30 апр.
- Чечнева, М. П. Зоина улыбка / М. П. Чечнева // Летали девчата в гвардейском… — Чебоксары, 1968. — С. 35-46.
- Шумилов, А. Героиня Зоя Парфенова / А. Шумилов // Чебоксарские новости. — 2002. — 22 июня.
- Юрьев, М. Крылатая девушка / М. Юрьев // Красивые трудом, щедрые сердцем : рассказы. — Чебоксары, 1965. — С. 45-54.
Ӑнлантарусем
- ^ https://medcollege62-rzn.ru/materials/view/bogatyri-zemli-ryazanskoj-6903?ysclid=m25td424j676708950
- ^ https://chwom.rchuv.ru/action/god22/soyuz-zhenschin-v-licah/zoya
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150025066&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=11562851&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=11942081&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=21365779&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=25982319&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1530621173&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1535645984&tab=navDetailManAward
- ^ https://sevastopol.su/news/v-sevastopole-uvekovechili-pamyat-nochnoy-vedmy-iz-legendarnogo-zhenskogo-aviapolka?ysclid=m25tyce6r5487620391
Каҫӑсем
- https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%BF%D0%B0%D1%80%D1%84%D0%B5%D0%BD%D0%BE%D0%B2%D0%B0-%D0%B7%D0%BE%D1%8F-%D0%B8%D0%B2%D0%B0%D0%BD%D0%BE%D0%B2%D0%BD%D0%B0-%D0%B3%D0%B5%D1%80%D0%BE%D0%B9-%D1%81%D0%BE%D0%B2%D0%B5%D1%82%D1%81%D0%BA/?ysclid=m25sx6i5xk673491360
- https://www.warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=1660
- http://www.airaces.ru/zhenshhiny-aviatory/parfjonova-akimova-zoya-ivanovna.html
- http://www.gasi.archives21.ru/Press-centr/2015/6/4/Legenda_nochnogo_bombardirovochnogo_polka_(K_95-letiyu_so_dnya_rozhdeniya_Zoi_Ivanovni_Parfyonovoj)
- https://chwom.rchuv.ru/action/god22/soyuz-zhenschin-v-licah/zoya
- https://medcollege62-rzn.ru/materials/view/bogatyri-zemli-ryazanskoj-6903?ysclid=m25td424j676708950
- https://героипфо.рф/?id=3801&ysclid=m25twtisde353130245
- https://sevastopol.su/news/v-sevastopole-uvekovechili-pamyat-nochnoy-vedmy-iz-legendarnogo-zhenskogo-aviapolka?ysclid=m25tyce6r5487620391
- https://www.akademia-dshi2.ru/estafeta-nashih-geroev-parfyonovaakimova-zoya-ivanovna/?ysclid=m25u0orx31601126755
- https://alatvesti.ru/2022/06/23/segodnja-alatyrcy-vspominajut-geroja-sovetskogo-sojuza-z-i-parfjonovu/?ysclid=m25u13vixj251124899
- https://wuor.ru/news/sevastopolskoy-shkole-9-prisvoeno-imya-urozhenki-chuvashii-zoi-parfyenovoy-142248/?ysclid=m25u1nkinc267134284
- http://hypar.ru/ru/news/100-let-so-dnya-rozhdeniya-geroya-sovetskogo-soyuza-zoi-parfyonovoy
- https://podvignaroda.ru/?#id=150024588&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=11562774&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=11942065&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=21365756&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=25982309&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=1530620973&tab=navDetailDocument