Салихов Мидхат Абдулович
Салихов Мидхат Абдулович (1923 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ, Кармӑш, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1994 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ, Мускав, Раҫҫей Федерацийӗ) — 676-мӗш артиллери полкӗн батарея командирӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Генерал-лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хальхи Куславкка районӗнчи Кармӑш ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тутар. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан, Хусанти технологи техникумӗн 2 курсӗнчен, Ашхабадри гидроземтехникум ҫумӗнчи техник-строительсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1942 ҫултанпа. 1942 ҫулта Подольскри артиллери училищинче вӗренсе тухнӑ, вӑл ун чухне эвакуацире Бухарара ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен хутшӑннӑ. Батарея командирӗ М. А. Салихов лейтенант 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Лютеж ялӗ патӗнче алӑ айӗнчи хатӗрсемпе батарейине Днепр урлӑ каҫарнӑ. Плацдармшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче унӑн батарейи тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне тата техникине чылай тӗп тунӑ, дивизи чаҫӗсене юханшыв урлӑ каҫма май туса панӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи Указӗпе ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1948 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче, 1966 ҫулта Генеральнӑй штабӑн ҫар академинче вӗренсе тухнӑ. Стрелоксен полкӗн штаб начальникӗ, стрелоксен полкӗн командирӗ, ҫар округӗн штаб начальникӗн ҫумӗ, Генеральнӑй штабӑн Ҫар академийӗнче аслӑ преподаватель пулса ӗҫленӗ. Доцент (1982). Генерал-майор звание тивӗҫнӗ.
1993 ҫулта генерал-лейтенант званийӗнче отставкӑна тухнӑ. Мускавра пурӑннӑ. 1994 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ. Мускавра Троекурово ҫӑвинче пытарнӑ[1].
Ҫар хисепӗсем
- Лейтенант (23.07.1942),
- Аслӑ лейтенант (24.03.1945),
- Капитан (26.03.1948),
- Майор (23.04.1951),
- Подполковник (14.06.1955),
- Полковник (20.07.1960),
- Генерал-майор (4.11.1973),
- Генерал-лейтенант (29.04.1985)[2].
Хисепӗсем
- Ленин орденӗ (10.01.1944);
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (10.03.1943[3]; 11.02.1944);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (11.03.1985);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 2-мӗш степенӗ (31.03.1944);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче Тӑван Ҫӗршывшӑн хӗсметре тӑнӑшӑн» орденӑн 3-мӗш степенӗ (30.04.1975);
- Тудор Владимиреску орденӗн 4-мӗш степенӗ (01.10.1974, Румыни);
- медальсем, ҫав шутра
- «Ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн» медаль (19.11.1951);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945).
Астӑвӑм
- Тӑван Кармӑш ялӗнчи урама Салихов ятне панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://yalav.ru/gazeta/2225-salikhov-midkhat-abdulovich
- ^ https://www.warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=711
- ^ https://pamyat-naroda.ru/heroes/podvig-chelovek_nagrazhdenie150324482/?backurl=%2Fheroes%2F%3Fadv_search%3Dy%26last_name%3D%D0%A1%D0%B0%D0%BB%D0%B8%D1%85%D0%BE%D0%B2%26first_name%3D%D0%9C%D0%B8%D0%B4%D1%85%D0%B0%D1%82%26middle_name%3D%D0%90%D0%B1%D0%B4%D1%83%D0%BB%D0%BE%D0%B2%D0%B8%D1%87%26date_birth_from%3D1923%26static_hash%3D9211f03bc6f6fc255843fc965451367db3573f3600cdbc1aa8742bd494516397v9%26group%3Dall%26types%3Dpamyat_commander%3Anagrady_nagrad_doc%3Anagrady_uchet_kartoteka%3Anagrady_ubilein_kartoteka%3Apdv_kart_in%3Apdv_kart_in_inostranec%3Apamyat_voenkomat%3Apotery_vpp%3Apamyat_zsp_parts%3Akld_ran%3Akld_bolezn%3Akld_polit%3Akld_upk%3Akld_vmf%3Akld_partizan%3Apotery_doneseniya_o_poteryah%3Apotery_gospitali%3Apotery_utochenie_poter%3Apotery_spiski_zahoroneniy%3Apotery_voennoplen%3Apotery_iskluchenie_iz_spiskov%3Apotery_kartoteki%3Apotery_rvk_extra%3Apotery_isp_extra%3Asame_doroga%3Asame_rvk%3Asame_guk%3Apotery_knigi_pamyati%26page%3D1%26grouppersons%3D1&
Вуламалли
- Степанов, В. «Тӑван республика темшӗн пире манчӗ…» / В. Степанов // Хыпар. — 1998. — 28 юпа.
- Гордость козловчан // Знамя (Козл. р-н). — 2010. — 7 мая. — С. 4, 5.
- Зарипов, А. Салихов Мидхат Абдулович / А. Зарипов // Знамя = Ялав (Козлов. р-н). — 2020. — 10 апр. (№ 14). — С. 4 : фот.
- Кадырова, Ф. Бесстрашный боевой командир / Ф. Кадырова, Н. Яковлева // Знамя = Ялав (Козлов. р-н). — 2022. — 11 февр. (№ 5). — С. 10 : фот.
- Ксенофонтов, Г. Н. Салихов Мидхат Абдулович / Г. Н. Ксенофонтов // Энциклопедия Козловского района. — Чебоксары, 2014. — С. 366.
- Мидхат Абдулович Салихов: 1923-1994. Подвиг командира // Военачальники. — Чебоксары, 2004. — С. 249-256.
- Михайлов, В. М. Салихов Мидхат Абдулович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 613.
- Мурышкин, Н. Подвиг командира / Н. Мурышкин // Наши земляки — Герои советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 171-174.
- Петрова, Л. В память о Героях-земляках / Л. Петрова, Н. Александрова // Республика. — 2022. — 20 апр. (№ 16). — С. 12 : фот. цв.
- Салихов Мидхат Абдулович (19.09.1923-30.08.1994) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Салихов Мидхат Абдулович // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 112.
- Степанов, В. Генералы — Козловчане / В. Степанов // Советская Чувашия. — 1989. — 9 мая.
- Степанов, В. Салихов Мидхат Абдулович / В. Степанов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 359-360.