Энтепе (Елчĕк районĕ)
Энтепе (выр. Эшмикеево) — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 22 çухрăмра, Аслă Пăла Тимĕшрен 9 çухрăмра вырнаçнă. Ялтан Шупашкара çити автобус çурет.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта 97 кил-çуртра 278 çын пурăнать. Ялти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта 77 ача вĕренет. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 202 çын, çав шутра 101 арçын, 101 хĕрарăм пурăннă[2]. Ача-пăча садне 20 ача çурет. Ялта фельдшер-акушер пункчĕ тата ялти культура çурчĕ ĕçлеçĕ.
Кун-çулĕ
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17 Пăва уесне, кайран вара, уессене пĕтериччен, Патăръел уесне кĕнĕ. 1918 çулччен Тӑмпаел вулăсне, кайран вара 1927 çул тарин Шăмалак вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
- Андреев Олег Фёдорович — чăваш сăвăçи.
- Дмитриев Василий Дмитриевич, прозаик.
- Фёдорова Любовь Михайловна, сăвăç, Раççей журналистсен пĕрлĕхĕ членĕ. «Йӳçĕ пыл», «Çичĕ хĕлĕх тĕнчи» кĕнекесен авторĕ. Эмине ячĕллĕ премин лауреачĕ пулнă.
- Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзĕн Паттӑрӗ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Аслă Пăла Тимĕш ял тăрăхĕ;
- Елчӗк районӗ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |