Храмова Валентина Тимофеевна

Храмова Валентина Тимофеевна (хӗр чухнехи хушамачӗ — Попкова) (1924 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР2006 ҫулхи акан 1-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхоз бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950)[1][2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Сергей Коротков председатель пулса ертсе пынӑ Сталин ячӗллӗ колхоза уй-хир бригадине ӗҫлеме вырнаҫнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн 1941 ҫулта уй-хир звеине ертсе пыма тытӑннӑ[2].

1947 ҫулта Ленин орденне тивӗҫнӗ[2].

1949 ҫулта вӑл ертсе пыракан звено 24,2 гектар лаптӑкран гектар пуҫне 37,4 центнер тулӑ, 11,4 гектар лаптӑкран гектар пуҫне 33,9 центнер ыраш пухса илнӗ[2].

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе 1949 ҫулхине пӗрчӗллӗ культурӑсене — тулӑпа ыраш — пысӑк тухӑҫпа пухса илнӗшӗн тата 1950 ҫулхи ҫуракине пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑх хатӗрленӗшӗн Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята панӑ[3].

Ҫак хушупах Сталин колхозӗн тата 6 уй-хир ӗҫченне Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

Каярах Храмова уй-хир ӗҫченӗсен бригадирӗ пулса ӗҫленӗ[2].

1977 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкара пуранма куҫнӑ, 2006 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ[2]. Тӑван Кульцав ялӗнче пытарнӑ.

undefined

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Александров, Э. Верочкина мама : [очерк о Герое Соц. Труда В. Т. Попковой] / Э. Александров // Молодой коммунист. – 1966. – 4 авг.
  • Александров, Э. Светлый путь : [о Герое Соц. Труда В. Т. Попковой] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1971. – фот.
  • Киселева, В. Родная Кольцовка остается с нами : [о Герое Соц. Труда / В. Киселева // Совет.Чувашия. – 2006. – 31 мая  : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Попкова Валентина Тимофеевна / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 330.
  • Мадебейкин, И. Н. Попкова (Храмова) Валентина Тимофеевна / // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 468.
  • Попкова Валентина Тимофеевна // Энциклопедия Вурнарского района : краткая энцикл. – Чебоксары, 2005. – С. 212.