Чăваш хисепĕсем

Чăваш хисепĕсем — авалхи вăхăтра усă курнă хисеп паллисем. Халь арап хисепĕсемпе улшăннă.

Ку система пӳрне шутланинчен пулса каять. Рим хисепĕсем пĕр евĕрлĕ курăнаççĕ. Анчах вĕсемпе танлаштарсан чăвашлисенче пысăкраххисем сылтăм енче юлаççĕ.

Чăваш хисепĕсене хальхи вăхăтра ĕлĕкрен сыхланса юлнă кивĕ хуралтăсемпе çурт-йĕр çинче курма пулать[1][2].

Хисепĕсем

Chuvash Numerals.svg
Хисеп Чăваш хисепĕ
1 I
5 I
10 X
50 𐠂 (çÿлелле çавăрмалла)
100 𐠀
500 𐠁
1000

Тĕслĕхсем

Арап Рим Чăваш
2 II II
4 IV (IIII)[3] IIII
6 VI II
19 XIX IIIIIX
32 XXXII IIXXX
47 XLVII IIIXXXX

Вуламалли

  • Никитин-Юркки И. Д. Счёт и цифры у чуваш. Алçыру. 1946.
  • Димитриев В. Д. Чувашский календарь и метрология. Чебоксары, 1982.
  • Димитриев В. Д. Цифры, тамги, бирки. / Димитриев В. Д. Старинный чувашский календарь и единицы измерения. Материалы к курсу «история родного края». Чебоксары, 1992 // С. 25-25.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Федотова Людмила Аркадьевна, Флегентова Апполинария Алексеевна, Издательский дом «Первое сентября». Интегрированный урок на тему "Чувашские числовые знаки". 5-й класс. festival.1september.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  2. ^ Людмила Никифорова. Древняя чувашская письменность. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  3. ^ XIX ĕмĕрчен тата IIII хисеп палли усă курнă.

Категорисем