Вăтăр Юман Киремет

Вăтăр Юман Киремет (выр. Ульяновка), — Тутарстанри Çарăмсан районне кĕрекен ял. Сăмах май каласан, çак районти Утыз-Имян ятлă тутар ялĕ те тĕпре тăракан пĕлтерешĕпе те çавнашкалтарах ("вăтăр юман"), "киремет" тени çеç çук.

Тавралăхĕ

"Вăтăр юман" тени çак тавралăхри авалхи темĕнле ориентир евĕрлĕ паллă пулас. Юнашарти Утыз-Имян ятлă тутар ялĕн ячĕ те çавнах çирĕплетет (Утыз — вăтăр, Имян — юман). Сăмах май каласан, тутарсем çак историлле ята маннă пулнă, хальтерех çеç çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Çав ялăн ĕлĕххи ятне тавăрасси Габдрахим Утыз-Имяни аль Булгари (чăн ят — Габдрахим Усман; пушкăртла Ғәбдерәхим әл-Болғари, тутарла Габдерәхим Госман угылы Утыз-Имәни әл-Болгари; 1752—1836) текен ĕçлевçĕ ятне çĕнĕрен çĕклесе янипе те çыхăннă.

Халăх йышĕ ял тытăмĕ

Кунта чăвашсем пурăнаççĕ.

Кун-çулĕ

Вуламалли

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с.

Паллă çынсем

Асăрхавсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем