Çармăс (Теччĕ районĕ)
| Гербĕ | Ялавĕ |
|---|---|
| Сармас Sarmas | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Тутарстан Республики |
| Район | Теччĕ районĕ |
| Ял тăрăхĕ | Çармăс ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 505 2002 |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 84373 |
| Почта индексĕ | 422377 |
| Геогр. широти | 54°56′45″ Ç/N |
| Геогр. долготи | 48°28′22″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | |
Çармăс, выр. Тоншерма — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.
Ялтан район центрне çитме 25 километр, Хусана – 160, Пăвари чукун çул станцине – 28. Теччĕ-Пăва трассинчен тухса асфальт сарнă çулпа машинăпа кĕме пулать яла.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Кун-çулĕ
Яла XIII ĕмĕрте, 1245 – 1250 çулсенче никĕс янă. Чи малтанах марисемпе чăвашсем, пурĕ 11 çемье, куçса килнĕ. Марисене чăвашла çармăс тенипе ял ятне те çаплах панă имĕш. Ял пуçланса кайни çинчен марисем хăйсем евĕрлĕ каласа параççĕ, чăвашсем – хăйсемле. Марисеннипе ял ячĕ виçĕ сăмахран тăрать – «тон» – туйăн, «шер» – çыран, «ма» – юхан шыв. Çапла вара «туйăнлă çыранлă юхан шыв» пулса тăнă. Пурăна-киле ялта чăвашсен йышĕ хушăнсах пынă, ял-йыш чăвашсен йăли-йĕркипе пурăннă. Чăвашсем яла халь те Çармăс теççĕ, Тоншерма тени вара «Çырма патĕнче тăнине» пĕлтерет е «Тăм çырма» теççĕ теприсем.[1] XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта шкул, чиркӳ, лавка, çил арманĕсем, шыв арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă.
Паллă янташсем
- Кутяшов С.С. - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 1-мĕш директорĕ.
- Земляков А.Е. - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ.
- Маруськин Г.А. - спортсмен.
Ӑнлантарусем
- ^ ÇАРМĂС, ТОНШЕРМА 2016 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.