Алран кайми аки-сухи (юрă)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Алран кайми аки-сухи
Юрă хуплашки «»
Юрă
Жанр кӗреке юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Алран кайми аки-сухи (выр. Сев и пашня – вековечное дело наше) — чӑваш халӑх юрри, фольклор хайлавӗ. Кӗреке юррисен йышне кӗрет. Ҫавӑн пекех «Ака-суха юрри» тени те тӗлпулать. Халӑх юрри ҫинче никӗсленсе Степан Максимов композитор 1920-мӗш ҫулсенче оригиналлӑ музыка хайлавӗ ҫырнӑ.

Ӑна Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ тӑвас шухӑш пулнӑ[1][2].

1992 ҫултанпа Чӑваш наци конгресӗн гимнӗ шутланать[1].

Сӑнлани

«Алран кайми аки-сухи…» юрра авал халӑх уявӗсенче (Акатуй, чӳклеме), чӳк тунӑ чухне юрланӑ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх тата халӑх уявӗсенче, чаплӑ кӗрекере юрлаҫҫӗ. Яланах тӑрса юрлаҫҫӗ. Юрлама несӗл, ӑру пуҫлӑхӗ аллине сӑра тултарнӑ алтӑр тытса пуҫлать, унтан аслӑ арҫынсем хушӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксем, вӑл шутра хӗрсем те, аллисемпе пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсене тытаҫҫӗ, юрӑ ҫеммипе енчен енне хумлӑн сулланса арҫынсем ҫумне хушӑнаҫҫӗ[3].

«Алран кайми аки-сухи…» юрра Акатуйра, Уявра картана тарса юрлани те сарӑлнӑ. Ку чухне те ҫавах юрра асли пуҫлать, ыттисем ун ҫумне хушӑнса хӑватлӑх кӳртеҫҫӗ.

Фольклор хайлавӗ

«Алран кайми аки-сухи» — фольклор хайлавӗ. Урӑхла каласан, ӑна (унӑн кӗввине тата сӑввине) кам хайлани паллӑ мар. Вариантсем те пайтах, хӑшӗ «чи тӗрӗсси» иккенне палӑртма ҫук, анчах уйрӑмах сарӑлнӑ, куллен усӑ куракан тӗслӗхсене уйӑрса илме пулать.

Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни...

Аки-сухинчен уйрӑлас ҫук,
Ати-аннине, ай, манас ҫук.

Асран кайми ачи-пӑчи,
Пӗтсе пӗтми хуйхи-суйхи.

Асран кайми пӗлӗш-тантӑш,
Пуринчен пахи — ялйыш-пускил.

Ай, ӗҫер-и, ай, ҫиер-и,
Виличчен пӗрле, ай пурнар-и!

Сӑвӑ варианчӗсем

Ахӑртнех, ку юррӑн сӑмахӗсене чи малтан ҫырса илсе пичетлекенӗсенчен пӗри Спиридон Михайлов пулнӑ. Вӑл ҫакӑн пек кӗреке юррин пилӗк вариантне илсе кӑтартать. Ак ҫавсенчен пӗри:

Арахмат ял-ьижа, арахмат хорындажа, пилишь-тандыжа да!
Перьле симельле, исьмельле, порнмалла полдыр!
Ял-ьиж полмазан, хорындаш полмазан, порнма полас си­ок — перьлех порныбыр.
Ял-ьиж, хорындаш, пилишь-тандыш арахмат!

Илле Тӑхтин тата ак ҫаканшкал вариант пур[4]:

Асран та кайми аки-сухи,
Иртен те иртми хуйхи-суйхи...

Илле Тӑхти илсе кӑтартни Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗсен пӗр ярӑмӗн ятне аса илтерет, — ӳнерҫӗ ӑна «Асран кайми аки-сухи» тенӗ[5], анчах та паян хӑшпӗр ҫынсем ӑна «Алран кайми аки-сухи» тесе «тӳрлетме» пӑхаҫҫӗ.

Хӑшпӗр вариантсенче «атти-аннине» ҫеҫ мар, «ачи-пӑчине» те аса илеҫҫӗ. Калӑпӑр, Спиридон Михайловӑн пӗр вариантӗнче пур.

Кӗвӗ варианчӗсем

Юрӑ сӑввин ҫеҫ мар, кӗввин те тӗрлӗ вариант пур. Степан Максимов, сӑмахран, хӑйӗн ӗҫӗнче Николай Айзман юрласа панӑ вариантпа усӑ курнӑ[6]. Чи малтан «Алран кайми аки-сухин» кӗввине ҫырса илекенӗ В. А. Мошков пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ («Материалы для характеристики музыкального творчества инородцев Волжско-Камского края», 1894, № 64)[7].

Степан Максимов хайлавӗ

«Алран кайми аки-сухи»— фольклор хайлавӗ. Ҫак фольклор ҫинче никӗсленсе Степан Максимов композитор хорпа а капелла меслечӗпе юрламалли хайлав ҫырнӑ[8]. Вӑл вара чӑн-чӑн оригиналлӑ хайлав шутланать. Чӑваш халӑх юрри текен «Алран кайми аки-сухине» хальхи вӑхӑтра ҫынсем шӑпах Степан Максимов илемлетсе ҫырнӑ хайлава юрлаҫҫӗ.

Чӑваш наци конгресӗн гимнӗ

Чӑвашсен халӑх пӗрлӗхне, мӑн асаттесене асра тытаслӑха, пӗрлехи ӗҫпе малашлӑха шанчӑклӑн пӑхассине халалланӑ ритуал юррисене шӑрантарас йӑла ӗмӗртенех пынӑ, унашкал чылай юрӑ упранса юлнӑ. Ҫавнашкаллисенчен пӗри «Алран кайми аки-сухи» юрӑ-гимн пулнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ тӑвас шухӑш та 1990-мӗш ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ. Анчах ҫак юрӑ хальхи гимн вырӑнне юрӑхсӑр тата унӑн альтернатива шырамалла текен шухӑшсем те пулнӑ. Чи пысӑк «ҫитменлӗхӗсенчен» пӗри тесе халӑхра ытларах тури чӑвашсем юрланине, юрлама кӑткӑс пулнине тата содержани енӗпе хальхи пурнӑҫа уҫса паманнине палӑртнӑ. Тата ҫак юрӑ чӑвашсен наци гимнӗ пулнипе, Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан ытти халӑхсен туйӑмӗсене вӑл ҫывӑх маррипе сӑлтавланӑ[1].

1992 ҫултанпа «Алран кайми аки-сухи» Чӑваш наци конгресӗн гимнӗ шутланса тӑрать[9]. Тепӗр енчен, ҫак хайлава гимн пек усӑ курма ҫӑмӑл мар. Гимнсене пӗчченшерӗн тата пӗчӗк ушкӑнпа ҫеҫ мар, ҫав тери пысӑк йышсемпе тата уҫӑ лаптӑксенче те юрлаҫҫӗ. Эппин, ӑна кашниех юрлама пултармалла тӑвассишӗн тӑрӑшмалла. Ытлашши кӑткӑслӑхсем чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Михаил Кондратьев музыка тӗпчевҫи Степан Максимов илемлетсе ҫырнӑ хайлава пӑхса тухнӑ майӑн каланине аса илни вырӑнлӑ:

Ҫавӑн пекех икӗ октавӑнах ҫитекен тӗлӗнмелле сарлака a-g диапазон та «Алран кайми аки-сухи» никӗсне хывӑннӑ кӗввӗн уйрӑмлӑхӗ пулса тӑрать.

Кун пек юрра кӗрекере чухне шӑрантарма пулать, пысӑк тата малтанах хатӗрленмен ушкӑнпа вара — йывӑртарах. Ҫакӑн пек шухӑша, — сӑввӑн тата кӗввин уйрӑмлӑхӗсене кура гимн вырӑнне усӑ курма кансӗррине, — Анатолий Кипеч те каланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Государственная символика. Гимн Чувашской Республики (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  2. ^ День государственных символов Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (29 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  3. ^ Гимн ЧНК (выр.). https://www.km.ru (30 авӑнӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ Илле Тӑхти. Поэзи. Проза. Публицистика. — Шупашкар, 1979. — С. 127.
  5. ^ 8 ноября откроется выставка «А. Миттов и Чувашия - край хлеборобный» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (16 чӳкӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Кондратьев М. Г. Степан Максимов. Музыкант-просветитель. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2010.
  7. ^ Этнограф с абсолютным слухом (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (4 акан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  8. ^ В Чебоксарском музыкальном училище им. Ф.П. Павлова состоялся концерт, посвящённый 120-летию со дня рождения Ф.П. Павлова и С.М. Максимова (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (22 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  9. ^ Чувашский национальный конгресс. Реферат. Политология. 2008-12-09 (выр.). www.bibliofond.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем