Ҫурла, 3
Уявсем
Нигер — Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ.
АПШ — Арбуз кунӗ[1].
Пулăмсем
- 435 — Феодосий II император патриарх пулнă Несторие Кустантинран Египета кăларса янă.
- 1492 — Испанирен еврейсене кăларса янă.
- 1783 — япунсен Асама вулканĕ пĕрхĕннинпе 35 пин çын пĕтнĕ.
- 1818 — «Рюрик» брик тӗнче тавра ҫаврӑнса Кронштадта таврăннă.
- 1903 — Илинден пăлхавĕ вăхăтĕнче Крушево республикине туса хунă.
- 1914 — Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи: Германи Францие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.
- 1946 — АПШ Наци баскетбол ассоциацине йĕркеленĕ.
- 1958 — американсен атомлă шывай кимми «Nautilus» (капăрл.) историре пĕрремĕш çурçĕр полюсне хăйĕн куçăвĕпе çитнĕ.
Çуралнă
- 1860 — Охотников Никифор Михайлович, чăваш çыравçи, çутлăхçи.
- 1863 — Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем çырнă çыравçă, карапсем тăваканĕ, академик.
- 1934 — Васильев Алексей Григорьевич, театр актерĕ.
- 1960 — Улатимĕр Владимир Михайлович, сăвăç, прозаик, тăлмач.
Вилнĕ
- 1979 — Ырсем Ольга Ивановна, чăваш халăх артисчĕ.
- ^ NATIONAL WATERMELON DAY - August 3, 2021 | National Today. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.