Воробьёв композиторсен урамӗ

Воробьёв композиторсен урамӗ (выр. улица Композиторов Воробьёвых) — Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Шупашкарти истори центрӗнчи урам.

Тӗп магистральсенчен пӗри шутланать. Хулари Ленин районӗнче хулари чи пысӑк икӗ кӗпер хушшинче вырнаҫнӑ: Мускав тата Калинин.

Урам транспорт тытӑмӗн «чӗри» шутланать, анӑҫ, тухӑҫ тата кӑнтӑр енӗсен тӗп транзит магистралӗсене ҫыхӑнтарать .

Анӑҫран урама — Мускав проспекчӗ (Мускав ҫулӗ), тухӑҫран — Калинин урамӗ (Йошкар-Ола ҫулӗ), кӑнтӑртан Карл Маркс урамӗ (Хусан ҫулӗ) кӗрет.

Транспорт юхӑмӗ вӑйлӑ пулнӑран урам тӑрӑх ҫӳреме йывӑр пулать, час-часах пӑкӑсем пулаҫҫӗ.

undefined

Ячӗ пулса кайни

Урама паллӑ чӑваш композиторӗсен Воробьёвсен — ашшӗпе ывӑлӗн — ячӗпе панӑ[1].

Ашшӗ — Василий Петрович Воробьёв (1887—1954), чылай чӑваш халӑх тата хальхи юрӑсен кӗвӗ авторӗ. Шупашкарти музыка шкулӗн Чӑваш халӑх хорне йӗркеленӗ, вӑл 1924 ҫулта Ф. П. Павлов композиторӑн хорӗпе пӗрлешнӗ, халӗ вӑл — Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ. Василий Петровичӑн вӗренекенӗсен хушшинче Чӑваш Енри паллӑ искусство ӗҫченӗсем йышлӑн.

В. П. Воробьёвӑн ывӑлӗ, Геннадий Васильевич, 21 ҫул кӑна пурӑннӑ, анчах чӑваш кӗввин историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ. Вӑл 8 ҫултах фортепьяно валли «Чӑваш кӗввине» хайланӑ. Г. В. Воробьёв хайлавӗсене Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те юрланӑ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗ — тӑватӑ пайлӑ симфони, вӑл халӗ те чӑваш кӗввин чи лайӑх хайлавӗсенчен пӗри шутланать.

Революциччен урам Ятсӑр пулнӑ, XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче — Троцкий урамӗ-2-мӗш, 1926 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 2001 ҫулхи акан 19-мӗшӗччен урам В. Володарский революционер ячӗпе хисепленсе тӑнӑ[2].

Паллӑ вырӑнсем

undefined

Воробьёв композиторсен урамӗ хула варринче вырнаҫнӑ, ҫавна май вӑл унӑн общество-социаллӑ тата культура центрӗ шутланать. Ҫак урам ҫывӑхӗнче чи пысӑк лавккасемпе ресторансем, театрсемпе музейсем, патшалӑх учрежденийӗсем пур.

Ҫак урамрах «Модӑсен ҫурчӗ», «Перекрёсток» тата «Колизей» пысӑк лавккасем; «Макдоналдс» ресторан; «Модӑсен ҫуртӗнче», «Тутӑ студийӗ» кафесем; Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ.

Чӑваш наци конгресӗ — Николай Ефремовӑн пулнӑ уйрӑм ҫурчӗ (10-мӗш ҫурт)

Ехрем купса бульварӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан инҫех мар, революциччен унта Ефремовсен ашшӗн кил-ҫурчӗ вырнаҫнӑ, 1910 ҫулта П. Е. Ефремовӑн аслӑ ывӑлӗ Николай Ефремов модернпа килӗшсе тӑракан калӑпӑшлӑ-уҫлӑ йышӑнусене тата эклектика йӑлиллӗ фасадсене пӗрлештерекен уйрӑм ҫурт туса лартнӑ. Кил-ҫурт паянхи кунчченех упранса юлнӑ. Вӑл виҫӗ тӗрлӗ калӑпӑшран тӑрать. Пӗр-пӗрин тӗлӗшпе тӗрлӗ хутлӑ калӑпӑшсем ҫурт фасачӗсене пластикӑллӑ калӑплӑх кӳреҫҫӗ. Кӗтесри пайне ҫурма ҫавра верандӑпа пурнӑҫланӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗчченех шалти тата тулашри декора улшӑнман, XX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ ҫуртӑн фасад пайне кӑштах ҫӗнетнӗ. 1920-мӗш ҫулсенче унта Чӑваш автономи облаҫӗн Ревкомӗ вырнаҫнӑ, каярахпа — ача ҫурчӗ, кайран вара чылай вӑхӑт — Мӑшӑрлану керменӗ. Халӗ унта «Чӑваш наци конгресӗ» общество организацийӗ вырнаҫнӑ. Ҫуртӑн фасачӗ Воробьев композиторсен урамӗ еннелле пӑхать, вӑл федераци пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗ шутланать[3].

Ҫуртсем тата сооруженисем

undefined
undefined
  • № 5  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — Бизнес-центр (Пичет ҫурчӗ пулнӑ).
  • № 7/19  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — бизнес-центр (Чӑваш педагогика институчӗн преподавателӗсен общежитийӗ пулнӑ, малтанах «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» ятлӑ пулнӑ 1930 ҫул).
  • № 9/22  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — «Сбербанк» банк (НКВД ӗҫченӗсен ҫурт-жилкомбиначӗ пулнӑ)[4].
  • № 10  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — Чӑваш наци конгресӗ (Н. П. Ефремов купсан пуян ҫурчӗ).
  • № 14/5 — уес тӗн училищин ҫурчӗ (Щербаков купсан ҫурчӗ пулнӑ, 1840; культура еткерлӗхӗн объекчӗ[5]).
  • № 15/22 — «Перекрёсток» универсам
  • № 16  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — администраци ҫурчӗ («Техноприбор» тулли мар яваплӑ общество).
  • № 17/5 — «Макдоналдс» ресторан.
  • № 20/3 — «Модӑсен ҫурчӗ» суту-илӳ центрӗ.

Ҫул. Транспорт

  • 15-мӗш, 35-мӗш, 52-мӗш, 101-мӗш, 42-мӗш автобуссем
  • 1-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 18-мӗш троллейбуссем

Ӑнлантарусем

  1. ^ По «музыкальным» улицам Чебоксар // ГТРК «Чувашия». — 2013. — 1 октября. — Дата обращения: 18.01.2026.
  2. ^ Улица композиторов Воробьевых // «Колорит городских улиц» : Фотоальбом о г. Чебоксары. — 2009—2015. 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. // БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии
  3. ^ Петрова О. Чебоксарские адреса: Загадка купеческого дома // Советская Чувашия. — 2016. — 21 утӑн. 2018 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Петрова О. Чебоксарские адреса. Жилкомбинат для чекистов // Советская Чувашия. — 2016. — 1 раштавӑн. 2018 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Общественное обсуждение акта государственной историко-культурной экспертизы выявленного объекта культурного наследия «Здание бывшего уездного духовного училища, XIX в. – начало XX в.», расположенного по адресу: Чувашская Республика, г. Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, д. 14/5 (выр.). culture.cap.ru (15 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Трифонова З. А. Города Чувашии. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2008.

Категорисем