Пономарёв Валериан Корнельевич
Пономарёв Валериан Корнельевич (1898 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Етӗрне, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1] — 1955 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ, Ленинград, СССР) — совет ҫар ҫынни, артиллери хӗҫ-пӑшалӗн конструкторӗ, инженери-техника службин генерал-майорӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1945). Сталин премийӗн лауреачӗ (1946).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1898 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне хулинче (халӗ — Чӑваш Республики) ҫар чиновникӗн ҫемьинче ҫуралнӑ. Ашшӗ ир вилнӗ, Пономарёвӑн ачалӑхӗ йывӑр иртнӗ. 1916 ҫулта Етӗрнери реальнӑй училищӗрен вӗренсе тухнӑ, унта хысна шучӗпе вӗреннӗ[2].
Ҫак ҫулах хӑйӗн ирӗкӗпе Вырӑс император ҫарне хӗсмете кайнӑ. Одессӑри Сергиев артиллери училищинчен кӗске вӑхӑтлӑх курсра вӗренсе тухнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче 8-мӗш хупӑрлав дивизионӗн йышӗнче Анӑҫ тата Кӑнтӑр-Анӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, контузиленнӗ[2].
РККА-ра 1918 ҫултанпа, Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. 1919 ҫулта Сарӑтури комсоставӑн артиллери курсӗсенче тата 1922 ҫулта Одессӑри йывӑр артиллери шкулӗнче вӗренсе тухнӑ. Курсантсен пӗрлештернӗ дивизионӗн батарея командирӗн пулӑшуҫи пулса Деникина, Врангеле хирӗҫ, Польша фронтӗнче, Махно бандисене тӗпленӗ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен Хӗрлӗ Ҫарта хӗсмете малалла тӑснӑ[2].
Пӗр вӑхӑт Симферопольте комсоставӑн Крым курсӗсенче ӗҫленӗ. 1923 ҫулта Киеври аслӑ ҫарпа педагогика шкулӗнчен, 1928 ҫулта Дзержинский ячӗллӗ РККА Ҫарпа техника академинчен вӗренсе тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсен ӑна «Хӗрлӗ Ҫар артиллери инспекторӗ» ята панӑ. 1928 ҫултан пуҫласа 1930 ҫулччен РККА Тӗп артиллери управленийӗн наукӑпа техника комитетӗнче пӑрӑхсемпе взрывательсем енӗпе ӗҫленӗ. 1930 ҫулта РККА Артиллери НИИ-22 ЦКБ-на (каярах — НИИ-22) аслӑ инженер-конструктор пулса ӗҫлеме командировкӑна янӑ, унта вӑл 1952 ҫулччен вӑй хунӑ. Артиллери взрывателӗсемпе пӑрӑхӗсен тытӑмӗсене хатӗрлес ӗҫе тӳрремӗн хутшӑннӑ[2].
Хӑйӗн конструктор карьерин пуҫламӑшӗнче ятарлӑ ҫӳллӗш (зенит артиллерийӗ валли) Т-3 маркӑллӑ дистанци пӑрӑхне ӑсталанӑ. Чылай вӑхӑт ҫак пӑрӑхран лайӑхраххи шутласа кӑларайман: ҫӳле пенӗ чухне пӑрӑхсен саланчӑкӗ 0,5 % ытла пулман, снарядсем сӳнменни тӗллевсем тӑрӑх 8,5 ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче пеме май панӑ. Асӑннӑ пӑрӑха тӗпе хурса взрыв хатӗрӗсене чылай лайӑхлатнӑ. 1939 ҫулта Пономарёв инҫетрен чӗртмелли дистанциллӗ-ударлӑ взрыватель туса хатӗрленӗ, ӑна Д-1 ят панӑ, вӑл 107-152 мм гранатӑсемлӗ ҫӗр ҫинчи артиллери валли пулнӑ. Тинӗс артиллерийӗнчи пысӑк калибрлӑ фугаслӑ тата бронясене шӑтаракан снарядсем валли КТМФ тата КТМБ взрывательсем туса хатӗрленӗ. Ку пек характеристикӑллӑ взрывательсем чикӗ леш енче пулман[2].
1935 ҫулта ӑна конструктор бюровӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ туса хунӑ. 1935 ҫулта ӑна СССР Йывӑр промышленность халӑх комиссарӗ Серго Орджоникидзе харпӑр автомашина парса чысланӑ, ку чыса ҫӗршыври сахалӑшӗ тивӗҫнӗ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Валериан Корнельевич тӗп конструктор ҫумӗ тата конструктор бюровӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл йӗркеленӗ взрывательсен конструкцийӗсем ансат пулни тата технологи характеристикисем вӗсене вӑрҫӑ ҫулӗсенче массӑллӑ кӑларма май панӑ. Ҫак ҫулсенче Пономарёв заводсемпе полигонсенче Патшалӑх Хӳтӗлев комитечӗн заданийӗсене пурнӑҫланӑ. Пономарёв артиллери хӗҫ-пӑшалӗн ертсе пыракан конструкторӗсенчен пӗри пулнӑ, вӑл РККА хӗҫ-пӑшал хӑватне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ[2].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса самолётсем, танксем, моторсем, хӗҫ-пӑшал производствине йӗркелес, ҫӗнӗ ҫар техники ӑсталаса тата кӑларса унпа Хӗрлӗ Ҫарпа Тинӗс-Ҫар Флотне тивӗстерес ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Валериан Корнельевич Пономарёва Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Пономарёв НИИ уйрӑмне ертсе пынӑ, вӑл ертсе пынипе СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем валли ҫӗнӗ ятарлӑ изделисен хӑшпӗр тӗслӗхӗсене туса хатӗрленӗ. 1948 ҫулта ҫӳлти тӗллевсем тӑрӑх залппа пеме сӗнӳ панӑ, ун чухне пӗтӗм снарядсем ушкӑнри пӗр снарядран тухакан сигнал тӑрӑх ҫурӑлаҫҫӗ, 1949 ҫулта — пенӗ чухне радиошевлепе усӑ курма, 1950 ҫулта вара — пиротехника составӗсене ахаль виҫеллӗ виҫӗ ункӑра ҫунтармалли вӑхӑта 300 ҫеккунт таран ӳстерме сӗнӳ кӗртнӗ[2].
Пурӗ Пономарёв ертсе пынипе тӗрлӗ тытӑмсем валли сирпӗнекен 20 яхӑн конструкци хатӗрленӗ.
Валериан Корнельевич Ленинград хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1955 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вилнӗ. Богослов ҫӑвинче пытарнӑ[2].
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (01.07.1968),
- виҫӗ Ленин орденӗ (01.07.1968, № 400882),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (01.07.1968, № 12885),
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ,
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1939),
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1933),
- «Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне никӗсленӗренпе ХХ ҫул» медаль,
- Сталин премийӗн лауреачӗ (1946),
- ыттисем те.
Ӑнлантарусем
- ^ Халӗ — Етӗрне районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9
Пономарёв Валериан Корнельевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Вуламалли
- Кудявин, В. Шаннӑ : Ҫӗнтерӳ пулатех! / В. Кудявнин // Хыпар. — 1999. — 11 авӑн.
- Хӗҫ-пӑшал ӑсти // Чваш ен. — 1997. — 12-19 утӑ (№ 28). — С. 6.
- Хӗҫ-пӑшал шутласа кӑларакансенчен пӗри // Хыпар. — 1998. — 12 чӳк.
- Валериан Корнельевич Пономарев : 1898-1955. В славной плеяде советских конструкторов / подгот. В. И. Кудявнин // Военачальники. — Чебоксары, 2004. — С. 93-100.
- Иванов, В. Жизнь, отданная советской артиллерии / В. Иванов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, – Чебоксары, 1971. – С. 35-38 : фот.
- Кудявнин, В. Н. Из плеяды советских конструкторов // Их имена останутся в истории. — Чебоксары, 1994. — Вып. 2. — С. 207-211.
- Кудявнин, В. Он «колдовал» над артиллерийскими взрывателями / В. Кудявнин // Советская Чувашия. — 1998. — 8 сент.
- Кудявнин, В. И. Пономарев Валериан Корнельевич / В. И. Кудявнин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 330.
- Кудявнин, В. И. Пономарев Валериан Корнельевич / В. И. Кудявнин // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 184.
- Кудявнин, В. И. Пономарев Валериан Корнельевич / В. И. Кудявнин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 467.. — См. текст
- Кудявнин, В. И. Пономарев Валериан Корнельевич / В. И. Кудявнин // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 2 : П-Я. Доп. — С. 46-47.
- Кудявнин, В. Создатель оборонной техники / В. Кудявнин // Чӑваш ен. — 1998. — 5-12 сент. (№ 35). — С. 7.
- Пономарев Валериан Корнельевич // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 110.
- Савельев, Г. Наши герои / Г. Савельев // Чебоксарская правда. — 2008. — 10 апр. (№ 13). — С. 3.
- Валериан Корнельевич Пономарев : 1898—1955. В славной плеяде советских конструкторов / подгот. В. И. Кудявнин // Военачальники. – Чебоксары, 2004. – (Библиотека Президента Чувашской Республики ; т. 2) : фот.