Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем (фестиваль)

Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем (1993—2004 ҫулсенче — «Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем») — Раҫҫей шайӗнчи халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ. Шупашкарта Чӑваш Республикин кунне уявланӑ чухне иртет.

Фестиваль ҫинчен

Фестивале хутшӑнакансем — халӑх (тава тивӗҫлӗ) фольклор ушкӑнӗсем, хорсем, инструмент тата вокал ансамблӗсем, хореографи ушкӑнӗсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи йӑлана кӗнӗ музыкӑпа юрӑ эткерлӗхне, ташӑ фольклорне тата йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата популяризацилес тӗлӗшпе хастар ӗҫлекен юрӑпа ташӑ ансамблӗсем. Кашни ушкӑнран хутшӑнакансен шучӗ ҫирӗм пилӗкрен сахалтарах пулмалла[1].

Фестивале хутшӑнакансене пурӑнмалли вырӑнпа тата апатпа йӗркелӳҫӗсем тивӗҫтереҫҫӗ (килсе ҫитнипе тухса кайни мероприяти иртнӗ вӑхӑтра пулса иртет пулсан)[1]. Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те фестиваль дипломӗсем параҫҫӗ.

Фестиваль ҫак пайсенчен тӑрать[2]:

  • фестивале хутшӑнакансен Чӑваш Республикин тӗп хулин тӗп урамӗсемпе иртекен театрализациленӗ шествийӗ (яланхи пекех, Ленин проспектӗнче утма пуҫлаҫҫӗ, малалла Карл Маркс, Воробьёв композиторсен урамӗсемпе иртеҫҫӗ, Хӗрлӗ тӳремре вӗҫлеҫҫӗ);
  • Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре фестивале чаплӑн уҫни тата концерт;
  • фестивале хутшӑнакансен концертра хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарни (Чӑваш Республикин тӗп хулинче, ҫавӑн пекех республикӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче иртеҫҫӗ);
  • Чӑваш Республикин пултарулӑх ушкӑнӗсен гала-концерчӗ;
  • «Ӑста Руҫ» декораципе прикладной ӳнер япалисен куравӗ, унӑн шайӗнче халӑх йӑлинчи элементсене кӑтартаҫҫӗ, йӑлана кӗнӗ халӑх уявӗсемпе тата йӑлисемпе паллаштараҫҫӗ (ҫулсерен РФ 20–25 тӑрӑхӗнчи ӑстасем хутшӑнаҫҫӗ);
  • халӑх тумӗн уявӗ;
  • ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсем, тӗрлӗ ҫавра сӗтелсем тата ӑсталӑх лаҫҫисем ирттересси (Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ ертсе пыракан ӑстасем хутшӑнаҫҫӗ);
  • фестивале чаплӑ церемони ирттерсе хупни.

Историйӗ

Пӗрремӗш фестивале 1993 ҫулта «Атӑлҫи ҫалкуҫӗсем» ятпа ирттернӗ. Ӑна Чӑваш республикин халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ йӗркеленӗ пулнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ фестивальте республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри ушкӑнсен халӑх пултарулӑхне кӑтартасси пулнӑ[3][4].

Пӗрремӗш фестиваль Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ, унта Чӑваш Республикин тӗрлӗ районӗсенчен 12 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех Тутарстанри, Мӑкшӑ Республикинчи тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи 3 пултарулӑх коллективӗ килнӗ[3].

Фестивале ирттерме малтан Чӑваш Республикин Правительстви укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. 1994 ҫулта фестивале укҫа-тенкӗпе пулӑшас енчен пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви(выр.)чăв. те хутшӑнма пуҫланӑ[3].

1996 ҫултан пуҫласа фестивале Республика кунне уявлассине халалланӑ мероприятисен йышӗнче ирттерме тытӑннӑ[3].

2005 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствипе Чӑваш Республикин правительстви фестивале Раҫҫей шайне кӑларма йышӑннӑ май ятне «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ҫине улӑштарнӑ[5].

Фестивале Раҫҫей тулашӗнчен ют ҫӗршыв ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Арменири, Бельгири, Беларуҫри[6], Болгарири, Венгрири, Германири, Египетри, Италири, Иранри, Намибири, АПШри, Украинӑри[7], Чехири, Эстонири тата ытти ют ҫӗршывсенчи ушкӑнсем хӑнана килсе кайнӑ.

Фестиваль 2025 ҫулта

2025 ҫулта 23 хут иртнӗ фестивале ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 19:00 сехетре уҫнӑ. Ушкӑснем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене Чӑваш Республикин тӗп хулинче те, Етӗрне районӗн площадкисенче те (ку ҫулхине Республика кунне уявламалли район пӗр площадкӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ) иртнӗ[8].

«Чӑваш Республикин кунне» уявланӑ май «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе пӗрле ҫавӑн пекех ытти пысӑк культурӑпа спорт мероприятийӗсем те иртнӗ, сӑмахран, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ», ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн фестиваль-конкурсӗ «Черчен чечексем», пысӑк ача-пӑча Акатуйӗ, «Атӑл ҫинчи тытӑҫу» ҫапӑҫу ӑсталӑхӗн фестивалӗ, «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Кубокӗ — 2025» ут чупӑвӗ тата ыттисем те[8].

Ытти

  • Фестивалӗн йӑли-йӗркисенчен пӗри — хутшӑнакансем фестивале хӑйсен регионӗнчи тата тӑрӑхри ҫӑл шывне тултарнӑ савӑтсем илсе килни[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Положение о ХXVII Всероссийском фестивале народного творчества «Родники России» // Республиканский центр народного творчества «Дворец культуры тракторостроителей». — Дата обращения: 05.01.2020.
  2. ^ Всероссийский фестиваль народного творчества «Родники России» // EventsInRussia.com. — 2018. — 1 ҫӗртмен.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 О Всероссийском фестивале народного творчества «Родники Поволжья» // Официальный портал органов власти Чувашской Республики.
  4. ^ Кондратьев М. Г. Фольклорные праздники // Электронная Чувашская энциклопедия.
  5. ^ Календарь памятных дат истории Чувашии и чувашского народа // Государственный исторический архив Чувашской Республики. — Дата обращения: 05.01.2020.
  6. ^ 1, 2 Не иссякнут родники России // Советская Чувашия : газета. — 2008. — 17 ҫӗртмен.
  7. ^ Чебоксары: Родники Поволжья, Русь мастеровая и Пропаганда // ИА REGNUM. — 2003. — 23 ҫӗртмен.
  8. ^ 1, 2 День Республики в Чувашии: в центре внимания - традиции народов России (2025-05-30). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.