Юрьев Михаил Фёдорович
Юрьев Михаил Фёдорович, (1899 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Кавал, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1962 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ, Кавал, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă[1].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Михаил Фёдорович Юрьев — вырăс килйышĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ; урăхла каласан, унăн ашшĕ те, амăшĕ те вырăссем пулнă; вĕсем Кавал ялне Чулхула енчен куçса килнĕ. Килйышра Михаил Фёдорович чи асли пулнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ пĕрин хыççăн тепри тенĕ пек ачисене ура çине тăратаймасăрах вилсен, пĕтĕм йывăр çĕклем ун çине тиеннĕ.
Хусан патшалăх университечĕнче вĕреннĕ. 1921 çултанпа, И.С. Максимов-Кошкинский чĕнсе илнĕ хыççăн, чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă. 1922—1926 çулсенче чăваш театрĕн тĕп режиссёрĕ пулнă. Çак вырăнтан ăна аслă пуçлăхсем хушнипе, — «Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем» трагедие тата спектакле национализмла тесе хытă тиркенĕ хыççăн, — кăларса янă. Ун хыççăн «Чăвашкино» студире ĕçленĕ. Петӗр Хусанкайпа тата Хумма Çеменĕпе пĕрле кăнтăрти тăрăхсенче çулçÿревре пулнă. 1933—1936 çулсенче Патăрьелĕнчи, Вӑрмарти, Канашри кинобазăсене ертсе пынă. Аслӑ Атилӗх вӑрҫинче — фронтри хаçат корреспонденчĕ. Юлашки çулĕсенче еплерех пурăнни уçăмлах мар. Виличчен кăшт маларах, 1958 çулта Чăваш кĕнеке палатине кайнă, спецхранта выртакан «Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем» кĕнекене хăйне кăтартма ыйтнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтермен.
Пултарулăх ĕçĕсем
- Юрьев, М. Ф. Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем : 5 пайлӑ, прологпа эпилоглӑ, историлле трагеди / М. Ф. Юрьев. - Шупашкар : Чӑваш Республикин кӗнеке кӑларакан уйрӑмӗ, 1925. - 77 с.
- «Иртнĕ кунсен асапĕ» драма. Ăçта тата хăçан пичетленсе тухни паллă мар.
Ӑнлантарусем
- ^ https://chuvenc.ru/show_Person/2726&t=prsn (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Долгов-Кавалсем, В. H. В. Hикольский вĕренекенĕн пултарулăхĕ / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 2004. – 28 юпа.
- Долгов-Кавалсем, В. Чĕрем çунать тăван çĕршывшăн... / В. Долгов-Кавалсем // Хыпар. – 1999. – 2 чӳк.
- Изоркин, А. Атăлçи Пăлхара кам тĕп тунă? / А. Изоркин // Хыпар. – 1996. – 14 çурла.
- Кавалсем, В. Пĕр ялтан – тăватă çыравçă / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 24 çĕртме.
- Кавалсем, В. Юрьевпа Юрьев тĕл пулсан / В. Кавалсем // Ялав. – 1991. – № 7. – С. 28.
- Кавалсем, В. Юрьевсем / В. Кавалсем // Хыпар. – 1993. – 17 раштав.
- Моклаков, Г. Чӑваш аваллӑхӗн сасси / Г. Моклаков // Хыпар. – 2008. – 30 ҫу. – С. 3.
- Родионов, В. Вăхăт ятсене çĕнĕрен çĕклет / В. Родионов // Тăван Атăл. – 2005. – № 9. – С. 47-49.
- Тихонов, П. Кавал тĕлĕнтермĕшĕ / П. Тихонов // Хыпар. – 1999. – 6 чӳк. – С. 6.
- Долгов, В. Е. Юрьев Михаил Федорович / В. Е. Долгов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
- Ялгир, П. Юрьев Михаил Федорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 149.
- Якимова (Афанасьева) Е. Р. Зарождение жанра исторической трагедии в чувашской драматургии//// Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева.. 2014. № 1(81). C.85-88 — УДК 821.512.111.09