Ехрем купса бульварӗ

Ехрем купса бульварӗ[2] — Шупашкарăн ӗлӗкхи пайӗнче вырнаҫнӑ урам. 2004 çулччен — Карл Маркс урамӗн пайӗ шутланнă, революциччен Пӑлхавӑшни урамӗ ятлӑ пулнă.

Бульвара Кӑнтӑр Уралӑн Таганай ту хырҫинчен тиесе килнӗ виҫӗ чултан тӑракан архитектура композицийӗ илемлетет: «Хĕвел, Юрату тата Телей»[3].

2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче бульварта 4-мӗш ҫуртпа юнашар «Остап Бендер тата Киса Воробьянинов» скульптура композицине вырнаҫтарнӑ (скульпторӗ — Владимир Нагорнов).

undefined

Бульвар ятне пани

Бульвара Ехрем купсана (Ехрем хуҫа) хисеп туса ят панӑ, вӑл чӑвашсене хӳтӗлекенӗ пулнӑ, хресченрен тухнӑ. Ехрем хуҫа меценат пулнӑ, Ефремовсен династине йӗркеленӗ, Шупашкар хулине хӑт кӗртес тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ.

XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче бульварта (ун чухне Благовещени урамӗ ятлӑ пулнӑ) П. Е. Ефремовпа унӑн тӑванӗсен ҫурчӗсем вырнаҫнӑ пулнӑ. 2004 ҫулччен[4] вӑл Карл Маркс урамӗн пайӗ шутланнӑ, революциччен Пӑлхавӑшни урамӗ ятлӑ пулнӑ.

Ҫуртсен историйӗ

XIX ӗмӗр вӗҫӗнче хальхи бульварта ытларах чул ҫуртсем вырнаҫнӑ пулнӑ. Вӗсен хушшинче усӑ курнӑ архитектурине пула Ехрем хуҫа кил-йышӗн ҫурчӗсем палӑрса тӑнӑ. Шупашкарти ҫуртсем вӑл вӑхӑтра йӑхсемпе вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавна кура Ефремовсем те, ытти нумай пуян хула ҫыннисем пекех, ҫав йӗркене пӑхӑнса ҫӳртсем лартнӑ. Ҫурт-йӗр ҫавӑрма вӗсем Пӑлхавӑшни чиркӗвӗпе унпа пӗрешкел ятлӑ урам таврашне суйласа илнӗ.

П. Е. Ефремов хӑйӗн йӑх-несӗлӗ валли 2 хутлӑ ҫуртне 1884 ҫулта Пӑлхавӑшни урамӗнче (халӗ Ехрем купса бульварӗ, 8-мӗш ҫурт) туса лартнӑ. XX ӗмӗрте кунта РКП(б) уес комитечӗ, Халӑх ҫурчӗ, хула ӗҫтӑвкомӗ, НКВД, ОГПУ, КГБ, В. И. Ленин музейӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, 1981 ҫултанпа — Чӑваш наци музейӗ вырӑн тупнӑ. Чул ҫурта пуян та тӗрлӗрен эрешсемпе усӑ курса эклектика стилӗпе ӑсталанӑ. Чӳречисене хашаксемпе, иккӗмӗш хутӗнчисене вара — лапнина элеменчӗсемпе илемлетнӗ. Пӳлӗме планланӑ чухне тӗрлӗ шайри хутсене йӗркелеме май паракан анфиладлӑ системӑпа усӑ курнӑ. Ҫурт регион шайӗнчи архитектура палӑкӗ шутланать.

Ӗлӗкрех Ефремовсен склад пӳлмисем пулнӑ ҫуртра, тӗпрен илсен унта тӑвар упраннӑ, чылай вӑхӑт хушши Пионерсен ҫурчӗ, каярахпа Мускаври гуманитарипе экономика институчӗн филиалӗн юридици факультечӗ вырнаҫнӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫуртра пушар тухнӑ[5].

undefined

XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи купса ҫурчӗн уйрӑм тӗслӗхӗ пек провинци классицизмӗн элеменчӗсемпе эклектика формисене ҫыхӑнтарса хатӗрленӗ Михаил Ефремовӑн — Прокопийӗн кӗҫӗн шӑллӗн — икӗ хутлӑ ҫурчӗ шутланать, вӑл хальхи Ехрем купса бульварӗн пуҫламӑшӗнче (2 №-лӗ ҫурт) вырнаҫнӑ. Ҫуртӑн ӗлӗкхи планировки упранса юлман. Тӗп алӑк — Хӗрлӗ тӳрем енче вырнаҫнӑ музейӑн ҫӗнӗ ҫуртӑн порталӗ. 2005 ҫулта юсаса ҫӗнетес ӗҫсене туса ирттернӗ, мансарда пайне юсаса ҫӗнетнӗ. Совет саманинче унта тӗрлӗ ял хуҫалӑх учрежденийӗсем вырнаҫнӑ пулнӑ. 1981 ҫулта ӑна Чӑваш наци музейне панӑ. Михаил Ефремов ҫурчӗ регион шайӗнчи архитектура палӑкӗ шутланать, вӑл хальхи музей комплексӗ шутне кӗрет.

Ҫуртсем

  • 2-мӗш  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи)(Хӗрлӗ тӳрем, 5-мӗш ҫурт) — Чӑваш наци музейӗ.
  • 4-мӗш  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — Сӑра музейӗ.
  • 8-мӗш  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — Наци музейӗн филиалӗ, малтан Прокопий Ефремовӑн пулнă, 1884 ҫулта туса лартнӑ ҫурт.
  • 12-мӗш — Геологи музейӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://www.pochta.ru/indexes/7a097d50-de05-4bd8-9df9-795d5e286d4e
  2. ^ Список названий улиц и остановок общественного транспорта города Чебоксары/Приложение № 1.1 к протоколу заседания Межведомственной комиссии по чувашскому языку от 20 мая 2010 г. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Рита Кириллова. Бендер и Киса высадились на берег//Советская Чувашия (26.04.2012). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ В Чебоксарах переименована часть улицы Карла Маркса в бульвар купца Ефремова/Официальный сайт администрации города Чебоксары. 03 марта 2004 г. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ В Чебоксарах сгорел бывший дом пионеров — памятник культуры регионального значения/ГТРК Чувашия. 25.08.14. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Трифонова З. А. Города Чувашии. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2008.