Прокопьев Поликарп Петрович

Прокопьев Поликарп Петрович (1925 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Кивӗ Матьӑк, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1]1997 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ, Тӗмен, Раҫҫей Федерацийӗ) — ялхуҫалӑх производствин йӗркелӳҫи, «Большевик» колхоз ертӳҫи. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1925 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (паян — Чӑваш Республикин Муркаш районӗ) Кивӗ Матьӑк ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1928 ҫулта унӑн ашшӗпе амӑшӗ Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районне пурӑнма куҫнӑ, Баитово хуторӗнче пурӑннӑ. Мӗн пӗчӗкрен килти хуҫалӑх ӗҫӗсене хутшӑннӑ. 1943 ҫулта ун чухне район центрӗ пулнӑ Велижан ялӗн вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Омск облаҫӗн Велижан райвоенкомачӗ Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑратнӑ. Малтан Свердловскри танк училищинче вӗреннӗ, 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен вара Урал ҫар округӗн 14-мӗш штурмлакан инженери-сапёр бригадинче курсант пулса хӗсметре тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен вара хутшӑннӑ. 18-мӗш гварди сывлӑш-десант бригадин 296-мӗш гварди стрелоксен полкӗнче тата 98-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизийӗнче сапёрсен взводӗнче сапёр пулса ҫапӑҫнӑ: малтан — 2-мӗш Беларуҫ фронтӗнче, 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — 1-мӗш Украина фронтӗнче, 1944 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — 2-мӗш Украина фронтӗнче, 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — 3-мӗш Украина фронтӗнче. Фронтра батальон комсомол организацийӗн секретарьне суйланӑ, взвод командирӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Беларуҫ, Львов-Сандомир, Будапешт, Вена, Прага ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн 1945—1950 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметне малалла тӑснӑ, 1946 ҫулхи ака уйӑхӗччен Приморье ҫар округӗнчи 2-мӗш сывлӑш-десант бригадинче взвод командирӗ пулнӑ, унтан ана вӗренме янӑ. 1948 ҫулта Новосибирскри ҫар контрразведкин шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1948 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Хӗвеланӑҫ-Ҫӗпӗр ҫар округӗн штабӗн патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперуполномоченнăйӗ, 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — СССР Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑхӗн Министерствин Тӗмен облаҫӗнчи управленийӗн Аромашево районӗнчи уйрӑмӗн оперуполномоченнăйӗ. 1954 ҫулхи ака уйӑхӗнче П. П. Прокопьев лейтенанта штатсене кӗскетнипе саппаса кӑларнӑ. 1954 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа «Тюменская правда» хаҫат корреспондентӗнче ӗҫленӗ.

1955 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче КПСС Тӗп Комитечӗ йыхравӗпе «вӑтӑрпинсен» ретӗнче яла ялхуҫалӑхне аталантарма янӑ, Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районӗн Новотроицкое ялӗнчи Калинин ячӗллӗ колхоз председательне суйланӑ. 1957 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Анат Тавда вӑрманпромхуҫалӑхӗн директорӗ. 1958 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Анат Тавда районӗн Новотроицкое ялӗнчи Дзержинский ячӗллӗ колхоз председательне суйланӑ.

1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Тӗмен хулинче пурӑннӑ. Тӗмен ялхуҫалӑх институчӗн агрономи факультетӗнче вӗреннӗ. Анчах та 1963 ҫулта куҫӑн мар уйрӑма куҫма тивнӗ, института 1964 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1962 ҫултанпа вӗреннӗ хушӑрах Тӗмен производство управленийӗнче инспектор-йӗркелӳҫӗ пулса вӑй хунӑ.

1963 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна Анат Тавда районӗн пӗрлештерсе пысӑклатнӑ «Большевик» колхоз председательне суйланӑ. Ку должноҫра 17 ҫул вӑй хунӑ. Колхоза юлса пыракан 4 хуҫалӑха пӗрлештерсе туса хунӑ, Прокопьев ертсе пынипе вӑл облаҫри малтисен ретне тӑнӑ. Ӑна председателе суйланӑ ҫул гектартан 9 центнер тырпул пухса илнӗ пулсан, 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче 30 центнер ытла пухса илнӗ (хӑшпӗр уйсенче 50 центнер ытла та). Колхоз районти соцӑмӑртура яланах малта пулнӑ, облаҫра та темиҫе хутчен пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Колхозра ӑслӑлӑхпа тӗпчев, сӑнав ӗҫӗсене пысӑк шайра туса пынӑ, вӗсен ӗҫӗпе паллашма Терентий Мальцев академик кунта темиҫе хутчен те килсе кайнӑ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсене хуҫалӑхра пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. «Нева» сортлӑ тулла гектартан 72 центнер пухса илсен «Большевик» хуҫалӑх Совет Союзӗпех палӑрнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1971 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ялхуҫалӑх производствине аталантарас тата патшалӑха ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем сутса пилӗк ҫуллӑх планне пурнӑҫлас тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Ленин орденӗ тата тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Поликарп Петрович Прокопьева Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

Унӑн Анат Тавда ялне аталантарас ӗҫри тӳпи те пысӑк, кунта ҫынсене пурӑнмалли пысӑк районне, производство ҫурчӗсен комплексне, культурӑпа йӑла ыйтӑвӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсене туса лартнӑ.

1985 ҫултанпа — тивӗҫлӗ канура. Запасри капитан (11.04.1979).

Тӗмен хулинче пурӑннӑ. 1997 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мешӗнче вилнӗ. Тӗмен хулинче пытарнӑ.

undefined

Обществӑлла ӗҫ

  • 1942 ҫултанпа ВЛКСМ пайташӗ.
  • 1962 ҫултанпа КПСС пайташӗ.
  • КПСС Тӗмен облаҫӗн комитечӗн бюровӗн кандидачӗ.
  • КПСС Анат Тавда райкомӗн бюровӗн пайташӗ.
  • Тӗмен облаҫӗн ӗҫҫынни депутатсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
  • Анат Тавда районӗн ӗҫҫынни депутатсен Канашӗн депутатне пӗрре мар суйланнӑ.

Астӑвӑм

  • Поликарп Прокопьев ятне Тӗмен хулинчи пӗр урама панӑ (2008)[2].
  • Анат Тавда ялӗнчи пӗр урам унӑн ячӗпе хисепленет.
  • Тӗменри Ҫурҫӗр Урал патшалӑх ялхуҫалӑх университечӗн ҫурчӗ ҫине П. П. Прокопьев тата В. М. Архипов Социализмла Ӗҫ Паттарӗсен асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.
  • Анат Тавда ялӗнче «Большевик» колхоз правленийӗ пулнӑ ҫурт ҫине П. П. Прокопьев ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ (2001).
  • П. П. Прокопьев пуҫарнипе тата ертсе пынипе фронтра пуҫ хунӑ Анат Тавда ҫыннисене 1975 ҫулта тунӑ мемориалта Социализмла Ӗҫ Паттарӗн ячӗллӗ асӑну плити вырнаҫтарнӑ.
  • 2003 ҫулта Поликарп Прокопьев ячӗпе Тӗменри ялхуҫалӑх ӗҫченӗсен ыркӑмӑллӑх фондне уҫнӑ[3].
undefined

Ӗҫӗсем

  • «Пӑрусене самӑртни» (Интенсивный откорм телят, 1966)
  • «Ҫӗр. Ҫынсем. Тыр-пул» (Земля. Люди. Урожай, 1976)

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Халӗ — Муркаш районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ.
  2. ^ Их именами названы улицы. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Студенты аграрного университета получили именные стипендии. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Васильев, В. Ҫӗпӗр ҫӗрӗн чапӗпе мухтавӗ / В. Васильев // Хыпар. — 2015. — 4 сентябрь/авӑн. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Давыдов, П. Туслӑх ҫулӗ — ҫывӑх ҫул / П. Давыдов // Коммунизм ялавӗ. — 1982. — 21 ака.
  • Тоболкин, З. Ҫӗр сывлать / З. Тоболкин // Тӑван Атӑл. — 1982. — № 7. — С. 34-38.
  • Яковлев, И. Пархатарлӑ ӗҫпе сумлӑ ята тивӗҫнӗ / И. Яковлев // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2016. — 14 ҫу/май. — С. 4.
  • Яковлев, И. Хастар ҫын ӗмӗр мухтавра / И. Яковлев // Хресчен сасси. — 2016. — 18 ҫурла. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Васильев, В. А. Он умел слышать поле / В. Васильев, В. Иванов // Тӑван (Тюмен. обл.). — 2015. — Октябрь (№ 10). — С. 3 : фот.
  • Васильев, В. Слава земли сибирской, гордость земли чувашской / В. Васильев // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 22 сентябрь/авӑн (№ 5). — С. 13 : фот.
  • Зайцева, Е. Великий земледелец / Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2018. — 1 янв. — С. 3 : фот.
  • Иксанов, В. Память о нем дорога людям / В. Иксанов // Тӑван (Тюмен. обл.). — 2010. — Март (№ 3). — С. 3.
  • Кошкин, В. Воин, контрразведчик, предколхоза — Герой Социалистического Труда / В. Кошкин // Вестник Совета ветеранов Управления ФСБ России по Чувашской Республике. — 2018. — Май (№ 1). — С. 2 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Прокопьев Поликарп Петрович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 338.
  • Мадебейкин, И. Н. Прокопьев Поликарп Петрович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 504.
  • Матвеева, Г. Кулацкий сын, герой труда / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2006. — 9 авг.
  • Прокопьев Поликарп Петрович // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 111.
  • Прокопьев Поликарп Петрович // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 470.
  • Прокопьев Поликарп Петрович // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 333-334.