Купрат
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Купрат (пăлх. Кубрат, грек Χουβρατις), Кроба́т (пăлх. Кробат)[1], Курба́т, Курт (пăлх. Куртъ) — унокундур(выр.)чăв. пӑлхар йӑхӗн пуҫлӑхӗ[1][2].
Дуло династийӗнчен.
Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Купрат VIII—IX ӗмӗрсенчи Висанти ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх Аслӑ Пулхар (Аслӑ Пӑлхар) ятпа паллӑ йӑхсен конфедерацине никӗслекен тата унӑн пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ тесе шутлать[3][4].
Ҫав вӑхӑтрах И. О. Гавритухин археолог ҫапла ҫирӗплетет: «Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗн ертӳҫи Кроват (Коврат) пулни паллӑ, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн (641-пе 668 ҫулсем хушшинче) пӗрлешӳ саланса кайнӑ, унӑн шутне кӗнӗ халӑхсене хасарсем пӑхӑнтарнӑ е вӗсем тарса саланнӑ. Кроват ханпа уногундурсен ертӳҫипе Купратпа, Иракли I Висанти императорӗпе ҫывӑх пулнӑскерпе, пӗр ҫын пек пӑхни тата Перещепино мул комплексне(выр.)чăв. Аслӑ Пӑлхарпа ҫыхӑнтарни тавлашуллӑ»[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Ҫӑлкуҫсенче асӑнни
Купрат (грек. Куврат, Коврат, Кроват; ав.-эрм. Хубраат, Худбадр, пӑлх. Курт)[4] Константинополь патриархӗн Никифорӑн(выр.)чăв. «Бревиарийӗнче» (780—790 ҫулсем), Пӗлтеревҫӗ Феофанӑн «Хронографийӗнче» (810—814 ҫулсенче), «Эрмен географиийӗнче»(выр.)чăв. (680-мӗш ҫулсем) , «Дунай ҫинчи Пӑлхар патшисен ятсарӗ» (IX ӗмӗр вӗҫӗнче тунӑ)[4].
Пӗрешкелрах илтӗнекен ятсем урӑх ҫӑлкуҫсенче тӗлпулаҫҫӗ: ҫав шутра «Кувар» (Константинополь патриархӗн Никифорӑн «Бревиарийӗн» ытти сыпӑкӗсенче) — унногундурсен ҫулпуҫӗ, Урхан пӗртӑванӗн ывӑлӗ[4].
Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем Купрата ҫавӑн пекех Кетрадеспа ҫыхӑнтараҫҫӗ, кун пирки Никиу (Пшати, Пашати) хулинчи копт епископӗн Никиу Иоаннӗн(выр.)чăв. (VII ӗмӗр) «Хроникисенче» асӑннӑ[4]. Ш. Р. Мингазов хӑйӗн «Кубрат — правитель Великой Болгарии и Кетрадес — персонаж Иоанна Никиусского» (2012 ҫул) кӗнекинче Иоанн Никиусский ҫырнисем Купрата пырса тивменни пирки ҫирӗплетет[5].
А. В. Комар археолог ҫапла палӑртать: «Ҫак биографисене (е вӗсен пайӗсене) пӗрлештерекен версисем пур, вӗсенче сӑмах пӗр е икӗ ҫын пирки пырать. Тепӗр реконструкцисем тӑрӑх, кайранхи ҫӑлкуҫсенче VII ӗмӗрти тӗрлӗ виҫӗ пӑлхар ҫулпуҫӗ ҫинчен пӗр ҫын пек хутӑштарса ҫырни пур. Тӗслӗхрен, VII ӗмӗрти Кувар аварсене хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхав ҫинчен каланине «Сӑваплӑ Дмитрий Солунский кӗтречӗсем» историйӗнчи Кувер пирки (Купратӑн тепӗр ывӑлӗ тесе калани те тӗл пулать) ҫырнипе, вӑл Авар хаканлӑхӗнче темиҫе йӑх (ҫав шутра аварсем Висанти империйӗнчен илсе тухнӑ сирмисиансем те пулнӑ) пурӑннӑ тӑрӑха ертсе пынӑ, аварсене хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, кайран хӑйӗн ҫыннисене Фессалоникине илсе кайнӑ»[4].
Тӗп хыпарсем
Купрат хӑҫан ҫуралнипе вилни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ ҫӑлкуҫсем ҫук.
Тӗне кӗни
Константинополь патриархӗн Никифорӑн «Бревиарийӗнче» «хунну халӑхӗсен патши» хӑйӗн шурсухалӗсемпе тата кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗсемпе пӗрле Константинополе Ираклий I император патне христиан тӗнне кӗртме ыйтса килнӗ тесе ҫырнӑ. Император «хуннсене» хапӑлласа йышӑннӑ, пурне те «Турӑ купелӗнче» тӗне кӗртнӗ: висанти (ромейсен) архончӗсем (паллӑ ҫыннисем, пуҫлӑхӗсем) «хунн» шурсухалӗсен хреснашшӗсем пулса тӑнӑ, архонтсен мӑшӑрӗсем — вӗсен арӑмӗсен хреснамӑшӗсем. Кунсӑр пуҫне, «хуннсене» император парнесем парнеленӗ, хисеплӗ ятсем панӑ. «Хунну халӑхӗсен патшине» вара император патрикий титулне тивӗҫтернӗ те «хуннсен ҫӗршывне кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ[6]. Ҫакна пӑлхар ханӗн Купратӑн куккӑшне Урхана тӗне кӗртни пирки ҫырса кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ[7].
Никиу Иоаннӗн «Хроники» кӗнекинче кӑтартнӑ тӑрӑх, Кетрадес (Купрат пулма пултарнӑ) — Куернакӑн (Урхан тесе шутлаканскер) тӑванӗн ывӑлӗ[4] — Константинопольте шыва кӗнӗ те император керменӗнче христиан тӗнне ӑша хывса ӳснӗ[8]. Унтан вӑл Ираклий I пилӗпе патрикий(выр.)чăв. титулне тивӗҫнӗ, христиан патши пулса тӑнӑ. «Таса та чӗрӗлӗх кӳрекен шыва кӗнипе, — тесе ҫырнӑ Никиу Иоаннӗ, — вӑл пур варварсене, язычниксене ҫӗнтернӗ»[8].
Политика тата вӑрҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хыпарсем
634-па 640 ҫулсем хушшинче Купрат аварсен влаҫӗнчен хӑтӑлнӑ[4].
VIII—IX ӗмӗрти висанти ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх тӗрлӗ йӑхсене пӗрлештерсе Аслӑ Пулхар (Аслӑ Пӑлхар) патшалӑх туса хунӑ.
Никиу Иоаннӗн «Хроники» кӗнекинче Кетрадес (Купрат тесе палӑртаҫҫӗ) Ираклий I вилнӗ хыҫҫӑн Висанти патшине Мартинӑна(выр.)чăв. ывӑлӗсемпе лартма тӗллевлисен майлӑ пулнӑ[4].
«Купрата вилсен, ку Византи императорӗ Констант II(выр.)чăв. (641—668) патшана ларнӑ ҫулсенче пулнӑ, 660—665 ҫулсем патнелле пулас, — тесе ҫырать А. В. Комар, — вӑл ертсе пыракан пӗрлешӳ саланса кайнӑ; Купратӑн Питпуян ывӑлӗ ертсе пынӑ пайӗ хасарсене пӑхӑнса пурӑнма пуҫланӑ, теприсем куҫса кайнӑ, ҫав шутра Купратӑн 2-мӗш ывӑлӗ Аспарух ертсе пынӑ йӑхсем те — вӗсем Дунай ҫине пӗрремӗш Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ»[4].
Пытарнӑ вырӑн
Купратӑн вилтӑприне Полтава облаҫӗнчи [Перещепино ялӗпе, ун ҫывӑхӗнче 1912 ҫулта тупнӑ мулпа, ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Купрат ывӑлӗсем тата вӗсен малашнехи шӑпи
Пӗлтеревҫӗ Феофан ҫырса хӑварнӑ тата ытти ҫӑлкуҫсем каланӑ тӑрӑх, Купратӑн 5 ывӑл пулнӑ.
- Аслӑ ывӑлӗ Питпуян ашшӗ халалне пурнӑҫланӑ та Аслӑ Пӑлхарта юлнӑ, анчах та хӑйӗн тӑванӗсем уйрӑм йӑхсемпе тухса кайнӑ хыҫҫӑн хасарсене пусарайман, вӗсене хырҫӑ тӳлеме тивӗҫлӗ пулса, Пӗлтеревҫӗ Феофан ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӗсене пӑхӑннӑ:
Аслӑ ывӑлӗ, Ватваян ятлӑскер, ашшӗ халалне уяса тӑнӑскер, халӗ хӑйӗн мӑн аслашшӗн ҫӗрӗнче юлнӑ». «Ҫапла майпа пилӗк пая пайланса сахал йышлӑ пулса юлсан, хасарсем, пӗрремӗш Сарматин чи аякри ҫӗршывӗнчи Верзилирен тухнӑ аслӑ халӑх, Аслӑ Пӑлхарӑн пӗтӗм Понт леш енне, Понт патне ҫитичченех ярса илнӗ, аслӑ пиччӗшне Ватвайя, пӗрремӗш Пӑлхар пуҫлӑхне, хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ.
- Унпа юнашар, Донӑн тепӗр ҫыранӗ тӑрӑх, Купратӑн иккӗмӗш ывӑлӗ — Кӑтрак котрагсен (кутригурсен) йӑхӗпе вырнаҫнӑ. Шӑпах пӑлхарсен ҫак икӗ пайӗ каярах Вӑтам Атӑлҫире паллӑ пулса тӑнӑ пулмалла, унта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫласа янӑ.
- Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Аспарух утигурсен йӑхне ертсе пынӑ. Еткерлӗхе вӑл Хура тинӗс ҫыранӗн ҫурҫӗр-анӑҫ енче Аслӑ Пӑлхарӑн анӑҫ пайне илнӗ. Дунай юханшывӗн сулахай ҫыранӗнчен Кӑнтӑр Добруджӑна тата Мёзие тапӑнса кӗнӗ. Вырӑнти славян йӑхӗсемпе килӗшӳ туса, Висантипе ӑнӑҫлӑ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, IV Константин(выр.)чăв. императора татӑклӑ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Болгари патшалӑхне туса хунӑ.
- Купратӑн тӑваттӑмӗш ывӑлӗ — Аслӑ Пӑлхарӑн ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗн (Добруджа(выр.)чăв.) пуҫлӑхӗ, Пӗлтеревҫӗ Феофан каланӑ тӑрӑх:
Аварсен хаканне пӑхӑнса, хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле авар Паннонийӗнче пурӑнса кайнӑ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх, вӑл Кубер (е Кувер) ятпа ҫӳренӗ. Кубер пирки пур хыпар та «Сӑваплӑ Дмитрий Солунский кӗтречӗсем» агиографи пуххинче пур. Кубер аварсен влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме тата хӑй Панноние пӑхӑнтарма хӑтланнӑ. Анчах та ку ӗҫ унӑн май килмен. Каярахпа вӑл кӑнтӑралла кайнӑ та хальхи Македони территорийӗнче вырнаҫнӑ, Висантие пӑхӑнса пурӑннӑ. VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ «Мадар утҫи» палӑк ҫинче ҫырнисен хушшинче Тервел сӑмахӗсем пур:
Анчах манӑн куккасем сӑмсасӑр императора ӗненмен те хӑйсен ялӗсене кайнӑ[9].
Ҫак пулӑмсем 704 ҫула яхӑн тӗлнелле, Юстиниан II влаҫа каялла тавӑрма хӑтланса Тервелтен пулӑшу ыйтнӑ чухне, пулнӑ теҫҫӗ. Ҫырнисене пӑхсан, вӑл Купратӑн тӑваттӑмӗш ывӑлӗ ертсе пынипе Аслӑ Пӑлхартан тухса кайнӑ пӑлхарсенчен те пулӑшу ыйтма пултарнӑ[10].
- Пиллӗкмӗшӗ, Кубратӑн чи кӗҫӗн ывӑлӗ, Пӗлтеревҫӗ Феофан ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх:
Тепри, Равенна ҫумӗнчи Пентаполиса пырса, христиан патшасене пӑхӑнма тытӑннӑ[11].
Вӑл хальхи Итали территоринче лангобардсен патшалӑхӗнче(выр.)чăв. вырнаҫнӑ[12]. Хальхи историксем кӗҫӗн ывӑлне Альших (Альцек) ятла пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун пирки Фредегар(выр.)чăв. хроникинче ҫырнисем пур. Павел Диакон(выр.)чăв. историк пӑлхарсем Беневент(выр.)чăв. районне куҫса килнӗ историне тулли параграф халалланӑ: Альших ҫулпуҫ ертсе пынипе пӑлхарсем Италие лангобардсен патши Гримоальд(выр.)чăв. (662—671) патне ҫитнӗ, вӑл вӗсене хӑйӗн Ромуальд(выр.)чăв. ывӑлӗ патне Беневента ӑсатнӑ, унта вӗсем Сепинора(выр.)чăв., Боянора(выр.)чăв., Инзернире(выр.)чăв. пурӑнма пуҫланӑ[13]. Пӑлхарсем ӑҫтан килсе тухнине Павел Диакон пӗлтермен пулин те, хальхи саманара Альших Купратӑн пиллӗкмӗш ывӑлӗ пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. 1987 ҫултанпа Италин асӑннӑ районӗсенче пӑлхар некрополӗсене тупнӑ.
Хаклав тата историри вырӑнӗ
Документлӑ фильмсем
«Болгары», докум. фильм, реж. тата сценарист П. Петков, опер. Кр. Михайлов. bTV ӳкернӗ. 2006 ҫул, Болгари.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Комар А. В. Ранние хазары в Северном Причерноморье (постановка проблемы)
- ^ 1, 2 Гавритухин И. О. Великая Болгария // Большая российская энциклопедия
- ^ Шеуджен, Фатима. Где была великая Болгария? Как Фанагория стала столицей булгаров. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Комар А. В. Кубрат // Большая российская энциклопедия
- ^ Мингазов Ш. Р. Кубрат — правитель Великой Болгарии и Кетрадес — персонаж Иоанна Никиусского. — Казань: Издательство «ЯЗ», 2012. — 40 с.
- ^ Nicephorus, Saint, Patriarch of Constantinople. Short history. — Dumbarton Oaks, Research Library and Collection, 1990. — С. 48—51. — 247 с. — ISBN 0-88402-184-X, 978-0-88402-184-1.
- ^ Залесская В. Н. Византийские дары // Кубрат хан хәзинәләре. Сокровища хана Кубрата. The treasures of khan Kubrat. Каталог выставки (на татарском, русском и английском языках)/ Коллектив авторов; под общей науч. ред. М. Б. Пиотровского. — Санкт-Петербург: АО «Славия», 1997. — С. 74.
- ^ 1, 2 Bulgarica. Время и пространство Болгарской цивилизации: Атлас / Гл. ред. Р. С. Хакимов, науч. ред. и сост. Ф. Ш. Хузин. — Москва — Казань: Издательство «Феория», 2012. — С. 152.
- ^ Мадарские надписи с парал. переводом
- ^ Тервел — тема для кандидат-студентов. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Златарски В. История, I, 1, с. 173.
- ^ Мингазов Ш. Р. Наследники Великой Болгарии в Западной Европе // Филология и культура. Philology and Culture. — 2012. — № 1 (27). — С. 201—207.
- ^ Павел Диакон. История лангобардов (Павел Диакон) (книга V, глава 29).
Вуламалли
- Мингазов Ш. Р. Кубрат — правитель Великой Болгарии и Кетрадес — персонаж Иоанна Никиусского. — Казань: Институт истории АН РТ, 2012.
- Николаев В. В. Чуваши. Этническая история и традиционная культура, Москва, 2000.
- Николаев В. В. История предков чувашей. XXX в. до н. э. в. — XV в.н. э., Чебоксары, 2005.
- Сиротенко В. Т. Введение в историю международных отношений в Европе во второй половине IV — начале VI вв. Часть I. Источники. Пермь, 1973.
- Сиротенко В. Т. История международных отношений в Европе во второй половине IV — начале VI в. Пермь, 1975
- Коллективная монография «Сокровища хана Кубрата. Перещепинский клад» В. Н. Залесская, З. А. Львова, Б. И. Маршак и др. Гос. Эрмитаж. — СПб. : Славия, 1997. — 335 с
- Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
- Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
- «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, «Ялав» библиотеки, 1990.
- Иоахим Вернер, «Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский», «Софийские новости» хаçат, 1985, кӑрлач, 9 кунĕ.
- К. Иречек, «История болгар», Варшава, 1877.
- Гумилев Л.Н., «Древние тюрки»
- Каховский В.Ф., «Происхождение чувашского народа», 2003.
- «Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)», «Наука» кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
- Евгени Константинов, «Дрезговини» (Ӗнтрĕк), роман, София, «Народна младеж» кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
Курмалли
- «Аспарух хан», кинофильм, реж. (Людмил Стайков), Евгени Константиновăн «Дрезговини» (Ӗнтрĕк) романӗ тӑрӑх, София, Болгари.
- Купратăн икӗ ылтăн çӗрри тата ытти япаласем те; упраканĕ — Патшалăх Эрмитажĕ, Санкт-Петербург.
Каçăсем
- Клад из Перещепино. Могила хана Кубрата.
- Болгаро-хазарская граница и болгаро-хазарская вражда с конца VII до середины IX века, Георги Атанасов
- Надписи и алфавит протобулгар, П.Добрев
- Топоним Булгар
- Владимир Болгарский: Круглый стол и Акатуй-2016 в Москве. И какие памятники нам нужны, Кубрату?
- В Запорожье отслужена литания по хану Кубрату, хану Аспаруху и всем почившим православным татарам