Хӗрлӗ тӳрем (Шупашкар)
Хӗрлӗ тӳрем — Чăваш Республикин Шупашкар варринче вырнаҫнӑ тӳрем. Ҫурҫӗр тата анӑҫ енчен Шупашкар кӳлмекӗпе чикӗленет, тухӑҫ енчен — Шупашкар кӳлмекне пӗвелекен дамбӑна куҫакан Ярославль урамӗпе, кӑнтӑр енче — тӳрем хӗрринче вырнаҫнӑ ҫуртсемпе. Унӑн тӑршшӗ 400 метр, сарлакӑшӗ 150 метр[1].
Тӳремре чӑваш поэчӗн К. В. Ивановӑн палӑкӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ спортсменӗсен ячӗсене палӑртса тухнӑ чемпионсен аллейи вырнаҫнӑ.
Тӳрем хула ҫыннисем уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллакан вырӑн шутланать, хулана йышлӑ килекен туристсене те вӑл илӗртет. Шупашкар хулин кунӗнче тата Чӑваш республикин кунӗнче уява палӑртнӑ чухне мероприятисем ирттермелли тӗп вырӑнсенчен пӗри шутланать.
Этимологи
Тӳрем ятне ку вырӑн илемлӗ пулнӑран панӑ.
Историйӗ
Маларах асӑннӑ лаптӑкра Плеханов урамӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, анчах та 1996 ҫулта Шупашкар кӳлмекне шывпа тултарнӑ хыҫҫӑн урамӑн пайӗсем шыв айне пулнӑ. Унччен Плеханов урамӗнче шутланнӑ ҫуртсене каярахпа Хӗрлӗ тӳрем шутне кӗртнӗ. Тӳрем вырӑнӗнче ӗлӗк «Волга» хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, 1982 ҫулта ҫурта ишнӗ[2].
Революциччен Хӗрлӗ тӳрем вырӑнӗнче Пасар тӳремӗ вырнаҫнӑ пулнӑ[3], совет самани вӑхӑтӗнче ӑна тӗппипех улӑштарнӑ. Ушӑнусем ятне те пырса тивнӗ — вӑл Хӗрлӗ тӳрем пулса тӑнӑ. Тӳрем ҫумӗнче Октябрӗн 10 ҫуллӑхне халалланӑ ача-пӑча паркӗ тата Н.К. Крупская ячӗллӗ парк вырнаҫнӑ пулнӑ.
1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ӗлӗкхи Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ историллӗ «Решетников ҫуртне» (унта Чебторг вырнаҫнӑ пулнӑ) ишсе пӗтернӗ; ҫак лаптӑкранах революцичченхи архитектурӑна сӑнлакан ытти ҫуртсем — Кологривов ҫурчӗ, Волкова ҫурчӗ, Дряблов ҫурчӗ, Геронтьев ҫурчӗ, Игумнов ҫурчӗ — ҫухалнӑ.
Ҫуртсем
- 3-мӗш ҫурт — Тухтӑрсен квалификацине ӳстермелли институт
- 3-мӗш ҫурт — «Старая площадь» кафе
- 4а-мӗш ҫурт — «Лимани» кафе
- 4б-мӗш ҫурт — «Терраса» кафе
- 4в-мӗш ҫурт — «Летний бриз» кафе
- 5-мӗш ҫурт — Чӑваш наци музейӗ
- 7-мӗш ҫурт — Чăваш драма театрӗ
- 15/1-мӗш ҫурт — Хальхи ӳнер центрӗ (музей)
- 15/1-мӗш ҫурт— ОАО «Ростелеком» (телеграф/телефон)
- 1/1-мӗш ҫурт «Облака» кафе
Кунта ҫавӑн пекех тавралӑха сӑнамалли кустӑрма вырнаҫнӑ.
Транспорт
2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем тӑрӑх нимӗнле автобус тата троллейбус маршручӗ те иртмест. Маларах тӳремре 20-мӗш автобусӑн тата 15, 18, 100 номерлӗ троллейбусӑн чарӑнӑвӗ пулнӑ[4][5]. Тӳрем ҫывӑхӗнчи чи ҫывӑх общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ — «Мода ҫурчӗ», вӑл Воробьёв композиторсен урамӗнче вырнаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра
2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Хӗрлӗ тӳреме юсаса ҫӗнетес ӗҫсем ирттернӗ май ӑна хупнӑ («Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» кластера ӑсталанӑ май Шупашкар кӳлмекӗпе Хӗрлӗ тӳреме реконструкцилесси» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май)[6][7].
2024 ҫулта тӳремре 80 миллион тенкӗ тӑкакласа «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне» туса хума палӑртнӑ, ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрремӗш чул вырнаҫтарнӑ[8]. План тӑрӑх ӑна 2024 ҫул вӗҫӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх ӗҫе вӗҫлеме тата та нумай вӑхӑт кирли палӑрнӑ. Ку вӑхӑт тӗлне ҫуртӑн каркасне кӑна тума ӗлкӗрнӗ[9].
Юнашарти урамсем
Ӑнлантарусем
- ^ Рахимов Р.К. Красная площадь // Электронлӑ Чӑваш энциклопедийӗ.
- ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=206308
- ^ Рахимов Р.К. Базарная площадь // Электронлӑ Чӑваш энциклопедийӗ.
- ^ Как доехать до работы с 1 декабря? // Медиагруппа НА-СВЯЗИ.ru. — 2018. — 23 чӳкӗн.
- ^ 11 городских маршрутов изменят по итогам голосования // Медиагруппа НА-СВЯЗИ.ru. — 2019. — 21 кӑрлачӑн.
- ^ Красная площадь Чебоксар встает на реконструкцию // Администрация г. Чебоксары Чувашской Республики. — 2019. — 5 утӑн.
- ^ Красную площадь в Чебоксарах закрывают // ИА REGNUM. — 2019. — 8 утӑн.
- ^ https://rg.ru/2024/10/16/reg-pfo/vyshitaia-karta-rossii-obretet-v-cheboksarah-sobstvennyj-muzej.html
- ^ https://cheb.ws/news.htm?shownews=302442&ysclid=m66cidh3sq173351165
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |