Свиридова Елена Владимировна
Свиридова Елена Владимировна (Иванова; ҫур. 1988 ҫулхи акан 2-мӗшӗ, Йошкар-Ола) — Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетка, Паралимп спортсменӗ, ытларах T36 категориллӗ (классификаци) спринт енӗпе ӑмӑртусене хутшӑнать. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
2012 ҫулта Лондонра иртнӗ ҫуллахи Паралимп вӑййисенче 200 м тата 100 м чупассипе, 4×100 м эстафетӑра чемпионка пулнӑ[1]. 2020 ҫулта Токиора иртнӗ ҫуллахи Паралимп вӑййисенче 100 м чупса кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ[2]. 2015 ҫулта Катарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ IPC тӗнче чемпионачӗн икӗ хут чемпионки тата кӗмӗл призёрӗ[3]. Тӑватӑ хутчен тӗнче чемпионки[4], нумай хутчен Раҫҫей чемпионки.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1988 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗр даннӑйсем тӑрӑх — Мари АССРӗн Йошкар-Ола хулинче[1], тепӗр даннӑй тӑрӑх — Чӑваш АССРӗн Шупашкар хулинче[5].
Вӑтам тата професси пӗлӗвӗ илнӗ, Шупашкар экономикӑпа технологи колледжне «Экономика тата бухгалтери учёчӗ» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ.
2005 ҫулта «Феникс» спорт клубӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ, ҫавӑн пекех Шупашкарти Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче тренировка ирттернӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑсӑр пуҫне бадминтонпа, шашкӑпа, сӗтелҫи теннисӗпе кӑсӑкланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чупу техникин поза меслетне пуҫарнӑ[6] Романов Николай Степанович[7] ертсе пынипе тренировка ирттерет.
«Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен ЦСП» ФПУра спортсмен-инструкторта ӗҫленӗ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Владимир Свиридов ҫӑмӑл атлета качча тухнӑ[8]. Владимир Свиридов — йӗтре тӗртессипе Паралимп вӑййисен икӗ хутчен чемпионӗ (Токио 2020, Париж 2024), ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӑватӑ хутчен тӗнче чемпионӗ[9].
2013 ҫулта вӗсен Владислав ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ[10]. 2019 ҫулта мӑшӑр уйрӑлнӑ[11].
Наградӑсем
- Туслӑх орденӗ (2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ) — физкультурӑпа спорта аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, 2012 ҫулта Лондонра (Аслӑ Британи) иртнӗ XIV ҫуллахи Паралимп вӑййисенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн;
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ) — Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата 2012 ҫулта Лондонра иртнӗ XIV ҫуллахи Паралимп вӑйӑсенче спорт ҫитӗнӗвӗсемшӗн.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ivanova Elena (англ.). web.archive.org. Official website of the Paralympic Movement. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Российская бегунья Иванова выиграла серебро Паралимпиады-2020 в Токио. Коммерсантъ (31 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Российские спортсмены завоевали 3 золотые, 2 серебряные и 1 бронзовую медали в шестой день чемпионата мира по лёгкой атлетике IPC в Катаре. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Елена Иванова. Паралимпийский комитет России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Н.Г. Скородумов. Иванова Елена Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Николай Романов: Как бегать быстрее, дольше и без травм. Российская газета (28 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Елена Свиридова и Александр Сорокин будут получать ежемесячные стипендии в период подготовки к XV Паралимпийских играм 2016 года в г. Рио-де-Жанейро (Бразилия). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Российские паралимпийцы Свиридов и Иванова поженились. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Россиянин Свиридов выиграл золото Паралимпиады в толкании ядра. РИА Новости (4 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Трёхкратная паралимпийская чемпионка Елена Свиридова стала мамой. chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Парфёнова, Дарья. В дали за медалями. Кто из паралимпийцев Чувашии претендует на награды?. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- «Чувашская энциклопедия». web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Sviridova Elena (англ.). paralympic.org. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- Елена Иванова. Паралимпийский комитет России.