Аспарух хан (фильм)

«Аспарух хан» (пăлх. Хан Аспарух) — Людмил Стайков режиссёр (Болгари) 1981 çулта Евгени Константиновăн «Дрезговини» романĕ тăрăх ӳнерленĕ виçĕ сериллĕ (Совет Союзĕнче — икĕ сериллĕ) илемлĕ фильм. Сюжет никĕсне Аспарух ханăн пурнăçĕпе Пĕрремĕш Пăлхар патшалăхĕ çуралнине хунă.

Сюжет

АспарухАслă Пăлхар ханĕн — Купратăн — пиллĕк ывăлĕнчен виççĕмĕшĕ.

Кубрат вилсен унăн ывăлĕсем уйрăлнă. Асли — Питпуян — ашшĕ вырăнĕнче юлнă, шăллĕсем тухса кайсан ăна хасарсем пăхăнтарнă. Иккĕмĕшĕ, Кăтра Паттăр, хăйĕн йăхĕпе Вăтам Атăлçине хăпарса Атăлçи Пăлхар патшалăха никĕсленĕ. Аспарух оногондур йăхĕсемпе Дунай лешьенне каçса кайнă.

Вырăнти çичĕ славян йăхĕпе килĕшӳ туса, Аспарух Висантирен Добруджăна 679 çулта Пĕрремĕш Пăлхар патшалăхне туса хунă. Висанти императорĕ Константин IV пăлхарсене пăхăнтарайманнипе 681 çулта Пăлхар патшалăхне йышăннă.

Актёрсем

Каçăсем

Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.