Чӑваш пичечӗн кунӗ
Чӑваш пичечӗн кунӗ (выр. День чувашской печати) — Чӑваш Республикин массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата полиграфи предприятийӗсенче ӗҫлекенсен професси уявӗ.
Чӑваш Республикин 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Чӑваш пичечӗн кунӗ ҫинчен» калакан саккунпа килӗшӳллӗн, уява ҫулсерен кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Ӑна «Хыпар» чӑваш хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ кунпа (кӑрлачӑн 21-мӗшӗ) ҫыхӑнтарас тесе суйласа илнӗ.
Историйӗ
Уява йӗркелессине 1999 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ, 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче саккуна Чӑваш Республикин Президенчӗ алӑ пуснӑ. Уява йӗркелени — республикӑри журналистсен, полиграфи продукцине туса кӑларакансен, пичет продукцине сарма пулӑшакансен тата пичет отраслӗнче вӑй хунӑ ветерансен пӗрлехи тӳпи[1].
Чӑваш пичечӗн малтанхи тапхӑрӗ
Чи малтанхи чӑваш публицисчӗсен ретне Ермей Рожанские лартаҫҫӗ. 1769 ҫулта вӑл «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке, 1800 ҫулта вырӑс чӗлхинчен чӑвашла куҫарнӑ «Краткий катехизис» кӗнеке хатӗрлесе кӑтарнӑ[1].
XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫӗршывӑн тӗп хулинчи тата кӗпӗрнере пичетленсе тухакан хаҫатсенче тӑтӑшах С.М. Михайлов хӑйӗн материалӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӑл хайланӑ «О музыке чуваш», «Чувашская свадьба», «Разговор на постоялом дворе», «Хитрая кошка» ӗҫӗсем чӑваш чӗлхин ҫыруллӑ культурин эткерлӗхӗ пулса тӑнӑ[1].
1899 ҫулта Иван Юркин влаҫрисенчен «Пулхар» хаҫат кӑларма ирӗк ыйтнӑ, анчах ун ыйтӑвне тивӗҫтермен[1].
«Хыпар» хаҫат
1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Хусанта «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланӑ. Ҫак кунтан пуҫласа хальхи чӑваш пичечӗн кунҫулӗ пуҫланать[1].
Хаҫата паллӑ чӑваш ӑсчахӗ тата общество ӗҫченӗ Николай Васильевич Никольский кӑларма пуҫланӑ. Хӑйӗн кӑларӑмӗнче вӑл чӑваш халӑхне ҫӗршыври политика ӗҫӗсемпе паллаштарма, наци культурине аталантарма, чӗрӗ те хӑйне евӗрлӗ чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Хаҫатӑн юлашки номерӗ 1907 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче тухнӑ[1].
1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче чӑвашла «Канаш» тухма тытӑннӑ, 1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен унӑн ятне «Чӑваш коммуни» ҫине улӑштарнӑ, 1937 ҫулхи пуш уйӑхӗнче — «Коммунизм ялавӗ» ятлӑ пулса тӑнӑ[1].
1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хаҫат хӑйӗн малтанхи ятне — «Хыпар» ята — тавӑрнӑ[1].
Ытти хаҫатсем
1917–1923 ҫулсенче «Чебоксарская жизнь», «Чебоксарская земская газета», «Цивильская народная газета», «Знамя труда», «Сурский листок» тата ыттисем тухнӑ. Ҫаван пекех «Чебоксарская правда», «Зарево коммунизма», «Известия Революционного комитета автономной чувашской области», «Чувашский край» тата ытти кӑларӑмсем пулнӑ[1].
1929 ҫулта «Трудовая газета» хаҫатран «Красная Чувашия» кӑларӑм йӗркеленнӗ. 1952 ҫулта вӑл хальхи вӑхӑтра та упранса юлнӑ «Советская Чувашия» ята илнӗ[1].
Хальхи вӑхӑт
Чӑваш Республикинче 2013 ҫул тӗлне пурӗ 175 патнелле тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрне регистрациленӗ. Республика, район, хула, корпораци шайӗнчи хаҫат-журнал пур. Ҫавӑн пекех темиҫе телеканал ӗҫлет: Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, «Чӑваш Ен» ПТРК, «ЮТВ». Радиостанцисем нумай[1].
Чӑваш Республикинче кӗнеке тата хаҫат-журнал кӑларассипе темиҫе типографи ӗҫлет[1].
2025 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче республикӑра 142 массӑллӑ информаци хатӗрӗ пулнӑ. Вӗсен йышӗнче 81 пичет кӑларӑмӗ, 8 телеканал, 16 радиостанци, 35 тӗнче тетелӗнче тухакан кӑларӑм, 1 электронлӑ периодика кӑларӑмӗ[2].
Уявласси
Чӑваш пичечӗн кунӗнче ҫулсеренех республикӑри хаҫат-журналсен, телевиденипе радиокӑларӑмсен чи лайӑх журналисчӗсене, издательсемпе полиграфистсене чыслаҫҫӗ, патшалӑх наградисемпе, Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн премийӗсемпе — Ҫемен Элкер ячӗллӗ, Н. В. Никольский ячӗллӗ, Леонид Ильин ячӗллӗ — наградӑлаҫҫӗ.
Сумлӑ мероприятисем республикӑн тӗп хулинчи чаплӑ залӗсенче иртеҫҫӗ[1]. Мероприятие Раҫҫей тата чӑваш пичечӗн кунне пӗрле палӑртса йӗркелеҫҫӗ, пӗр кунта ирттереҫҫӗ. 2025 ҫулта мероприяти «Роланд» ресторанта иртнӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары: Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. Т. 1. — С. С. 112-113. — 559 с. — ISBN ISBN 978-5-7670-2156-7.
- ^ https://life.er.ru/news/3491986. life.er.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Таисия Ташней. Чӑваш журналисчӗсем Пичет кунне ресторанта уявланӑ (выр.). Чӑваш халӑх сайчӗ (20 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 112-113. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.