Пупин Пётр Прокопьевич

Пупин Пётр Прокопьевич (1912 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ, Кульцав, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1], Раҫҫей Империйӗ — 1967 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозӑн уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1912 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Кульцав (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ.

11 ҫултах Вӑрнар чукун ҫул станцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

1928 ҫулхи ҫуркунне тӑван ялӗнче ялхуҫалӑх эртелне йӗркелекенсенчен пери пулнӑ, каярах ку эртелрен Сталин ячӗллӗ колхоз пулса кайнӑ. 1930 ҫулта колхоза пӗрремӗш трактор илсе килнӗ, унпа П. Пупин ӗҫленӗ, каярах колхоз правленийӗн председателӗн техника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. 276-мӗш стрелоксен дивизийӗн 876-мӗш стрелоксен полкӗнче санинструктор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, икӗ хутчен аманнӑ. Ҫар командованийӗн хушӑвӗсене тӑрӑшса пурнӑҫланӑшӑн Пупин медицина службин сержантне виҫӗ хутчен «Хӑюлӑхшӑн» медальпе чысланӑ[3].

1945 ҫулта демобилизациленсе тӑван яла таврӑннӑ, Сергей Коротков ертсе пыракан колхозра уй-хир бригадин бригадирӗ пулса ӗҫлеме тытаннӑ. 1947 тата 1948 ҫулсенче тырпул пысӑк тухӑҫпа пухса илнӗшӗн П. Пупина Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата Ленин орденӗсемпе чысланӑ. 1949 ҫулхине вӑл ертсе пыракан бригада 52 гектар лаптӑкран кашни гектартан 31,4 центнер ыраш пухса илнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе производство кӑтартӑвӗсем, пӗрчӗллӗ культурӑсен тухӑҫӗсем пысӑк пулнӑшӑн, 52 гектар лаптӑкран кашни гектартан 31,4 центнер ыраш пухса илнӗ Пётр Прокопьевич Пупина Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе чысласа Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[4].

Ҫак хушупах Сталин ячӗллӗ колхозӑн тепӗр бригадирӗ Александр Доманин тата пилӗк хастар колхозник Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ.

Кайран П.П. Пупин выльӑх-чӗрлӗх фермине ертсе пынӑ, 1950 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тепӗр Ленин орденне тивӗҫнӗ.

Тӑван Кульцав ялӗнче пурӑннӑ, 1967 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вилнӗ.

undefined

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ныне — Вурнарский район, Чувашия, Россия.
  2. ^ Пётр Прокопьевич Пупин на официальном сайте «Чувашская энциклопедия». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ Сергей Кузоватов. Пупин Пётр Прокопьевич. Герои страны.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении П.П. Пупину звания Героя Социалистического Труда. Люди труда - гордость Чувашии (13 кӑрлачӑн 1950).

Вуламалли

  • Васильев, Г. «Пупин вулавěсем» пыраççě : [Вăрнар районěнчи Кульцав ялěнче «Пупин вулавěсем» йěркелени çинчен] / Г. Васильев // Хыпар. – 2011. – 26 кăрлач.
  • Александров, Э. Весенний разлив : [о Герое Соц. Труда П. П. Пупине] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1971. –  : фот.
  • Александров, Э. Неутомимый : [о Герое Соц. Труда П. П. Пупине] / // Молодой коммунист. – 1966. – 30 авг.
  • Мадебейкин, И. Н. Пупин Петр Прокопьевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 526 : фот.