Викимедиа фончĕ
| Викимедиа фончĕ Wikimedia Foundation, Inc. | |
|---|---|
| | |
| | |
| Тӗс | 501(c)(3) коммерцилле мар йĕркеленӳ |
| Никӗсленӗ ҫул | ҫӗртме, 20 2003 |
| Никӗслекенсем | Уэйлс Джимми Донал[2][3][…] |
| Вырнаҫӑвӗ |
Сан-Франциско, Калифорни, АПШ |
| Тӗп ҫынсем |
Тин Чэнь, Шанчăклă çынсен канашĕн председателĕ Джимми Уэйлс, чыслă председатель[1] |
| Представительство | Мĕнпур тĕнче |
| Ӗҫ-хӗл тӗсӗ | Вики-проектсем |
| Пухнӑ | $1,508,039 |
| Тупӑш | $1,508,039 |
| Ӗҫлекенсен йышӗ | 12 тара тытнă çын |
| Слоган | Представьте себе мир, в котором каждый человек может свободно делиться всей суммой накопленных человечеством знаний.[4], Imagine a world in which every single human being can freely share in the sum of all knowledge.[5], Stell dir eine Welt vor, in der jeder einzelne Mensch frei an der Summe allen Wissens teilhaben kann. Das ist unsere Verpflichtung.[6], წარმოიდგინეთ მსოფლიო, სადაც ყველა ადამიანს ხელი მიუწვდება კაცობრობის მიერ შექმნის მთელ ცოდნაზე., 全ての人間一人一人が全ての知識の集積を自由に共有できる世界を想像せよ, 想象一下这样的世界:在这个世界中,每个独立的个体都能够在知识的海洋中自由分享。[7], Imaginez un monde dans lequel chaque être humain peut librement prendre part au partage de la totalité des connaissances humaines.[8], تخيل عالمًا يمكن فيه لكل إنسانٍ أن يشارك بحريةٍ في مجموع المعرفة.[9], Imagina un mundo en el que todo ser humano pueda compartir libremente la suma de todo el conocimiento.[10] тата Imaginează-ți o lume în care fiecare om poate lua parte liber la tot ce reprezintă cunoaștere. |
| Сайт | wikimediafoundation.org |
| Юридици адресӗ | 1 MONTGOMERY ST STE 1600 94104 SAN FRANCISCO[11] |
Викиме́диа фончĕ (акăл. Wikimedia Foundation Inc) — коммерцилле мар йĕркеленӳ, ирĕклĕ саралакан контент тăвакан тетел-пĕрлĕхĕсене — вĕсенчен чи паллăраххи ирĕклĕ «Википеди» энциклопедийĕ — ĕç никĕсне йĕркелесе пулăшаканĕ. Фондăн ĕç-пуçĕ ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. «Ирĕклĕ контента» (GFDL, CC-BY(-SA) лицензиллĕ, е этем пĕрлĕ усă курăвĕнчи текстсем тата ӳкерчĕксем) тата «ирĕклĕ кода» (GPL лицензилле программа кодне) пĕтĕм тĕнчери ирĕкле ĕçлекекенсем хатĕрлесе кĕртеççĕ.
Фонда йĕрклени çинчен 2003 çулхи ҫӗртме, 20 унченех туса хунă Википеди никĕслекенĕ Джимми Уэйлс пĕлтерет.
Проектсем
- Викисăмахсар — универсаллă, нумай чĕлхеллĕ сăмахсар.
- Викикаларăш — цитатăсен пуххи.
- Викивулавăш — тăван текстлă вулавăш.
- Викивĕрентӳ — вĕрентӳ литератури.
- Викиверситет — кĕрет мар вĕренӳ ĕлки.
- Викихыпар — уçă çĕнĕ хыпар агентстви.
- Викиампар — мультимедиа файлĕсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.
- Викитĕссем — таксономи биологи тĕсĕсен хыпар кĕнеки.
- Мета-вики — Фонд проекчĕсене йĕркелесе пыракан Вики.
Шанăçлă çынсен канашĕ
8 çынран тытăнса тăракан шанăçлă çынсен канашĕ Фонд влаçĕн аслă органĕ шутланать.
- Майкл Сноу, председатель (2010 çулхи утăччен)
- Джимми Уэйлс, чыслă председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Ян-Барт де Фриде, çум-председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Домас Митузас, ĕçтăвакан секретарь
- Стюарт Уэст, хыснаçи (2009 çулхи раштавчен)
- Кэт Уолш (2009 çулхи утăччен)
- Тин Чень (2009 çулхи утăччен)
- Арне Клемперт (2009 çулхи утăччен)
Канаша суйланă тата палăртса лартнă пайташ кĕрет. Суйланисене çĕртмере е утăра улăштараççĕ, палăртса лартнисене — раштавра.
Фонд уйрăмĕсем
Фондăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм тĕнчери 19 «регион уйрăмĕсен» эрешĕ тытса пырать, вĕсенче ирĕк кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Хальхи самантра «регион уйрăмĕсем» Австралире, Австрире, Аргентинăра, Венгрии, Германии, Гонконгра, Израильте, Индонезире, Италире, Нидерландсенче, Норвегире, Польшăра, Раççейре, Сербире, Таиландра, Украинăра, Францире, Чехире, Швецире тата Швейцарире пур; Бразилире тата Аслă Британире йĕркелес ĕç пырать. «Регион уйрăмĕсем» термин пулин те, çак йĕркелӳсем хăй ирĕклĕ шутланаççĕ, вĕсен «амăш» Фондчĕпе пĕрлĕ тĕллев — лицензи енчен ирĕклĕ пĕлӳ материалĕсене тăвасси, сарасси.
Викимедиа РУ
2008 çулхи чӳк, 21 Раççейре энциклопеди пĕлӳлĕхе сарма пулăшакан коммерциллĕ мар «Викимедиа РУ» этем пĕрлĕхне туса хунă, вăл «Викимедиа фондчĕпе» официаллă çыхăнса Раççей территоринче Викимедиа Фондăн проекчĕсене (вĕсенчен чи палли ирклĕ тетел-энциклопеди «Википеди») туса пырать».
Çак йĕркелĕве тăвас шухăш 2005 çултах çуралнăччĕ, хастар хатĕрлĕнӳ ĕçĕсем 2007 çулăн кĕркунне тин тапранчĕç. 2008 çулхи ҫу, 24 хатĕрленĕ учредитель докуменчĕсене «Викимедиа фондăн» шанăçлă çынсен канашĕ официаллă ырланă — шăпах çак кун «Викимедиа» проекчĕсенче раççей йĕркелĕвĕн çуралнă кунĕ шутланать. 2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче «Викимедиа РУ» коммерцилле мар йĕркелӳсен реестрне кĕрсе регистрацин юридици процедури вĕçленни пирки хыпарларĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Board of Trustees - Wikimedia Foundation. Wikimedia Foundation (15 кӑрлачӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Wikipedia founder Jimmy Wales goes bananas - Telegraph (англ.) — The Daily Telegraph, 2008.
- ^ [Wikipedia-l Announcing Wikimedia Foundation] — 2003.
- ^ https://wikimediafoundation.org/ru
- ^ https://wikimediafoundation.org
- ^ https://wikimediafoundation.org/de
- ^ https://wikimediafoundation.org/zh
- ^ https://wikimediafoundation.org/fr
- ^ https://wikimediafoundation.org/ar
- ^ https://wikimediafoundation.org/es
- ^ Dun & Bradstreet Business Directory
Каçăсем
Фонд Викимедиа |
||
|---|---|---|
| Проектсем |
Википеди • Викисăмахсар • Викикаларăш • Викивулавăш • Викикĕнеке (Wikijunior) • Викихыпар •* Викиампар • Викитĕссем • Викиверситет • Викиинкубатор • Мета-вики • MediaWiki Викигид •** | |
| Шанăçлисен канашĕ (2015) | ||
| Урăххи | ||
| *Çак самантра Wikimedia Deutschland тытса пырать. 2006 çулта Wikitravel йышĕнчен тухса кайнă; **«Фонд Викимедиа» çумне 2012 çулта кĕнĕ. Wikitravel 2003 çулта никĕсленĕ. | ||
Википеди |
|
|---|---|
| Тĕп статьясем | |
| Пайăр çынсем | |
| Пĕр пек проектсем тата урăх хунавĕсем |
Bomis • Нупеди • Citizendium • Enciclopedia Libre • Deletionpedia • Interpedia • MyWikiBiz • Veropedia • Вики • Wikipedia Review • Wikitruth • Wikiweise • ВикиЗнание • WikiPilipinas • Абсурдопеди • Геовикипеди • Луркоморье • Вукипеди • Поттеромани Вики |