Авдеева Галина Петровна
Ҫын пирки | |
Авдеева Галина Петровна | |
Çуралнă вăхăт | 1941 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ (83 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Альма-матер | |
Премисемпе чысланисем |
Авдеева Галина Петровна (1941 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Кульццав, Чӑваш АССР) — совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫей чӑваш тухтӑрӗ. Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1992). Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Кун-ҫулӗ
Галина Авдеева 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ.
1964 ҫулта Челепири медицина институтӗнчен (халӗ Кӑнтӑр-Урал патшалӑх медицина университечӗ) вӗренсе тухнӑ. 1964-1965 ҫулсенче Вӑрнарти Тӗп район больницин Кульцаври участок больницин врач-педиатр, кайран, 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗччен Златоустри хула больницинче врач-терапевт пулса ӗҫленӗ. 1965–1969 ҫулсенче Касли машина тӑвакан савутӑн медсанчасть поликлиникин заведующийӗ пулнӑ.
1969 ҫулта Галина Петровна госпиталь терапийӗн кафедрин клиника ординатурине вӗренме кӗнӗ, ертӳҫи госпиталь терапийӗн кафедра заведующийӗ, Челепири мединица институчӗн ректорӗ Даниил Александрович Глубоков профессор пулнӑ.
1971 ҫулта Челепири медицина институчӗн госпиталь терапийӗн кафедрин ассистенчӗ пулса тӑнӑ, 1975 ҫулта — Челепи хулин клиника больницин терапевт уйрӑмӗн заведующийӗ.
Кафедрӑпа ертсе пырас ӗҫе тата практика ӗҫӗ-хӗлне пурнӑҫланӑ май Г. П. Авдеева ҫавӑн пекех кардиологи енӗпе ӑслӑлӑхра та хастар ӗҫленӗ. 1975 ҫултан пуҫласа 1978 ҫулччен Галина Петровна Челепи хулин тӗп терапевчӗ пулнӑ. 1979 ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен вӑл Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин Шупашкарти 1-мӗш Республика клиника больницин сиплев пайӗпе тӗп врачӑн ҫумӗ шутланнӑ.
1981 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш АССР министрсен Канашӗ 621Р № кӑларнӑ хушу тӑрӑх ЧАССР Сывлӑх сыхлав министерствине унччен трахоматоз диспансерӗ пулнӑ никӗс ҫинче 100 вырӑнлӑ Республика кардиологи диспансерне уҫма ирӗк панӑ. Ҫӗнӗ учрежденин тӗп тухтӑрӗ пулма Г. П. Авдеевӑна лартнӑ. Ку вырӑнта вӑл 2005 ҫулччен ӗҫленӗ. 1983 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, ҫурта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен, диспансер пӗрремӗш пациентсене йышӑннӑ.
1985 ҫулта 1-мӗш хула пульницин хирурги уйрӑмӗн профильне улӑштарса ун вырӑнне 60 пациента йышӑнма пултаракан юн тымарӗ хирургийӗн уйрӑмне туса хунӑ, ӑна диспансер шутне куҫарнӑ. Ҫапла май 1983 ҫулта уҫнӑ кардиологи диспансерӗ СССР-та шучӗпе 17-мӗш пулса тӑнӑ. Кардиодиспансера уҫиччен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракансене пӗрремӗш тата планпа палӑртнӑ пулӑшу пама пултаракан темиҫе уйрӑм кӑна пулнӑ.
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Г. П. Авдеева ертсе пынипе 1985 ҫулта диспансерта йӗркеленӗ: 60 вырӑнлӑ инфарктлисен уйрӑмӗ, ҫула тухма пултараккан кардиологи бригадиллӗ 6 вырӑнлӑ интенсивлӑ терапи блокӗ, 40 вырӑнлӑ кардиологи уйрӑмӗ, консультацилемелли поликлиника уйрӑмӗ, реабилитацилемелли поликлиника уйрӑмӗ, операци блокӗллӗ юн тымарӗсен хирурги уйрӑмӗ, функциллӗ диагностика уйрӑмӗ тата ЭКГ-на телефонпа пӗлтерме май паракан Дистанци мелӗпе ӗҫлекен диагностика центрӗ. Ҫавӑн пекех лаборатори диагностикин службине, икӗ рентген пӳлӗмне, оргметодпӳлӗме тунӑ. Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Хералюкс аппаратпа тивӗҫтернӗ аортографи ирттерме май паракан юн тымарӗн уйрӑмне йӗркеленӗ. Каярахпа юн тымарӗн хирургийӗн уйрӑмӗ республикӑра кардиохирургине аталантармалли никӗс пулса тӑнӑ.
1985 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн йышӑнӑвӗпе диспансерта ӗҫлеме Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ 14 тухтӑра янӑ. Галина Петровнӑн кардиологсемпе юн тымарӗн хирургӗсене хатӗрлес енӗпе пысӑк ӗҫ тумалла пулнӑ. Ӑна пӑхӑнакан тухтӑртсемпе медаппасене вӗретнӗ хушӑра ӗҫе епле пуҫӑннине, кулленхи ӗҫӗ-хӗле епле пурнӑҫланине тӗслӗх пек кӑтартса вӑл вӗсене хӑйсене тӗрӗс тытма, ӗҫе тӗрӗс хатӗрленме тата этикӑна хӑнӑхтарнӑ.
Республикӑн тӗп кардиологӗ Галина Авдеева, кардиологин ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ пулнӑ май, тухтӑрсене вӗрентнӗ чухне тӗрлӗ тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ курнӑ: тухтӑрсем хушшинче кашни эрнере тематикӑллӑ семинарсем ирттернӗ, сиплевпе тӗрӗслев комиссийӗсем вӑхӑтӗнче чирлӗ ҫынсен чирӗсене тишкерсе тухнӑ, амбулатори карттисене куллен тишкернӗ, уйрӑмсен заведующийӗсене чир-чӗр аталанӑвӗн историне тӗпчеттернӗ, патологоанатоми конференцийӗсене йӗркеленӗ.
Г. П. Авдеева хӑй ертсе пынӑ ҫулсенче Чӑваш Республикинче кардиологи пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес енӗпе пысӑк йӗркелӳ ӗҫӗ туса ирттернине палӑртаҫҫӗ. Квалификациллӗ персоналпа тата больницӑра вырӑнпа тивӗҫтересси самай ӳснӗ, ҫакӑ кӑтартусем пахалӑх тӗлӗшӗнчен ӳснипе палӑрнӑ. Республикӑри хуласемпе районсене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫавна пула чӗрепе юп тымарӗн чирӗсенчен вилнисен шучӗ чакса пыни тенденцие куҫнӑ. 1996 ҫулта 120 вырӑнлӑ кардиохирурги корпусне хута янӑ. Вӑл вӑхӑтра 12 000 ытла чирлӗ ҫынна операци тунӑ, ҫав шутра юн ҫаврӑнӑшне искусствӑллӑ майпа тӑвакан аппаратпа усӑ курса уҫӑ чӗре ҫинче 300 операци, аортӑпа унӑн тураттисем ҫинче 500 ытла операци, 600 ытла коронарографи тунӑ, 520 электрокардиостимулятора имплантациленӗ. Кардиологи служби малалла аталанма хӑватлӑ импульс илнӗ.
Галина Авдеева ертсе пынипе 140 ытла меслет ӗҫе кӗртнӗ. Вӑл кардиологи енӗпе 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ шутланать. Авдеева ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫаксене пурнӑҫлама тытӑннӑ: ОИМ ҫумӗнчи системӑллӑ тромболизисӗ, тропанинпа усӑ курса миокард ҫинчи пысӑк сиенсене палӑртасси, МНО индексне палӑртасси, апат пырӗ урлӑ тӑвакан эхокардиографи, магистраллӗ юн тымарӗсем ҫинчи (ҫав шутра аортӑпа унӑн турачӗсем ҫинче те) операцисем, кардиостимулятора имплантацилесси, юн ҫаврӑнӑшне искусствӑллӑ майпа тӑвакан аппаратпа усӑ курса уҫӑ чӗре ҫинчи операцисем, коронари юн тымарӗсен коронароангиографийӗ, вентрикулографийӗ тата стентированийӗ; интероперациллӗ мониторинг ирттерме май паракан кӑткӑс лаборатори хатӗрӗсене усӑ курма пӗлсе ҫитнӗ.
Пӗтӗм тӗнче, Европа тата пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи врач-кардиологсен конгресӗсене хутшӑнса делегат пулнӑ. Германипе Францире вӗреннӗ, Финляндире экономика курсӗсенче пӗлӳ пухнӑ.
Чылай ҫул хушши Галина Петровна Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
Упӑшки — Александр Николаевич Авдеев, Челепири политехника институтӗнчен (халӗ Кӑнтӑр-Урал патшалӑх университечӗ) вӗренсе тухнӑскер. Ывӑлӗ — Авдеев Дмитрий Александрович (1964—2022), медицина ӑслӑхӗсен кандидачӗ, врач-психотерапевт, турӑ сӑмахӗн институтӗнче студентсене вӗрентекен[1].
Хисепӗсем
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене реабилитацилеме тӳпе хывнӑшӑн» медаль;
- Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ (1992);
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орденӑн медалӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ;
- Психика чирӗпе чирлекенсем ҫине христианла пӑхас ыйтусен институчӗн «Пулӑшушӑн тата тӑрӑшушӑн» астӑвӑм медалӗ;
- «Раҫҫейӗн чи лайӑх ҫыннисем» энциклопедин астӑвӑм палли;
- Чӑваш Республикин Хисеп грамоти;
- Чӑваш Республикин Президенчӗн Тав сӑмахӗсем — икӗ хут.
Ӑнлантарусем
- ^ К 50-ти летию . Дмитрий Авдеев - православный психотерапевт. Пӑхнӑ кун: 3 Ака уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 3 Ака уйӑхӗн 2022 ҫул.
Вуламалли
- Г. А. Алексеев. Галина Петровна Авдеева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е.
Каҫӑсем
- К 80 – летию Авдеевой Галины Петровны . Министерство здравоохранения Чувашской Республики (9 Юпа уйӑхӗн 2021).
- Д. А. Авдеев. Заслуженному врачу России Галине Петровне Авдеевой – 75 лет .
- Зинаида Шитлаева. Близко к сердцу . Советская Чувашия.
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Авдеева, Галина Петровна статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |