Воскресенский Виталий Григорьевич
Ҫын пирки | |
Воскресенский Виталий Григорьевич | |
![]() | |
Чӑн ят | выр. Виталий Григорьевич Воскресенский |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1909 ҫулхи акан 10-мӗшӗ |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1992 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ (83 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Премисемпе чысланисем |
Воскресенский Виталий Григорьевич (1909 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Елчӗк, Шупашкар уесӗ (халӗ — Куславкка районӗ), Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1992 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ, Мускав) — совет ҫарпуҫӗ, генерал-лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1909 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Елчӗк ялӗнче (халӗ — Куславкка районне кӗрет) ҫуралнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ шкулта вӗреннӗ.
1927 ҫулта комсомол чӗнӗвӗпе Хӗрлӗ Ҫара янӑ. 1931 ҫулта Томскри артиллери училищинчен вӗренсе тухнӑ, артиллерире командир должноҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ, 1940 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академине вӗренме кӗнӗ, унтан 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче фронта янӑ. Артиллери полкӗн командирӗ пулнӑ (аманнӑ), 124-мӗш стрелоксен дивизийӗн (1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 50-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗ пулса тӑнӑ) артиллери пуҫлӑхӗ, 3-мӗш гварди стрелоксен корпусӗн артиллерийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ[1].
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Воскресенский полковника Аслӑ Главнокомандующин Тавӗсенче виҫӗ хутчен асӑннӑ[2].
1946 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен артиллери штабӗн 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче хӗсметре тӑнӑ, 1954 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен – Совет Ҫарӗн Ракета ҫарӗсемпе артиллерин штабӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ. 1953—1954 ҫулсенче Тӗп штабӑн Академийӗн аслӑ академи курсӗсенче пулнӑ. 1963 ҫултанпа — Кӑнтӑр ҫар ушкӑнӗн Ракета ҫарӗсен тата артиллери пуҫлӑхӗ. 1970 ҫултанпа запасра.
1992 ҫулта вилнӗ. Мускаври Троекурово ҫӑвинче пытарнӑ[3] .
Ҫар хисепӗсем
- полковник (17.11.1942);
- артиллери генерал-майорӗ (11.07.1945);
- артиллери генерал-лейтенанчӗ (18.02.1958);
- генерал-лейтенант (26.04.1984).
Хисепӗсем[4]
- икӗ Ленин орденӗ (25.09.1944[5], 20.04.1953[6]);
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (12.10.1942[7], 17.11.1942[8], 24.06.1948[6]);
- 2-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗ (29.06.1945)[9];
- 2-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗ (22.12.1943)[10];
- 2-мӗш степеньлӗ Богдан Хмельницкий орденӗ (11.05.1944)[11];
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ (06.04.1985)[12];
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ (27.03.1943)[13];
- виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (22.02.1943[14], 03.11.1944[15], 21.02.1969[16]);
- «Хисеп Палли» орден (1938)
- медальсем ҫав шутра:
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн»[17] (22.12.1942);
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» (09.06.1945);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗ»;
- «КПСС ретӗнче 50 ҫул» паллӑ.
Верховнӑй Главнокомандующин В. Г. Воскресенские палӑртнӑ хушӑвӗсем (тавӗсем)[2].[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Друть юханшывӗ урлӑ Рогачев хулинчен ҫурҫӗререх каҫнӑшӑн, фронтӑн тӑшман вӑйлӑ, тарӑн эшелонласа йӗркеленӗ хӳтӗлевне 30 ҫухрӑм тӑршшӗ татса кӗнӗшӗн тата 100 ытла ял-хулана туртса илнӗшӗн, вӗсен хушшинче Ректа, Озеране, Веричев, Заполье, Заболотье, Кнышевичи, Моисеевка, Мушичи, ҫавӑн пекех Мошна, Чёрные Броды станцисен районӗнче Бобруйск — Лунинец чукун ҫула пӳлсе лартнӑшӑн (1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ, 118 №);
- Лунинец хулине — Полесьери чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗн пӗлтерӗшлӗ станцине — алла илнӗшӗн (1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗ, 134 №);
- Хайльсберг тата Фридланд хулисене — Тухӑҫ Пруссин тӗп районӗсенчи пӗлтерӗшлӗ коммуникацисен тӗввисене тата нимӗҫсен хӳтӗлевӗн вӑйлӑ тӗрев пункчӗсене — штурмласа илнӗшӗн (1945 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, 267 №).
Ӑнлантарусем
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ . Пӑхнӑ кун: 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2016. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
- ^ 1, 2 Приказы Верховного Главнокомандующего в период Великой Отечественной войны Советского Союза. Сборник. М., Воениздат, 1975. Пӑхнӑ кун: 12 Пуш уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017 ҫул.
- ^ © 2015-2018 Элита Вооруженных сил . Пӑхнӑ кун: 12 Пуш уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 29 Авӑн уйӑхӗн 2020 ҫул.
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1502093212&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=46442648&tab=navDetailDocument
- ^ 1, 2 Награждён в соответствии с Указом Президиума Верховного Совета СССР от 04.06.1944 «О награждении орденами и медалями за выслугу лет в Красной Армии»
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=10846558&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1560567509&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=46763855&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=12096550&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=19001905&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1511113166&tab=navDetailManUbil
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=17505764&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150560231&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1560865368&tab=navDetailDocument
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1502093232&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1530081409&tab=navDetailManAward
Вуламалли
Каҫӑсем
- Акан 10-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1909 ҫулта ҫуралнисем
- Шупашкар уесӗнче ҫуралнисем
- Раштавӑн 6-мӗшӗнче вилнисем
- 1992 ҫулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Хисеп палли» орден кавалерӗсем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- Елчӗкре (Куславкка районӗ) ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Троекурово çăвинче пытарнисем
- Генерал-лейтенантсем (СССР)
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин артиллерисчӗсем
- Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫар пуҫӗсем
- Томскри аслӑ ҫар команда ҫыхӑну училищинче вӗренсе тухнисем
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче вӗренсе тухнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫарпуҫӗсем
- Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем