Луч Григорий Васильевич

Григорий Васильевич Луч (паспортпа Васильев; 1931 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1998 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин чӑваш ҫыравҫи-прозаикӗ.

1970 ҫултанпа — СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ[1][2].

Пурнӑҫӗ

Григорий Васильевич 1931 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралнӑ.

М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Шӑхасан вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫне 1950 ҫулта Канаш районӗнчи Ухман шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулса пуҫланӑ. 1953 ҫулта Шӑхасан районӗнчи «За высокий урожай» хаҫат редакцине ӗҫлеме куҫнӑ.

1954–1957 ҫулсенче комсомолӑн Шӑхасан тата Канаш райкомӗсен секретарӗ пулса ӗҫленӗ, 1957–1958 ҫулсенче — ВЛКСМ Чӑваш обкомӗн инструкторӗ пулнӑ, 1958–1961 ҫулсенче вара — «Молодой коммунист» область хаҫачӗн редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[3].

1961 ҫулта ӑна Ленинградри аслӑ парти шкулне вӗренме янӑ, вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн «Коммунизм ялавӗ» тата «Советская Чувашия» хаҫатсен пӗрлештернӗ редакцийӗнче ҫырусен тата рабселькорсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1965 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен — КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗ, 1966 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — парти обкомӗн пропагандӑпа агитаци уйрӑмӗнче пичет, телекурав тата радио секторӗн пуҫлӑхӗ. 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — «Капкӑн» сатира журналӗн тӗп редакторӗ, кайран Чӑваш Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн илемлӗ литература пропагандин бюровӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ[2][3].

Хайлавӗсем

Литературӑри пултарулӑхне 1960 ҫулта «Ялав», «Тӑван Атӑл» тата «Капкӑн» журналсенче пичетленнӗ пӗчӗк калавсенчен пуҫланӑ. Вӑл очерксем, калавсем, повеҫсем ҫырнӑ. Ача-пӑча теми унӑн пултарулӑхӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ, ҫавӑн пекех сатирӑпа юмор енӗпе те ӗҫленӗ[2].

Чӑвашла тухнӑ тӗп кӗнекисем:

  • «Пи-пи!» (1968);
  • «Иккӗмӗш кил» (1969);
  • «Арӑслан» (1974);
  • «Кӗтӳҫ шӑхличӗ» (1980);
  • «Ӑҫта эсӗ, ылтӑн кайӑк?» (1981);
  • «Каҫарӑр, тархасшӑн» (1982);
  • «Вӑрман хӗрринчи ҫурт» (1991)[2].

Вырӑсла тухнӑ кӗнекисем:

  • «Журавли» (1969);
  • «И мы солдаты» (1972);
  • «Возвращение талисмана» (1983)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Луч Григорий Васильевич. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Луч Григорий Васильевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Луч Григорий Васильевич. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .