Андреев Олег Фёдорович
Афалек Энтепе (Олег Фёдорович Андреев) (1950 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ, Энтепе (Елчĕк районĕ), Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2020 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ, Елчĕк, Елчĕк районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей поэчӗ, публицисчӗ, патшалӑхпа общество ӗҫченӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ
1950 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
1973 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен, 1982 ҫулта Чулхула парти аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
10 ҫул хушши шкулсенче ӗҫленӗ, Энтепери вӑтам шкулта директор пулнӑ. 1977—1991 ҫулсенче — Елчӗк районӗнче комсомол тата парти райкомӗсенче вӑй хунӑ[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Фёдор Александрович Андреев.
- Амӑшӗ — Мария Ивановна Андреева, Шупашкар электроаппаратура заводӗнче, каярахпа ялта химипе биологи вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ.
- Мӑшӑрӗ — Галина Ивановна Андреева, Çӗрпÿри культурăпа çутӗҫ училищинче вӗреннӗ, библиотекӑра ӗҫленӗ.
- Икӗ ывӑл — Глеб тата Фёдор — ҫитӗнтернӗ[2].
Пултарулӑх
1973 ҫулта ҫыравҫӑ ӗҫне пуҫланӑ, ҫав ҫулсенче республика хаҫат-журналӗсенче сӑвӑсем пичетленӗ. Паллӑ сӑввисем: «Хӑйӑра кукалет ырӑ ут…», «Сар ҫӗленле авкаланса…», «Вӑхӑт, вӑхӑт васкать, эпӗ мар!..», «Ҫухалнӑ канӑҫ», «Ҫӑлтӑрпа танлашнӑ юр пӗрчи», «Ах, иртнӗ кун!..», «Ҫурт ҫӳллӗш хумсемпе карап кӗрешрӗ…», «Кунта хурӑнсен пӑшӑлтатӑвӗ ҫук…», «Тул ҫутӑлать…», «Вӑрах йӗркесем», «Чӗре — чарусӑр, ашкӑнчӑк ача…», «Сана кӗтеттӗм эпӗ эс камне пӗлмесӗр», «Çăлтăрпи», «Уççăн курăнать çут çанталăк ырни», «Чи çывăх çынсем ăнланайман», «Вăран хаклăскерӗм», «Шăнкăрчă йăви пек хваттерӗмӗр», «Йӗкӗр ывăç тулли çап-çутă çутă», «Самантлăха шăпланчӗ ман кӗсле» тата ытти те.
Хаклав
Сӑвӑҫ пирки Порфирий Афанасьев ҫыравҫӑ ҫапла ҫырнӑ:
«Тӑван енӗн ҫутҫанталӑкӗ, юратупа туслӑх, ырлӑх тата чӑнлӑх, шанӑҫлӑхпа чыслӑх, атте-аннесен ӗҫӗн шанчӑкне ҫухатманни Афалек Энтепене хавхалантаракан тӗп шухӑш пулса тӑрать...»
Аркадий Айдак 1991 çулта «Хресчен сасси» хаçатра Афалек Энтепен сăввисем пичетленсен ҫапла ҫырнӑ[2]:
«Пӗрре вуларăм — ăнланмарăм, тепре вуларăм — шухăша кайрăм, виççӗмӗш хут вуларăм та тӗлӗнсе кайрăм: чăвашла та çавăн пек çырма пулать иккен».
Кӗнекисем
- Ҫулшырав : сӑвӑсем / А. Энтепе. — Шупашкар, 1988. — 47 с.
- Хутӑш вӑрман : сӑвӑсем / Афалек Энтепе. — Шупашкар, 1989. — 64 с.
- Киле таврӑнни : сӑвӑсем, поэма / А. Энтепе. — Шупашкар, 1991. — 63 с.
- Ӑсталӑх вучахӗ. Асамат кӗперӗ : [сӑвӑсем] / А. Энтепе. — Шупашкар, 1993. — 16 с[1].
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ[1].
Фактсем
- Ашшӗ Патăрьелти педучилищӗре вӗреннӗ, унтах сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ, Афалек ятпа пичетленнӗ. Олег Фёдорович хушма ятне ашшӗне хисеплесе, унӑн ӗҫне тӑсас тӗллевпе илнӗ.
- Амӑшӗ çамрăк чухне Шупашкарти Пукане театрӗнче артисткăра ӗçленӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Афалек Эндебе (писатель; 24.09.1950-29.10.2020) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Роза Власова. «Чăваш литератури хăрса пыракан йывăç мар». Хыпар (28 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреев, О. Ф. «Чӑваш литератури хӑрса пыракан йывӑҫ мар» : [Олег Федорович Андреев ҫыравҫӑпа калаҫни / Роза Власова ҫырса илнӗ ; Роза Власова сӑн ӳкерчӗкӗ] // Хыпар. — 2016. — 28 юпа/октябрь (№ 170/171). — С. 14.
- Афалек Энтепе. «Ҫунатлӑ чун — тӗнче уҫлӑхӗнче…» : [Афалек Энтепе поэтпа калаҫни] / А. Энтепе; [Альбина Юрату калаҫнӑ] // «Ҫунатлӑ чун — тӗнче уҫлӑхӗнче…» : [Афалек Энтепе ҫыравҫӑпа калаҫни] / Афалек Энтепе ; Альбина Юрату [калаҫнӑ]. — фото // Хыпар. — 2010. — 23 ҫӗртме (№ 122). — С. 4.
- Афалек Энтепе. Ҫырас килмест ман тунсӑх сӑвӑсем" / Энтепе Афалек // Елчӗк ен. — 2015. — 23 авӑн (№ 74). — С. 3.
- Афалек Энтепе // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 521.
- Афанасьев, П. «Пучахсем авӑнаҫҫӗ ӗлккен…» / П. Афанасьев // Хресчен сасси. — 2010. — 29 авӑн. — С. 3.. — См. текст
- Вастулова, В. Чарусӑр ҫулӑмлӑ сӑвӑҫ / В. Вастулова // Елчӗк ен. — 2000. — 23 авӑн.
- Желтухин, Г. Ҫӗр ҫынни чунлӑ поэт / Г. Желтухин // Тӑван Атӑл. — 2010. — № 9. — Прил.: с. 55-57. — (Сунтал).
- Ирхи, Г. Чун шыравӗ / Г. Ирхи // Тӑван Атӑл. — 2000. — № 12. — С. 22.
- Малышкин, Н. Ф. Андреев Олег Федорович : [биографи] / Н. Ф. Малышкин // Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем : ҫыравҫӑсем, сцена ӑстисем, ӳнерҫӗсем, халӑх коллективӗсем / Н. Ф. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 9-10.
- Петрова, Н. Н. Афалек Энтепене — 70 ҫул / Н. Н. Петрова // Елчӗк ен. — 2020. — 23 авӑн (№ 71). — С. 4.
- Тимофеев, А. «Чун ыйтнипе ҫыратӑп» / А. Тимофеев // Хыпар. — 2001. — 11 кӑрлач.
- Федорова, Л. Чун сиплевҫи — поэзи… / Л. Федорова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2010. — 27 чӳк — 3 раштав (№ 47). — С. 10.
- Эктел, В. Пӗчӗк мӑйӑрӑн тӗшши тутлӑ / Эктел, В. Пӗчек тӗнче те аслӑ / В. Эктел. — Шупашкар, 2002. — С.
- Энтепе, А. «Ҫунатлӑ чун — тӗнче уҫлӑхӗнче…» / А. Энтепе ; А. Юрату [ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2010. — 23 ҫӗртме. — С. 4.
- Афанасьев, П. Афалек Эндебе (Андреев Олег Федорович) / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебксары, 2006. — С. 42.
- Малышкин, Н. Андреев Олег Федорович (Афалек Энтепе) / Н. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 30.
- Станьял, В. П. Афалек Эндебе (Андреев Олег Федорович) / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 154.
- Эндебе, А. «А я уйду в синеющие дали…» / А. Эндебе; [записала] А. В. Юрату // Советская Чувашия. — 2010. — 23 окт. — С. 3.
- Ялгир, П. Эндебе Афалек (Андреев Олег Федорович) / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 146—147.