14-тан сахал мар[3] совет тата 40 афган вăрçă тыткăнĕсем[2]
{{{Вăйсем2}}}
Çухатусем
Тыткăнрисем чылайăшĕ пуçне хунă
Совет хыпарĕсемпе: 100 яхăн[1]—120[2] моджахед, 40—90 пакистан салтакĕ тата 6 американ вăрçă инструкторне вĕлернĕ[1][2] Б. Раббани версипе: 20 моджахеда вĕлернĕ.[3]
Бадабера лагерĕнчи пăлхав — Афган вăрçин эпизочĕ. 1985 çулхи ака, 26пакистан çарĕпе афгандушманĕсем, пĕр енчен, совет тата афган вăрçă тыткăнĕсем — тепĕр енчен, хушшинче пулса иртнĕ çапăçу. Вăрçă тыткăнĕсем ирĕке çăлса илме пултарайман. Бадабера лагерне артиллерипе штурмланă хыççăн икĕ кун çапăçса вăрçă тыткăнĕсем паттăррăн пуç хунă.
Лагерь вăрçа базипе пĕрле чылай лаптăк — 500 гектара яхăн — йышăнса ларнă. Тăмран тунă пӳртсемпе палаткăсемсĕр пуçне, унта улттă хĕç-пăшал ампарĕпе виçĕ тĕрме вырнаçнă пулнă. Кунта 1983—1984 çулсенче ПанджшерпаКарабагра тыткăна илнĕ Афганистан Демократи Республикин хĕçпăшаллă çарĕсен вăрçă çыннисене, совет салтакĕсене («шурави») илсе килнĕ. Унчен вĕсене ытларах кашни банда хăйĕн зинданĕнче тытса усранă. Пурĕпе Бадаберте, тĕрлĕ хаклавсемпе, 40 яхăн[1][2][4] афган тата 14[3] совет вăрçă тыткăнне усранă.
1985 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче, 21:00 сех., лагерьти пĕтĕм пайăр йыш плацра каçхи намаз тума пуçтарăнсан, совет вăрçă тыткăнĕсен ушкăнĕ артиллерии хĕçпăшал ампарĕ умĕнчи тата вышкă çинчи икĕ хуралçăна «ярса илсе», тыткăнçăсене ирĕке кăларса хĕçпăшаллăннă, тарса çухаласшăн тăрăшнă.
1963 çулта Кострома облаçĕнче çуралнă. Хыпарсăр 1983 çулхи утăн 23-мĕшĕнче Кабул провинцинче çухалнă, Харакат ушкăнне лекнĕ; Бадаберте пуçне хунă.[8][9]
1954 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче УкраинăриЗапорож облаçĕ çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Парван провинцинче çухалнă, Седукан хулинчи Мослави Садаши патне тыткăна лекнĕ, Бадаберте пуçне хунă.[11]
1964 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче УкраинăриБелая Церковь хулинче çуралнă. Хыпарсăр 1984 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Бадахшан провинцинче çухалнă, Бадаберте пуçне хунă.[11]
Шевченко Николай Иванович грузовик водителĕ (граждан çынĕ)
1956 çулта УкраинăриСума облаçĕнчи Дмитриевка ялĕнче çуралнă. Хыпарсăр 1982 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче Герат провинцинче çухалнă. Пăлхав ертӳçисенчен пĕри пулнă, теççĕ. Тыткăнри ячĕ: Абдурахмон.[3]
паллă мар
21.
Шипеев Владимир Иванович ĕретри
1963 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. 1982 çулхи раштавăн 1-мешĕнче Кабул провинцинче çухалнă. Бадаберте пуçне хунă, пулас.[3]
паллă мар
Унсăр пуçне, В. П. Аляскин тĕпчев ĕçĕне шута илсе, кăтартнă тапхăрта Бадабер лагерĕнче çаплах Алманов Х., Анпакин А., Габараев К., Духовченко В., Евтухович О., Журавлев Ю., Раджабов Н., Ращупкин А., Швец В., Махмад-Назаров Х. тата урăх совет вăрçа тыткăнĕсем пулма пултарнă[6].
2006 çулта режиссёр-документалист Радик Кудояров журналист тĕпчесе пĕлнипе «Тайна лагеря Бадабер. Афганский капкан» документла фильм (2009) кăларать. Фильмра моджахедсем, вăрçă инструкторĕсем, журналистсем, совет офицерĕсем каласа кăтартаççĕ:
Лал Баз, афган милицин командирĕ. Моджахед пулнă, Бадабер лагерĕнче вĕреннĕ. Пăлхава курнă.
Гулям Расул Карлук, «Моджахедсен хĕç-пăшалĕ» кĕнеке авторĕ. 1985 çулта — Бадабер лагерьти вĕрентӳ рота командирĕ, артиллери ĕçне вĕрентнĕ. Пăлхавçăсемпе калаçу ирттернĕ.
Н. У. Рустамов, Бадабер лагерь тыткăн çын, пăлхава курнăскер. 2006 çулхи пуш тĕлне Узбекистанра пурăнать.
В. Н. Лупан, журналист, 1974 çултанпа Анăçра пурăнать. 1985 çулта Кристоф де Понфилли франци документалисчĕпе пĕрле Пакистанра тата Афганистанра вăрçă тыткăнĕсем пирки «Звезда солдата» документлă фильм хайланă.
В. А. Кокорин, генерал-майор в отставке, почётный сотрудник ГУР МО Украины. 1985-87 çулсенче 40-мĕш çарăн разведка пуçлăхĕ пулнă.
Бертран Галле, журналист. 1985 çулта совет вăрçă тыткăнĕсене Анăçа куçса кайма пулăшнă.
Свинцова Ольга, журналист. 1980-мĕш çулсенче — «Радио свободного Кабула» этем пĕрлĕх йĕркелĕвĕн элчи, темиçе хутчен те Пакистана тата Афганистана совет вăрçă тыткăнĕсене Анăçа куçса кайма пулăшма çӳренĕ.
Пăлхава курнăскерсем фильмра лагерĕн карттипе схемине кăтартаççĕ, пулăмсене реконструкцилене ĕçе хутшăнаççĕ тата тыткăнçăсене паллама пулăшаççĕ. Палхавра пуç хунă паттăрсене лагерь хыçĕнчи апат-çимĕç каяшĕсен шăтăкĕ çумĕнче пытарнă.[3]
Афган кампанине хутшăннă, 1995—1998 çулсенче вăрçă тыткăнĕсене ирĕке кăларассипе ĕçленĕ правительствă делегацин пайташĕ В. П. Аляскин, 2005—2009 çулсенче Бадаберти пулăмсене хăй тĕллĕ тĕпчесе пĕлсе, çав шутра АПШ патшалăх департаменчĕн, СССР ЮÇӖМ, раççей тата афган компетентлă органĕсен документалă материалĕсемпе усă курса, пăлхава хутшăннăскерсен чылайăшĕн ят-хушаматне палăртнă. Курнă чылай çын каланисем, архив хыпарĕсем сделать вывод пăлхава хутшăннă 17 çынран 10 сахал мар çынна вăрçă хĕсметне Раççей Федераци территоринчен чĕннĕ[6][17].
2003 çулхи нарӑс, 8Украина президенчĕн Хушăвĕпе «вăрçă, хĕсмет, граждан тивĕçне пурнăçланă чухне пайăр хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн» кĕçĕн сержант Сергей Коршенкăна 3-мĕш степеньлĕ «Хăюлăхшăн» орденĕпе (вилнĕ хыççăн), Николай Саминь кĕçĕн сержанта Казахстан президенчĕн Хушăвĕпе 3-мĕш степеньлĕ «Айбын» орденĕпе («Хăюлăх») (çар çыннин хĕсметре «харсăрлăх кăтартнăшăн, хăйне хĕрхенменнĕшĕн, çаплах патшалăх интересĕсене паттăр ĕç тунăшăн, вилнĕ хыççăн) чысланă.
Аляскин пĕлтернипе, Раççей правительствине темиçе хутчен те паттăррăн пуç хунă салтаксен ятне чысласа патшалăх парнине тивĕçтерме (вилнĕ хыççăн) ыйтни кăлăхах пулчĕ[6]. 2003 çулта Раççейĕн МинхӳтĕлевĕСНГ правительстви ертӳçисен Канашĕ çумĕнчи Интернационалист-салтаксен ĕçĕсен комитне çапла хуравланă: интернационал тивĕçне тунăшăн чыслав процедурине 1991 çулхи утă уйăхĕнче СССР Хӳтелев министр çумĕн директивипе пĕтрсе хунă. 2004 çулта Комитета çапла хушма ăнлантару панă:
Минхӳтĕлевĕн Бадабер афган таркăнĕсен лагерĕнче 1985 çулхи ака уйăхĕнче сарăмсăр пулăмсем пирки каласа паракан информации çук. Тупăннă татăк хыпарсем пĕр-пĕрне хирĕçлеççĕ… Халĕ, 20 çул иртсен, çав пулăмсене тĕрĕссĕн хаклама тата хутшăннă çынсен тивĕçĕсене палăртма хĕн пулать…
В. П. Аляскин шухăшĕпе, раççей ертӳлĕхĕн çакăн пек тăрăмĕ пĕр пĕлтерĕшлĕ курăнмасть, мĕншĕн тесен пăлхава хутшăннă йышран 10-ран сахал мар çынна вăрçă хĕсметне Раççей Федераци территоринчен чĕнсе кайнă[6].