Юркки Иван Дмитриевич

Юркки Иван Дмитриевич (Юркки Иванӗ, чăн ят Иван Дмитриевич Никитин; 1881 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Купӑрля, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1948 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — революцичченхи тата совет саманинчи публицист, фольклорист, этнограф, куҫаруҫӑ. Чăваш вулаканĕсене пуринчен малтан (1926) Н. Я. Бичурин çинчен çырса кăтартнă[1].

Н. В. Никольскийӗн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вӗсен ашшĕсем пĕртăван)[2].

Пурнăçĕ

1881 çулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Купӑрля (халь Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллӑ округне кĕрет) ялӗнче çуралса ÿснĕ[1].

Шăматри прихут шкулӗнче, Шупашкарти тĕн училищинче, Хусан тĕн семинарийӗнче(выр.)чăв. (1907) вӗреннӗ. 1907—1908 ҫулсенче Хусан университетӗнче вӗреннӗ, анчах вĕренсе пĕтермен.

Чиркӳ ӗҫченӗ, воспитатель, вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. Чӑваш АССР Кӗнеке палатинче классификатор, 1932—1945 ҫулсенче Шупашкарти типографире корректор(выр.)чăв. пулса вӑй хунӑ. 1945—1948 ҫулсенче — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӗҫченӗ (архивист)[1].

Пултарулӑхӗ

«Юркки» псевдонима 1908 çулта тухнă кĕнекин хуплашкинчех палăртнă: пĕр к саспаллипе çеç, хальхи орфографи правилипе икĕ кк кирлӗ.

1917 ҫулхи революцичченех «Хыпар», «Известиях ОАИЭ», «Канаш», «Атăл юрри», «Илемлĕ литература», «Шурăмпуç», «Хатĕр пул», «Сунтал», «Тăван Атăл» тата ытти кӑларӑмсенче пичетленнӗ[3].

Фольклорпа ытти этнографи материалӗсем чылай пухнӑ, 1908 ҫулта «Песни чуваш Козьмо­демьянского уезда» (Чикме уесӗнчи чӑвашсен юррисем) кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унта тури чӑвашсен салтак, туй тата хӑна юррисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахӗнче автор ҫапла ҫырнӑ[3]:

Чӑвашсен пӗчӗк районта та юрӑсем нумай. Эпӗ Етӗрне уесӗнчи виҫӗ тӗлте тата Ҫӗрпӳ уесӗнчи икӗ тӑрӑхра ҫырса илтӗм… Чӑвашсен юрӑ сӑмахӗсене пӗлекен арҫынсем хушшинче сайрарах тӗлпулаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе танлаштарсан. Пачах юрлама пӗлмен, кӗвве туйман чӑвашсене тӗлпулмарӑм, пурте юрӑ кӗввине чиперех кӑлараҫҫӗ, кӗске юрӑсене кашни юрлаять.

Вырӑс тата тӗнчери ҫыравҫӑсен (Х.-Г. Андерсен, Л. Кассиль, В. Бианки) хайлавӗсене, кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ[4].

Чăваш вулаканĕсене пуринчен малтан Н. Я. Бичурин çинчен çырса кăтартнă: 1926 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче «Канаш» хаҫатра «Киттайра пурăннă Шупашкар çынни» статья пичетленнӗ, унта Никита Бичуринӑн Китайри пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта Юркки Иванӗ 1927 ҫулта Н. Я. Бичурин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине палӑртма сӗннӗ[3].

Кун çути курнă ĕçĕсем

  • Кунсерен çырса пынисем (1905 çултан пуçласа, хăшпĕр сыпăкĕсем пичетленсе тухнă, тепĕр пайĕ алçыру халлĕн упранать);
  • «Песни чуваш Ядринского и соседних уездов» (Хусан, 1908);
  • «Чол йоба»;
  • «Пузырь»;
  • «Киттайра пурăннă Шупашкар ҫынни» (1926);
  • «Ачасен юмаххисем» (Шупашкар, 1936);
  • «М. Ф. Фёдоров» (Шупашкар, 1946).

Куçарнă кĕнекесем

  • Л. Кассиль, «Буденыши» (1936);
  • В. Бианки, «Где раки зимуют» (1936);
  • Х.-Г. Андерсен, «Сказки» (1936).

Ҫемье

  • Ашшĕ — Дмитрий Никитич;
  • Арӑмӗ — Людмила Петровна.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Г. Ф. Юмарт. Никитин Иван Дмитриевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ «Халӑхра манӑҫми ячӗ», посвященная исследователю истории, культуры, и традиций чувашского народа Юркки Иванĕ (выр.). МБУК «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики (21 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Собиратель чувашского фольклора (к 130-летию со дня рождения Юркки Иванӗ (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (29 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  4. ^ Никитин, Иван Дмитриевич (фольклорист; 29.06.1881-28.10.1948) (выр.). наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Пантелеймонов, Н. Çутта, ырлăха ăнтăлма пулăшнă / Н. Пантелеймонов // Хыпар. — 2001. — 3 çурла.
  • Никитин Иван Дмитриевич // Моргаушский район : краткая энциклопедия — Чебоксары, 2002. — С. 99.
  • Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 264.
  • Трофимов, Г. Ф. Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 293.
  • Юмарт, Г. Ф. Никитин (Юркки) Иван Дмитриевич / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 228.
  • Юмарт, Г. Нимери пек пӗрлешсе : И. Д. Никитин (Юркки) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май / Г. Юмарт // Коммунизм ялавӗ. — 1981. — 1 июль. — С. 4.
  • Георгиева, Н. Халăх сăмахлăх управçи : [публицист, фольклорист этнограф Юркка Иванĕ (Иван Никитин) çуралнăранпа 130 çул çитни çинчен] / Н. Георгиева // Хыпар. — 2011. — 9 утă. — С. 5. — (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Надежда Смирнова хатĕрленĕ ; № 11).
  • Кириллов, Г. «Тĕрĕссине çырма тăрăшрăм…» / Г. Кириллов // Чăваш хĕрарăмĕ. — 2010. — 19-25 çĕртме (№ 24). — С. 10.
  • Николаева, Н. Паха мул хӑварнӑ : [Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ Иван Дмитриевич Никитин (Юркки Иванӗ) этнограф ҫинчен] / Н. Николаева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2016. — 18 ҫӗртме/июнь. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Мытиков. Г. И. Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) / Г. И. Мытиков // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 161.
  • Мытиков. Г. И. Никитин (Юркки) Иван Дмитриевич / Г. И. Мытиков // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 1 : А-О. — С. 362.
  • Юркки Иванĕ // Революцичченхи чăваш литератури : [текстсем]. — Шупашкар, 1988. — II том, I кĕнеке. — С. 147.
  • Юркки Иванĕ (1881—1948) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕрентÿпе вулав кĕнеки. — Шупашкар, 1996. — II пайĕ. — С. 47.