ЖКХ тарифӗсем 2025

ЖКХ тарифӗсем 2025 (выр. Тарифы ЖКХ 2025) — патшалӑх йӗркелесе тӑнипе ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗшӗн — электричествошӑн, газшӑн, ӑшӑшӑн, шывшӑн тата ҫӳп-ҫапа илсе тухассишӗн —кӳрекен хаксем.

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейри тарифсене вӑтамран 11,9 % индексациленӗ[1]. Ку юлашки 10 ҫулта рекордлӑ ӳсӗм[2][3].

Тарифсене йӗркелени

Раҫҫей Федерацийӗн Строительство министерстви(выр.)чăв. пӗлтернӗ тӑрӑх, тарифсене индексацилессине Раҫҫейӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн прогнозне тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ. Тарифсен ӳсӗмне планпа пӑхнӑ инфляци(выр.)чăв. шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. Анчах юлашки ҫулсенче пулӑшу ӗҫӗсен виҫин ӳсӗмӗ инфляцирен тата куллен кирлӗ таварсемпе топливо хакӗсем ӳснинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Сӑмахран, шывшӑн тата канализацишӗн тӳлемелли тарифсен ӳсӗмӗнче насус станцийӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен электроэнерги хакӗ тӗп витӗм кӳрет. Кунсӑр пуҫне шыва тасатмалли реагентсен хакӗсем те ӳсеҫҫӗ.

Федерацин монополие хирӗҫ кӗрешекен служби(выр.)чăв. пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен электричество энергийӗн хакне вӑтамран 12,6 % индексациленӗ. Унччен хак пӗр ҫул хушши улшӑнман. Раҫҫей ФАСӗнче шутланӑ тӑрӑх, халӑхшӑн газӑн вӑтам хакӗ кубометршӑн 7,56 тенкӗпе танлашнӑ пулсан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара газ кубометрӗн вӑтам хакӗ 76 пус — 8,32 тенкӗ таран — ӳснӗ[4].

2025—2027 ҫулсенчи тарифсене коммуналлӑ инфраструктурӑна ҫӗнетмелли инвестици проекчӗсем валли тӑкаксем хывнӑ. ЖКХ тытӑмне ҫӗнӗ сетьсем хывма тата киввисене юсама укҫа хывмалла. Патшалӑх Думи вӗсем 43 % кивелнӗ тесе шутланӑ[5].

Патшалӑх йӗркелеменни

Патшалӑх ҫурт-йӗр тытса тӑмалли тата юсамалли хаксене палӑртмасть. Ҫак укҫана управляющи компани(выр.)чăв. подъездсемпе ҫурт таврашне тирпейленӗшӗн, ҫавӑн пекех вак-тӗвек юсавшӑн илет. Тарифӑн чи пӗчӗк виҫине вырӑнти хула е посёлок шайӗнчи администрацисем палӑртаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем те минимумсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тепӗр хут пӑхса тухаҫҫӗ. Харпӑрҫӑсем пӗрлехи пухура урӑх нимӗнле йышӑну та туман пулсан, управляющи компани влаҫсем ҫирӗплетнӗ пулӑшу хакӗпе усӑ курать[6].

Ӳстерӳ параметрӗсем

2025 ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсене (ӑшӑ, шыв, газ, электроэнерги, ҫӳп-ҫап илсе тухни) вӑтамран 11,9 % ӳстернӗ:[7]

  1. Электроэнерги: +12,6 % (Мускавра — 7,16 тенкӗ таран/кВтч);
  2. Газ: +10,3 % (кубометршӑн вӑтам хак — 8,32 тенкӗ);
  3. Шывпа ӑшӑ: пӗтӗмӗшле чикӗллӗ шайӗнчи индексаци.

2023 ҫулта 8,1 % ӳстернӗ, 2024 ҫулта — 9,8 %[8].

Регионсем

Коммуналлӑ тарифсен ӳсӗмӗ пӗр тикӗс мар. Ҫирӗплетнӗ индекссемпе килӗшӳллӗн[9], коммуналлӑ пулӑшу хакӗсем ытларах ҫак регионсенче ӳснӗ:[10]

undefined

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗсем ҫак субъектсенче сахалтарах ӳсӗҫ:

Правительство ҫак индекссенчен уйрӑм муниципалитетсенче региона кура 2,1 % пуҫласа 4,8 % таран улшӑнма пултарнине палӑртнӑ. Ҫапла вара коммуналлӑ тӳлевсен ӳсӗмӗ пысӑкрах пулма пултарать.

Мускавра коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсем вӑтамран 15 % хакланнӑ, анчах та, тӗслӗхрен, электроэнерги потребительсен категорине кура 12,6-22,8 % таран ӳснӗ[11].

Чӑваш Республикинче

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин(выр.)чăв. 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи 3287-р хушӑвӗпе граждансем кӳрекен коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли виҫе улшӑнӑвӗн индексӗсене ҫирӗплетнӗ, Чӑваш Республикине палӑртнӑ индекс: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 10,7 %.

Ҫавӑн пекех палӑртнӑ индексран мӗн чухлӗ пӑрӑнма юранине те ҫирӗплетнӗ: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 4,8% таран.

Ҫапла вара Чӑваш Республикин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсенче коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансен тӳлевӗн виҫи 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа улшӑнӑвӑн чи пысӑк индексӗ 15,5% ытла пултараймасть.

Электроэнергишӗн, ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тата газшӑн пӗтӗм республикипех пӗрешкел тариф палӑртнӑ.

Ӑшӑпа, шывпа, канализаципе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пулӑшу хакӗ кашни организацин тӗрлӗрен, ку оборудованин технологи уйрӑмлӑхӗсенчен тата ытти условисенчен килет, ҫавна кура республикӑра кашни организаци хаксене уйрӑм палӑртать.

1 куб. м сивӗ шыв хакӗ 34,8% е 9,14 тенкӗ ӳснӗ, 35,42 тенкӗпе танлашнӑ.

Канализаци — 1 куб. метршӑн 37 тенкӗ те 43 пус, ӳсӗм — 20% е 6 тенкӗ те 24 пус.

Электричество плитисӗр ҫуртсенчи электроэнерги тарифӗ 1 кВт/сех-шӗн 4 тенкӗ те 96 пус палӑртнӑ, ӳсӗм — 12,5% е 55 пус. Электроплиталлӑ ҫуртсенче — 3 тенкӗ те 47 пус 1 кВт/сех-шӗн, тариф ӳсӗмӗ — 12,3% е 38 пус.

Ҫутҫанталӑк газӗн тарифӗ 1 куб. метршӑн 74 пус (10%) ӳссе 8 тенкӗ те 16 пуспа танлашнӑ.

Каяшсене илсе тухас тарифа регион операторӗ 1 куб. метршӑн ӗ 430 тенкӗ те 12 пус палартнӑ, ӳсӗм — 5% е 20 тенкӗ те 51 пус. 1 ҫын тӳлевӗ:

  • нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пурӑнакансемшӗн — уйӑхне 62 тенкӗ те 73 пус;
  • уйрӑм ҫуртра пурӑнакансемшӗн — уйӑхне ҫын пуҫне 73 тенкӗ те 16 пус.

Республикӑра халӑха пулӑшас тӗллевпе граждансене тата ҫемьесене социаллӑ адреслӑ пулӑшу параҫҫӗ. Субсиди илмешкӗн пурӑнмалли пӳлӗмшӗн тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен тӑкаксен тӳпи ҫемьен пӗтӗмӗшле тупӑшӗнче 22 % ытларах пулмалла[12].

Ҫӑмӑллӑхсем

ЖКХ тӳлевӗшӗн компенсаци илме пултаракан граждансен категорийӗсем:[13]

  • Нумай ачаллӑ ҫемьесем(выр.)чăв. валли компенсацин чи пӗчӗк виҫине — тӳлевӗн 30 % — пӑхса хӑварнӑ, анчах регионти влаҫсем ку кӑтартӑва ӳстерме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Питӗрте 3 ачаллӑ ҫемьесене тӳлевӗн 30 % саплаштараҫҫӗ, 4—7 ачаллисене — 40 %, 8 тата ытларах ачаллисене — 50 %;
  • Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесем , енчен те вӗсен ЖКХшӑн тӳлемелли тӑкакӗсем ҫемье тупӑшӗн палӑртнӑ виҫинчен пысӑкрах пулсан. Кашни регионта тӗрлӗ виҫе, анчах РФ субъекчӗсенче ытларахӑшӗнче ку виҫе ҫемье бюджечӗн 22 % танлашать. Питӗрте коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемшӗн тӳлеме 14 % ытла тупӑш каять пулсан ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пулать, Мускавра — 10 % ытла;
  • 70 ҫултан аслӑрах пенсионерсене(выр.)чăв. 50 % компенсаци параҫҫӗ. 80 ҫултан аслӑрах пенсионерсенчен капиталлӑ юсав(выр.)чăв. укҫи илмеҫҫӗ, анчах нормативлӑ пурӑнмалли лаптӑкӑн регионти стандарчӗн шайӗнче кӑна. Тӗслӗхрен, Мускавра пӗр ҫын пуҫне тивекен лаптӑкӑн норми 33 м². Урӑхла каласан, пӗччен пурӑнакан пенсионера ҫакӑн пек квадратура валли шутланӑ тӳлевшӗн ҫеҫ ҫӑмӑллӑх илме пулать. Ҫавӑн пекех уйрӑм регионсенче пенсионерсене ЖКХ тӳлевӗсене тӳлемешкӗн субсидисем параҫҫӗ;
  • Инвалидсемпе(выр.)чăв. инвалид ачаллӑ ҫемьесене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен хакӗн 50 процентне тата капиталлӑ юсав тӑкакӗсен 50 процентне саплаштарма пултараҫҫӗ;
  • Ҫар ӗҫӗн ветеранӗсене(выр.)чăв., Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗсене, блокадниксене ЖКХ-шӑн тӳлемелли тӑкаксен 50 % компенсаци параҫҫӗ;
  • Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен компенсаци виҫи 50 % танлашать;
  • Вилнӗ ҫар ҫыннисен ҫемйисене 60 % чухлӗ компенсаци параҫҫӗ;
  • Ялсенче тӑрӑшакан педагогсем ЖКХ тӑкакӗсене саплаштарма уйӑхсерен 1,2 пин тенкӗ компенсаци илме пултараҫҫӗ.

Вӑтам тӳлев

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин строительство тата ЖКХ комитечӗ ҫумӗнчи эксперт канашӗн пайташӗ Павел Склянчук пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли вӑтам тӳлев 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхне 5000-5200 тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ 2024 ҫулхи кӑтартусенчен 20-30 % пысӑкрах[14].

Ӑнлантарусем

  1. ^ В России выросли тарифы на ЖКХ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ Тарифы вышли на рекорд (2025-06-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ «Коммуналка» бьет по карману: с 1 июля тарифы ЖКХ взлетели на рекордную высоту (2025-07-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ В российских регионах изменились тарифы на ЖКУ (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  5. ^ В Госдуме напомнили об ужесточении требований к концессионерам ЖКХ осенью (2025-06-16). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  6. ^ В России выросла плата за услуги ЖКХ: в среднем по стране — на 11,9% (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  7. ^ В России выросли тарифы на коммунальные услуги (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  8. ^ В России выросла плата за услуги ЖКХ: в среднем по стране — на 11,9% (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  9. ^ Правительство утвердило размер индексации тарифов ЖКХ в регионах (2024-11-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  10. ^ В России вырастут тарифы ЖКХ: где сильнее всего подорожает коммуналка (2025-06-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  11. ^ В России выросли тарифы на ЖКХ (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  12. ^ Об изменении размера вносимой гражданами платы граждан за коммунальные услуги во втором полугодии 2025 года (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ.
  13. ^ Повышение стоимости коммунальных услуг в 2025 году (выр.) (14 чӳкӗн 2024).
  14. ^ В России вырастут тарифы за коммуналку: как устроено ЖКХ и почему приходится столько платить. (выр.) (30 ҫӗртмен 2025).