Вешкайма районĕ
Вешка́йма райо́нĕ — Чĕмпĕһ облаçĕн çĕрĕ. Район лаптăкĕ — 1435,5 çм², облаçĕн 3,9 % шутланать.
Тавралăхĕ
Чӗмпӗр облаҫӗн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Административлă тĕпĕ — хула евĕр посёлок Вешкайма. Пурăну вырăнĕсем — 36, рабочи посёлокĕсем — 2 (Чуфарово тата Вешкайма).
Кун-çулĕ
Погорелово ялĕ патĕнче 1647 çулта тунă çĕр хурси, тăршшĕ 15 çм, 4 масар тата бронза ĕмĕрĕнчи курган тĕммисем, хулашсем, укçа тата кӳпе тупнă.
Чылай пурăну вырăнĕ XVII ӗмӗрĕн иккĕмĕш пайĕнче никĕсленнĕ. 20 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 11 вăтам шкул. Вулавăш — 21, клуб — 29, пульницă — 4.
Экономика
Районти промăçлă йĕркеленӳлĕхсем: йывăç тата сĕтел-пукан тăвакан «Шарлова леспромхозĕ»; УАО «Вешкайма элеваторĕ»; УАО «Сельхозтехника», УАО «Чăх-чĕп фабрики „Луч“», УАО «„Вешкаймский“ сĕт-çу завочĕ», УАО «Чуфарово арматура завочĕ».
Ял хуçалăхĕнче тĕшĕ культурисене, çĕр улмине çитĕнтерсе илеççĕ. Какай-сĕт выльăх-чĕлĕхне, сурăх-така усраççĕ, пахча-çимĕçе тупăçлаççĕ.
Район çĕр айĕнчи пурлăхпа пуян: диатомит (Шарловка, Вешкайма), пура (Бекетово, Канабеево, Карпат) тата опок минералĕсене тупăшлаççĕ.
Район витĕр чукун çул тата автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Вуламалли
- Статья на ulianovsk.ru 2009 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- Вешкайма районĕн çĕнĕ хыпарĕсем( ӗҫлемен каҫӑ)
| Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |