Чăваш Калмăйăр

Чăваш Калмăйăр (выр. Чувашский Калмаюр, тут. Чуаш Колмаер) - Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чартаклă районĕнчи ял. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăнаççĕ. Ку районта чăвашсем йышлăн, компактлăн пурăнакан вырăнсем татах та пур, анчах та историлле чăваш ялĕ пĕрре çеç темелле пулĕ[2]. Урăххисем пулнă пулсан та (сăмахран, Нараткӳл), вĕсенче халĕ, тĕпрен илсен, чăвашсем мар .

Тавралăх

Кунта — вăрмансăр, уй-хирлĕ, хура тăпраллă тикĕс вырăн. Геннадий Юмартăн "Калмăйăр" сăввинччен:

Хăтлă вырăна, Калмăйăр,
Эсĕ ларнă та иккен.
Пулаймин кунта сар мăйăр,
Ырлăх-çке ытти енчен[3].

Ку сăвăри йĕркесенчен ял ятне мĕнле тĕрĕс каламалли те аванах курăнать. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе ялăн тутарла ятне те пăхăр.

Йыш. Ял тытăмĕ

Истори

Хыпар-хăнар çакăн пек:

Тĕплĕнрех ку пулăм ак çапла курăнать:

Экономика, культура, вĕрентÿ

Е.А.Поддубская аса илет:

Эпир вĕреннĕ чухне тăватă пĕр пек класчĕ: чăваш, тутар тата икĕ вырăс. Пуçламăш классене чăваш ывăл-хĕрне Александр Степанович Янчиков вĕрентрĕ. Эпир чăваш чĕлхипе çеç калаçаттăмăр. Каçса кайсах юмах-халап вулаттăмăр, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене ăса хываттăмăр. Аслă классенче тăван чĕлхепе литературăна Зоя Петровна Константинова илсе пычĕ. Вĕсем паян иккĕшĕ те çук çĕр çинче. Шел, пирĕн хыççăн Тутар Калмаюр шкулĕнчи предметсем йышĕнче чăваш чĕлхи урăх пулман. Шăп эпир аттестат илнĕ çул (1969 çулта) ăна пĕтерчĕç[6].

Паллă çынсем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
  • А.А. Ахметов. Аграрно-крестьянские отношения и социально-политическое развитие Симбирско-Ульяновского Заволжья в XVII—XX веках. УЛЬЯНОВСК. ИЗДАТЕЛЬСТВО «ВЕНЕЦ». 2004

Асăрхавсем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 211.
  3. ^ Юмарт Г.Ф. Кĕмĕл алтăр. Шупашкар. 1988. — С. 69-70.
  4. ^ 1, 2 Ягафова Е.А., Матвеев Г.Б. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  5. ^ История заселения нынешнего Ульяновского Заволжья. — Mar. 4th, 2014 at 4:20 PM
  6. ^ 1, 2 Алексеева, Елена. СОЦИАЛЛĂ ХӲТĔЛЕВ ТЫТĂМĔН ПАРХАТАРЛĂ ĔÇЧЕНĔ. 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ. — Канаш (хаçат), 1415-мĕш (2017.04.07).
  7. ^ Соколова Н.Б. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Темӑпа ҫыхӑннисем