Майна районĕ
Майна районĕ — Чӗмпӗр облаҫӗн пайĕ. Районăн тĕпĕ Майна хеп вырнаçнă.
Истори
Майна районне 1930 çулта йĕркеленĕ,
Район лаптăкĕ — 2295 çм², Чӗмпӗр облаҫӗн 5,6 % территорине йышăнать.
Тавралăхĕ
Çурçĕрпе тухăçра район кăнтăртан Чвртаклă районĕпе, Тутарстанăн Спасс районĕпе чикĕ тытать, анăçра чикĕ йĕрĕ Куйбышев шыв управӗпе пырать.
Район витĕр пысăк вольтлă Самар—Мускав электролини, «Дружба» (чăв. Туслăх) нефтепровод иртет.
Районти çул-йĕр хуçăлăхĕ самай аталаннă. Куйбышев чукун çулĕн Чĕмпĕр—Инза турачĕ иртет, унта, Вар çĕрĕсенче, Майна, Вырă чарăнусем вырнаçнă. Уржумпа Тагай ялсем витĕр асфальт сарнă Чĕмпĕр—Саранск çул иртет.
Халăх йышĕ, тытăмĕ
1943 çултанпа Чĕмпĕр облаçне кĕрет. Районта 32,9 пин çын пурăнать. Хуласенче — 64,6 % çын пурăнать. Районăн 64 ялĕсенче тата хула евĕр икĕ посёлокра (Майна тата Игнатовка) 16 пурăнан вырăнсенче чăвашсем, 3 — тутарсем, 1 — мордвасем йышĕпе чылайрах.
Вырăссем — 20 349 (78,8 %), чăвашсем — 2648 (10,3 %), тутарсем — 1281 (5 %), ирçĕсем — 223 (0,9 %)[13].
Хуçалăх ĕçĕсем
Ял хуçалăхĕнче сĕт-çу туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх (Опытăй станци посёлок), чăх-кăвакал (Тагай) ĕрчетеççĕ.
Паллă çынсем
- П. П. Бекетов,
- М. Ф. Дмитриев,
- В. Н. Татищев,
- Аксаковсем,
- Анненковсем.
- Н. М. Карамзин
- И. С. Полбин — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, генерал-майор.
Вуламалли
- облаçĕн Майн_районĕ. ulianovsk.ru сайтри статья( ӗҫлемен каҫӑ)
Каçăсем
- Чĕмпĕр облаçĕн Майн районĕн Игнатовка Тетелре 2007 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чĕмпĕр облаçĕн Майн районĕн порталĕ
- Майн районĕн хыпарĕсем 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.