Тихонов Александр Михайлович

Тихонов Александр Михайлович (1981 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Тӑрӑм, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей ҫар тата патшалӑх ӗҫченӗ, полковник. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ (2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа)[1]. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин аслӑ канашӗн пайташӗ[2]. «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» программӑна хутшӑнакан[3].

2022 ҫултанпа Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1981 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Елчӗк вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен Шупашкарта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче пӗр ҫулталӑк вӗреннӗ, унтан Хусана ҫул тытнӑ[4].

2005 ҫулта Хусан аслӑ артиллери команда училищинчен вӗренсе тухнӑ[3]. Училище хыҫҫӑн Будённовск хулинчи 205-мӗш бригадӑра взвод командирӗ, унтан бригада штабӗн пуҫлӑхӗ, артиллери пуҫлӑхӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.

2019 ҫулта Питӗрти Михайловка ҫар артиллери академийӗнчен вӗренсе тухнӑ[1]. Унтан вӗренсе тухсан Владикавказри 291-мӗш бригада командирне лартнӑ.

Сирири ҫар операцине хутшӑннӑ, аманнӑ. 2022 ҫултанпа Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.

РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп штабӗн Ҫар академийӗн курсӗсенче вӗреннӗ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» президент вӗрентӳ программипе вӗреннӗ. Александр Тихоновӑн вӗрентекенӗ, ӑс параканӗ Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пулнӑ. Программа шайӗнче полковник округри ҫичӗ региона (Пушкӑртстан, Чӑваш Республики, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Самар тата Пенза облаҫӗсем) ҫитсе курнӑ[5].

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ, СВО ветеранӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас, ҫавӑн пекех ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ыйтусемшӗн яваплӑ пулать[1].

undefined

Ҫемье

Александрӑн пиччӗшӗпе шӑллӗ те ҫар ҫыннисем: асли Дмитрий Чӗмпӗр ҫыхӑну ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, кӗҫӗнни Владимир — Екатеринбургри ҫар училищине, Питӗрти Михайловка ҫар артиллери академине. Виҫҫӗшӗ те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрӗ — ҫар ҫынни, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ. Вӗсем виҫе ача — икӗ хӗрпе ывӑл — ҫитӗнтереҫҫӗ[6].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем