Доманин Александр Фёдорович

Доманин Александр Фёдорович (1923 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2009 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Шупашкар) — В. И. Ленин ячӗллӗ колхоз председателӗ (Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) (1961—1976), Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950).

Кун-ҫулӗ

1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчи Етӗрне уесне кӗрекен Туҫа вулӑсӗнче Кульцав ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ) ҫуралнӑ. Шкулта 8 класс вӗреннӗ.

1941 ҫултанпа ҫарта пулнӑ. 1942 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсне пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен — 153-мӗш стрелоксен полкӗн 45-мм орудисен взвод командирӗ. Волхов, Ленинград тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ленинград хулине хӳтӗлеме тата блокадӑна татма, Ленинградпа Новгород, Вислӑпа Одер, Анат Силези, Тури Силези тата Прага операцисене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче икӗ хутчен аманнӑ — 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тата 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче.

1945 ҫултанпа А. Ф. Доманин лейтенант — саппасра. Тӑван яла таврӑннӑ.

Чӑваш АССР-ӗн Вӑрнар районӗнчи И. В. Сталин ячӗллӗ колхозра (1961 ҫултанпа — В.И. Ленин ячӗллӗ) уй-хир бригадин бригадирӗ тата выльӑх-чӗрлӗх фермисен заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

Ял хуҫалӑх культурисене пысӑк тухӑҫпа туса илнӗшӗн 1950 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе Доманин Александр Фёдоровича Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ятпа чысланӑ.

1961 ҫулхи ҫулла, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ С. К. Коротков вилнӗ хыҫҫӑн, ӑна В. И. Ленин ячӗллӗ колхоз председательне суйланӑ. Ҫак должноҫра вӑл 1976 ҫулччен вӑй хунӑ.

Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче (Чӑваш Республики) пурӑннӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайсан 1978 ҫултан — Шупашкар хулинче. Тивӗҫлӗ канура пулин те ӗҫленӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хуҫалӑх пайӗнче аслӑ инженер пулса тӑрӑшнӑ[1].

2009 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫӗ

СССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш пухӑвӗн (1962—1966 ҫулсенче), Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 5-мӗш тата 7–9-мӗш пухӑвӗсен (1959—1963 тата 1967—1980 ҫулсенче) депутачӗ пулнӑ.

Ҫемье

Ашшӗн ӗҫне ывӑлӗ Александр Александрович Доманин тӑснӑ, республикӑри хуҫалӑхсен ертӳҫи пулнӑ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Доманин Александр Федорович (выр.). Герои Великой Отечественной войны — преподаватели ЧувГУ. Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Категорисем