Золотов Василий Гордеевич
Василий Гордеевич Золотов (1874, акан 20-мĕшĕ, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Элӗк районӗ) - 1919, Хумпуҫ Патӑрьел ялĕ, Йӗпреҫ районӗ, Чăваш АССР)— шкул вĕрентӳçи, халăх çутĕç ĕçне йĕркелекенĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Василий Гордеевич 1874 çулхи акан 20-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕрекен Етӗрне уесӗнчи Элĕк вулăсĕн Синер ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Элӗк районӗ) çуралнă. Вăл Гордей Матвеевичпа Матрёна Ефимовнăн чи кĕçĕн ывăлĕ пулнă.
1889 çулта чи лайăх паллăсемпе Элĕкри икĕ класлă шкулран вĕренсе тухать. Ăна Чĕмпĕр хулине чăваш вĕрентӳçисен шкулне пĕлӳ пухма ăсатаççĕ. Ун чухне Чĕмпĕрте 6 çул веренмелле пулнă.
1892 çулта вĕренĕве ăнăçлă вĕçлет. Математикăпа физика вĕрентӳçĕ пулса Пăчăрлă Пашъел (халĕ Шӑмӑршӑ районӗ), кайран — Хумпуҫ Патӑрьел (халĕ Йӗпреҫ районӗ) шкулĕнче ĕçлет. Кая юлса пынă шкула Василий Гордеевич мала кăларать. Вăл ертсе пынипе шкул пахчи ӳссе ларать. Хăй çемьесĕр пулнипе мĕнпур шалу укçине кĕнеке, шкул хатĕрĕ илме тăкаклать, Парисран та кĕнеке çырса туянать.
1 гектар лаптăклă шкул хуçалăхĕнче утар, икĕ пĕве тунă, пурçăн çипне тăвакан тутă нăррине те ĕрчетнĕ.
Пахча-çимĕç улми-çырлине Чулхула, Хусан, Санкт-Петербург, Парис ярмăрккисене кăтартма тăратнă, медальсене тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Раççей патши çырса панă хисеп хутне те тивĕç пулнă.
Кĕслепе, сĕрме купăспа чăваш юррисене шăрантарма юратнă.
45 çулти Василий Золотов граждан вăрçинчен таврăнсан çĕре кĕрет. Ăна Хумпуҫ Патӑрьелри чиркӳ картине пытарнă.
Çав. пекех
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Государственный архив Ульяновской области, ф. 99, оп.1, д.1030, п.31
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.