Ромина Пауэр
Роми́на Франче́ска Па́уэр (акăл. Romina Francesca Power; ҫур. 1951 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ, Лос-Анджелес, Калифорни) — итальян тата американ юрӑҫи, актриса, ҫыравҫӑ тата художник.
Пурнӑҫӗ
Ҫемйи тата ачалӑхӗ
Ромина Пауэр Лос-Анджелесра паллӑ американ актёрӗн Тайрон Пауэрӑн (1914—1958) тата унӑн иккӗмӗш арӑмӗн, Линда Кристиан актрисӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлсан, Ромина хӑйӗн Тарин йӑмӑкӗпе пӗрле амӑшӗпе юлнӑ. Вӗсем тӗнче тӑрӑх нумай ҫулҫӳревре пулнӑ, анчах тӗпрен илсен Мексикӑра тата Италире пурӑннӑ, Роминӑн ачалӑхӗ те ҫавӑнта иртнӗ. Ромина Пауэр Аслӑ Британири пӗр колледжра пӗлӳ илнӗ[3].
Ача чухне музыкӑпа кӑсӑкланма пуҫлама 1950-мӗш ҫулсенчи американ мюзиклӗсем тата мариачи витӗм кӳнӗ. Хӑйӗн пӗрремӗш юррине Ромина Пауэр ҫамрӑк чухне, ҫуралнӑ кун ячӗпе гитара парнеленӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ[3]. Ҫав вӑхӑтрах вӑл киноэкрансем ҫине тухнӑ, темиҫе Европа кинофильмӗнче вылянӑ, вӗсен хушшинче Хесус Франкон «Жюстина, или Несчастья добродетели» (1969) драми, унта актриса ҫарамас вылянӑ.
Аль Банопа дуэтра ӗҫлени
1967 ҫулта Nel sole фильма ӳкернӗ чухне Ромина Пауэр итальян юрӑҫипе Альбано Карризипе паллашнӑ, виҫӗ ҫултан вӑл ӑна качча тухнӑ.
1975 ҫулта упӑшкипе арӑмӗ музыка дуэчӗ йӗркеленӗ, каярахпа вӑл Европа тата Латин Америкинчи ҫӗршывсенче палӑрнӑ. Тӗнче шайӗнче дуэт ҫак юрӑсемпе паллӑ пулса тӑнӑ: «Sharazan» (1981), «Felicità» (1982), «Che angelo sei» (1982), «Ci sara» (1984 ҫулта Сан-Ремо фестивалӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ), «Sempre, Sempre» (1986) тата «Libertà» (1987).
Пӗтӗмпе Пауэр тата Аль Бано пӗрле ҫирӗмрен ытла ӑнӑҫлӑ музыка альбомӗ ҫырнӑ, икӗ хут Еврокурав музыка конкурсӗнче 1976 тата 1985 ҫулсенче ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 1982 ҫулхи пуш уйӑхӗнче рекорд лартнӑ — пӗр харӑс вӗсен тӑватӑ юрри наци хит-парадне лекнӗ. 1984 ҫулта «Ci sara» юрӑпа вӗсем Сан-Ремо фестивалӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, каярах ҫакӑнтах тата икӗ хут виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ (1987 тата 1989 ҫулсенче), маларах вара, 1982 ҫулта, «Felicità» юрӑпа иккӗмӗш пулнӑ. 1984 ҫулта дуэт Совет Союзне килсе курнӑ, унта «Асамлӑ шурӑ каҫ» (итал. Una magica notte bianca) музыка фильмӗ ӳкернӗ. 1985 ҫулта дуэта ҫавӑн пекех Германире кӑна 6 миллион ытла экземплярпа сутӑннӑ Felicità альбомшӑн «Golden Globe» нимӗҫ премийӗпе чысланӑ. Дуэтӑн пӗрлехи дискографийӗ вӗҫленниччен, 1996 ҫул тӗлне, 65 миллион диск копийӗ сутӑннӑ.
1999 ҫулта Ромина Пауэр тата Аль Бано уйрӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен дуэчӗ те саланнӑ. Аль Бано хӑйӗн юрӑҫ карьерине малалла тӑснӑ, Ромина вара вӑхӑтлӑха музыка тӗнчине пӑрахса кайма йышӑннӑ.
Соло пултарулӑхӗ
2005 ҫулта Ромина «Ballando con le Stelle» Итали телешоувӗнче судья пулнӑ.
2006—2007 ҫулсенче Ромина Миланра хӑйӗн картинисен куравӗсене ирттернӗ.
2007 ҫулта вӑл Аризонӑри Седона хулинче ҫурт туяннӑ та Италирен кайма шут тытнӑ. Сӑлтавӗ — Ромина Пауэр юрӑҫ тата ҫыравҫӑ пек ҫирӗпленесшӗн пулнӑ, ку ӗҫе вӑл Италире пурнӑҫлайман, мӗншӗн тесен унта ӑна яланах Аль Банон арӑмӗ пек йышӑннӑ, ҫавӑн пекех вырӑнти журналистсем ҫухалнӑ хӗрӗ пирки ыйтусемпе куллен канӑҫ паманни те витӗм кӳнӗ[4][5].
2006—2007 ҫулсенче Ромина Миланра хӑйӗн картинисен куравӗсене ирттернӗ. 2007 ҫулта вӑл Аризонӑри Седона хулинче ҫурт туяннӑ та Италирен куҫса кайма йышӑннӑ. Сӑлтавӗ Ромина Пауэрӑн юрӑҫ тата ҫыравҫӑ пек ҫирӗпленес килни пулнӑ, ку ӗҫе вӑл Италире пурнӑҫлайман, мӗншӗн тесен унта ӑна яланах Аль Банон арӑмӗ пек йышӑннӑ, ҫавӑн пекех вырӑнти журналистсем ҫухалнӑ хӗрӗ пирки ыйтусемпе куллен хӗстерни те витӗм кӳнӗ.
2008 ҫулта унӑн амӑшӗн Линда Кристианӑн шултра пыршӑ ракне тупса палӑртнӑ. Ромина амӑшӗн Палм-Спрингсри ҫуртне пурӑнма куҫнӑ, унта вӑл амӑшӗ 2011 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче виличчен пурӑннӑ.
2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Ромина Пауэрӑн 1998—1999 ҫулсенчех ҫырнӑ Da lontano альбомӗ кун ҫути курнӑ.
Аль Банопа тепӗр хут пӗрлешни
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Ромина 14 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут Аль Банопа пӗр сценӑра юрланӑ. Вӑл Мускаври «Крокус Сити Холл» концерт залӗнче Аль Бано 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ юбилей концертне хутшӑннӑ[6].
2014 ҫултанпа Ромина Пауэр тата Аль Бано вӑхӑтран вӑхӑта пӗрле юрлаҫҫӗ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
1970—1999 ҫулсенче Итали юрӑҫипе Альбано Карризипе мӑшӑрлӑ пулнӑ. 1999 ҫулта Ромина Пауэр тата Аль Бано уйрӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен дуэчӗ те саланнӑ. Уйрӑлнине официаллӑ майпа 2012 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Аль Бано хӑйӗн юрӑҫ карьерине малалла тӑснӑ, Ромина вара вӑхӑтлӑха музыка тӗнчинчен пӑрӑннӑ. Мӑшӑрӑн тӑватӑ ача ҫуралнӑ: ывӑлӗ Иари (1973 ҫулта ҫуралнӑ) тата виҫӗ хӗрӗ — Иления (1970 ҫулта ҫуралнӑ), Кристел (1986 ҫулта ҫуралнӑ) тата Ромина (1987 ҫулта ҫуралнӑ). Аслӑ хӗрӗ Иления Карризи 1994 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Орлеанра тӗлӗнмелле лару-тӑрура ҫухалнӑ, паянхи кунччен вӑл ӑҫта пулни пирки нимӗн те паллӑ мар. Икӗ кӗҫӗн хӗрӗ, Кристел тата Ромина, хӑйсен карьерине шоу-бизнеспа ҫыхӑнтарнӑ.
Роминапа Альбанон тӑватӑ ача:
- Иления Карризи (1970 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — аслӑ хӗрӗ, 1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Орлеанра хыпарсӑр ҫухалнӑ, 2014 ҫулта вилнӗ тесе пӗлтернӗ.
- Яри Марко Карризи (1973 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ).
- Кристель Кьяра Карризи (1985 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — «La Fattoria 2» Итали реалити-шоуне хутшӑннӑ.
- Ромина Йоланда Карризи (1987 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — «Isola dei Famosi» Итали реалити-шоуне ашшӗпе пӗрле хутшӑннӑ.
Ромина полиглот, вӑл пилӗк чӗлхе пӗлет: акӑлчан, итальян, испан, француз тата нидерланд чӗлхисене. Вӑл тибет буддизмне ӗненет.
Соло юрланӑ альбомсем
- Da lontano (2012)
Ӑнлантарусем
- ^ Romina Power // Filmportal.de — 2005.
- ^ Romina Power // GeneaStar
- ^ 1, 2 Romina Power Official Site. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
- ^ tiscali.spettacoli — Romina Power: «Addio lascio l’Italia» 2007 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Tgcom — La Power: «Italia addio per sempre». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
- ^ Ромина Пауэр: «Я возвращаюсь в Россию с Альбано». Пара воссоединится на сцене Crocus City Hall в Москве в честь 70-летия певца( ӗҫлемен каҫӑ)
Каçăсем
- Официаллă сайт(итал.)
- Ромина Пауэр(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче