Пӗтӗм тӗнчери чей кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери чей кунӗ (акăл. International Tea Day) — Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейи палӑртнӑ уяв, ӑна кашни ҫул ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку кун чей ӗҫессине тата ӑна туса кӑларассине аталантарма, ҫавӑн пекех чухӑнлӑхпа тата выҫлӑхпа кӗрешес ӗҫре чей мӗнпур пӗлтерӗшне халӑха ӑнлантарма пулӑшать[1].
Истори
«Чей кунне» паллӑ тӑвас шухӑша 2004 ҫулта Мумбаи хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла форумра, каярахпа Порту-Алегрири вӗрентӳпе хутшӑну центрӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. 2005 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери чей кунне раштавӑн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑвас тесе йышӑннӑ. Ку датӑна ӑнсӑртран суйласа илмен: 1773 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче «Чей индустрийӗнче ӗҫлекенсен прависен тӗнчери Декларацине» йышӑннӑ пулнӑ[2][3]; тепӗр кунне, 1773 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче, паллӑ Бостонри чей ӗҫни пулса иртнӗ.
Пӗрремӗш официаллӑ мар Пӗтӗм тӗнчери чей кунӗ 2005 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче иртнӗ[4].
Официаллӑ уява ҫирӗплетес ӗҫ 2015 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне Инди правительстви ПНО-н Апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗн (ФАО) чей енӗпе ӗҫлекен правительство хушшинчи ушкӑнне Пӗтӗм тӗнчери чей кунне йӗркелес ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. 2018 ҫулта Китай уява ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑвас пирки официаллӑ майпа сӗннӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче ФАО Канашӗ ӑна ырланӑ[5]. Ҫак сӗнӳпе килӗшӳллӗн 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи A/RES/74/241 номерлӗ резолюци йышӑннӑ, ун тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 21-мӗшне Пӗтӗм тӗнчери чей кунӗ (International Tea Day) тесе палӑртнӑ[6].
Тӗллевӗсем
ПНО резолюцийӗпе килӗшӳллӗн, уявӑн тӗп тӗллевӗсем — чей историйӗ, пӗтӗм тӗнчери культурӑри тата экономикӑри унӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумайрах пӗлтересси[7], чей туса кӑларассине тата ӑна ӗҫессине аталантарма пӗрлешсе вӑй хурасси, ҫавӑн пекех выҫлӑхпа тата чухӑнлӑхпа кӗрешесси ҫине тимлӗх уйӑрасси.
Уяв ял-тӑрӑха аталантарма чей мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса памалла, ҫавӑн пекех тӗнчери хӑш-пӗр чи чухӑн ҫӗршывсемшӗн тупӑш илессин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑракан чей промышленноҫне пулӑшмалла. Ку куна ирттерес ӗҫре яваплӑ тӗп организаци — ФАО.
Экономика пӗлтерӗшӗ
2024 ҫулхи даннӑйсемпе, тӗнчери чей туса кӑларасси 18 млрд АПШ доллартан ытла танлашать, чейпе суту-илӳ туни кашни ҫул 10 млрд доллара яхӑн пулса иртет[8]. Тӗнчери чей секторӗнче 13 млн яхӑн ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 9 миллионӗ — пӗчӗк фермер хуҫалӑхӗсем.
Хӑш-пӗр ҫӗршывсемшӗн чей сутса тупӑш илесси питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, Кенире чей пӗтӗм тавар экспорчӗн 19 %-не, Бурундире — 11 %-не тата Шри-Ланкарта — 10 %-не йышӑнать[8]. Ку тупӑшсем апат-ҫимӗҫ илсе килме тата наци экономикине пулӑшма май параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ хӗрарӑмсен прависене анлӑлатма тата вӗсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерме пулӑшать[9].
Ку отрасль йывӑр ыйтусемпе тӗл пулать, ҫав шутра климат улшӑнни, хаксем пӗр пек тӑманни, хатӗрлес ӗҫ хакланни тата кредитсемпе технологисем илме йывӑр пулни. Ҫакна кура ФАО хӑйӗн 2022—2031 ҫулсенчи стратеги планӗнче чей промышленноҫне агроапат-ҫимӗҫ системисене тухӑҫлӑрах тата тачӑрах аталантарма пулӑшакан тӗп вӑйсенчен пӗри тесе пӑхать[10].
Уяв йӑли-йӗркисем
Уява чей туса кӑларакан ҫӗршывсем уйрӑмах анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсен шутне Инди, Шри-Ланка[11], Китай, Кени, Бангладеш, Вьетнам, Непал, Индонези, Малайзи, Танзани тата Уганда кӗреҫҫӗ[12]. Ҫавӑн пекех уява Раҫҫейре[13], Европа ҫӗршывӗсенче тата пӗтӗм тӗнчери чей юратакансем палӑртаҫҫӗ.
Уява халалланӑ мероприятисем чейӗн социаллӑ тата экономика енӗсене те, культура енӗсене те ҫутатаҫҫӗ. ФАО ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чей индустрийӗнчи пӗчӗк фермерсене пулӑшасси, хӗрарӑмсен ролӗ тата ӑна тӗрӗс аталантарасси ҫинчен каласа паракан мероприятисем ирттерет. Ку кун пӗтӗм тӗнчере чей церемонийӗсем, фестивальсем, ярмӑрккасемпе суту-илӳсем, выставкӑсем тата дегустацисем иртеҫҫӗ.
Раҫҫейре Сочи хулинчи «Чей ҫулӗ», Мускаври «Чашка» тата Санкт-Петербургри Пӗтӗм тӗнчери чейпе кофе фестивалӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Чей вӗретме, чей купажӗсене хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх лаҫҫисем те иртеҫҫӗ. Профессионалсем хушшинче Tea Masters Cup чемпионат йӗркелеҫҫӗ. Культура центрӗсемпе вулавӑшсем чей историйӗ ҫинчен лекцисем вулаҫҫӗ, хӑш-пӗр мероприятисенче наци культурин элеменчӗсемпе, тӗслӗхрен, китай каллиграфийӗпе паллаштараҫҫӗ[14].
2025 ҫулта ФАО пуҫарнипе уяв «Чей — лайӑхрах пурнӑҫшӑн» (Tea for Better Lives) девизпа иртнӗ. Тӗп мероприяти ФАО-н Римри штаб-хваттерӗнче пулнӑ, унта куравсем, дегустацисем тата чей ролӗ ҫинчен калаҫусем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех ФАО тӗнчери ял хуҫалӑх еткерлӗхӗн системисен йышне икӗ ҫӗнӗ объекта кӗртни ҫинчен пӗлтернӗ: Китайри Фудин хулинчи шурӑ чей туса кӑларакан системӑна тата Бразилинчи Парана штачӗнчи йывӑҫ сулхӑнӗнче мате ӳстерекен системӑна[15]. Римри мероприятире Раҫҫей Дагестан чейӗпе тата Пушкӑртстан пылӗпе паллаштарнӑ[16].
Ӑнлантарусем
- ^ United Nations. Международный день чая | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая: история праздника и традиции (2016-12-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 15 декабря — Международный день чая. Самарский Дом дружбы народов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая. ФБУЗ «Центр гигиенического образования населения» Роспотребнадзора. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Report of the Council of FAO - Hundred and Sixtieth Session (PDF). FAO (7 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая. АЗЕРТАДЖ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая: признание культурного наследия и экономической значимости. Новости ООН. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 2024 Global Market Report: Tea (PDF). IISD (Кӑрлач 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ FAO: Tea Sector Needs Greater Transparency. Tasty Asia (Ҫу 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Food and Agriculture Organization (FAO). UN Department of Economic and Social Affairs. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ 15 декабря — Международный День Чая. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая. ФБУЗ «Центр гигиенического образования населения» Роспотребнадзора. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая отмечают в Приангарье. Аргументы и факты (11 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ Московская чайная выставка. ВДНХ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Int'l Tea Day 2025 celebrated to highlight its role in better lives. Xinhua (21 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Международный день чая в штаб-квартире ФАО: Россия демонстрирует богатство региональных традиций. Постоянное представительство Российской Федерации при ФАО и других международных организациях в Риме (21 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.