Пусăллă
Пусăллă, е Пусă (выр. Базлово, тут. Бозлау е Бозы) — Чулхула облаçĕнчи Сăпас районĕн ялĕ. Тутарсем никĕсленĕ (çавăн пекех никĕслеенсем хушшинче чăвашсем те пулнă пулмалла). Хальхи вăхăтра та тутарсемех пурăнаççĕ.
Ял ячĕ вара чăваш чĕлхинчи "пусă" самахран тухнă пулмалла. Палла ĕнтĕ, "пусă" тесе тырпул ÿстерекен пысăках мар уй-хире калаççĕ, унăн урăхла ячĕ — "ана".
Тавралăх
Хусан-Мускав чукун çултан аякрах мар.
Паллă çынсем тата ытти уйрăм харкамлăхсем
Кăсăклă фактсем
Рифкат Ахметьянов чĕлхеçĕ каланинчен[3]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Наши полевые исследования в 1968 году подтвердили наличие следов чувашского субстрата татарского населения в бассейнах Пьяны и Урги в названиях сёл (Петряксы < чув. Петĕр касси, Бозы < чув. Пусă), в отдельных словах...
<Куçару: 1968-мĕш çулта вырăна тухса тĕпченисем Пăяна тата Урга шывĕсен бассейнĕсече пурнакан тутарсен чăваш субстрачĕн йĕрĕсем пуррине çирĕплетрĕç: ял ячĕсенче (Петряксы < чăв. Петĕр касси, Бозы < чăв. Пусă), уйрăм сăмахсенче...>
Çак тутар ялĕ хăйĕн историйĕпе чăвашсемпе тачă çыхăннине ытти çăлкуçсем те палăртаççĕ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Некоторые чуваши, отатарившись, остались и жили в 1787-х годах в Базлове[4],
<Куçару: Хăшпĕр чăвашсем, тутарланнă май, 1787-мĕш çулта Пусăллăра пурăнма юлнă>
Çавăн пекех[5]:
Оригиналлӑ текст (выр.)По преданиям, записанным Ф.Юнисовым в Кочко-Пожарках, наряду с татарами жило несколько родов чувашей, выходцев из другого татарского селения Базлова. Он восстановил и их родословные, собрал сведения об их верованиях, обрядах и праздниках. Со временем они приняли ислам и отатарились. Они оставили как память о себе термин “дур” в смысле улицы, части деревни, так названы некоторые из них Чуаш дур, Кочан дур.
<Куçару: Ф. Юнисов çырса илнисем тăрăх, Кучкай-Пашарта, тутарсемпе пĕрлех, Пусăллă тутар ялĕнчен тухнă темиçе чăваш ратни пурăннă. Вăл вĕсен ăру йывăçне тишкерсе палартнă, уявĕсем, ĕненĕвĕсем, йăли-йĕркисем пирки хыпарсем пухнă. Вăхат иртнĕçем чăвашсем ислама куçнă, тутара тухнă. Вĕсенчен "дур" текен сăмах юлнă, — вăл урама, ялăн пайне пĕлтерет, калăпăр, "Чуаш дур", "Кочан дур".>
Çавăн пекех пăхăр
Вуламалли
Асăрхавсем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ Ахметьянов Р.Г. Сравнительное исследование татарского и чувашского языков. М., "Наука", 1978, С.234.
- ^ Татарское село Базлово(Бозлау авылы)
- ^ Немного истории (А.М. Орлов çырнисенчен илнĕ хыпар)
Каçăсем
| Чулхула облаçĕ | Ку Чулхула облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |