Еделево (Майна районĕ)

Еделево (выр. Еделево) — Чĕмпĕр облаçĕн Майна районĕнчи ял пулнă вырăн. Унта вырăссем пурăннă. Йĕри-тавралла чăваш тата тутар ялĕсем (Чӳреккел, Çĕнĕ Чакă, Çĕнĕ Мăклавăш т.ыт.те) лараççĕ. Аслă Накаткинран 35 çухрăмра вырнаçнă.

Истори

1968-мĕш çулччен Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районне кĕнĕ.

Ял историйĕ пирки ак çакăн пек хыпарсем пур[1]:

<Куçару: Еделево Майна районĕнче пулнă ял, унчченхи Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесне кĕнĕ. Çĕнĕ Мăклавăш ялĕнчен 4 километр çурçĕр-хĕвеланăçнерех Руссалимка пулса тăнă Иерусалимка шывĕ çинче вырнаçнă пулнă. С.Л.Сытин таврапĕлÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, яла И.А.Еделев 1675-мĕш çулта никĕсленĕ.>

Камсем-ха вĕсем Еделевсем? Кун пирки те хыпар пур[2][3]:

<Куçару: Улатăр шывĕн таршшĕпе, кайран вăл тĕлте Ардатов никесленнĕ вырăнта, Еделев кнеçсем пурăннă. 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Фёдор Алексеевич патшара чухне, вĕсем Ардатовран Томышевка шывĕ çинчи хăйсене шанса панă çĕрсем çине куçса кайнă (хальхи Еделево ялĕ).>

Юлашки хыпарта хальхи Кузоват районĕнчи тепĕр Еделево пирки сăмах пырать. Çапла, вара, çак икĕ Еделево хушшинче çыхăну пур пулас. Вĕсене Еделев "мăрсасем" çыхăнтараççĕ.

Петĕрпе Павăл чиркĕвĕ

Вуламалли

  • Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. с.380-381.

Паллă çынсем

Асăрхавсем

  1. ^ КРАЕВЕДЧЕСКИЙ КОМПАС ЦЕНТР РАЗВИТИЯ ИСТОРИИ И КУЛЬТУРЫ РЕГИОНА АНО ЦЕНТР СТРАТЕГИЧЕСКИХ ИССЛЕДОВАНИЙ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ» 2020 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ «Генеалогические изыскания в селе Еделево (Архангельское) Сызранского уезда Симбирской Губернии». И. Сивопляс, А.Давыдов. Ульяновск-Самара, 2013.
  3. ^ МОУ СШ с.Еделево Кузоватовский район Страница школы в «Энциклопедии сельских школ России»

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем