Исаев Виталий Федотович

Исаев Виталий Федотович (1926 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Пăслăк, Пушкăрт АССР2002 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Шупашкар) — фотокорреспондент, журналист. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1976). СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ (1968 ҫултанпа). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1].

Пурнӑҫӗ

1926 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Пушкӑрт АССР (халӗ Пушкӑртстан) йышне кӗрекен Пишпӳлек районӗнчи Пӑслӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Пӑслӑкри ҫичӗ ҫул вӗренмелли, унтан Пишпӳлекри вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ.

1943 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Кӗске вӑхӑтлӑх курссем пӗтерсе ҫыхӑнуҫӑ (связист) пулса тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Ленинград, 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш Балтиҫум тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Беларуҫпа Польша урлӑ утса тухса Берлина ҫитнӗ. 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 3-мӗшӗччен милитаристла Японие хирӗҫ ҫапӑҫнӑ[2].

Ҫар хӗсметӗнчен вӑрҫӑ хыҫҫӑн та тухман, вӑл пурӗ 10 ҫул тӑсӑлнӑ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче «Мускав — Порт-Артур» тӗп ҫыхӑну линийӗнче, кайран «Амур-ҫинчи Комсомольск — Советская Гавань» ҫыхӑну линине тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Фотожурналистикӑпа вӑл шӑпах ҫарта чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкӗ 1950 ҫулта Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗн «Суворовский натиск» (Хабаровск хули) хаҫатӗнче кун ҫути курнӑ[3].

Ҫартан таврӑнсан Шупашкара куҫса килнӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1957–2000 ҫулсенче «Молодой коммунист», «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш»), «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатсенче фотокорреспондент, «Ялав» журналӑн илемлӗх редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

2002 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Фотожурналистика тата куравсем

В. Исаевӑн ӗҫӗсем Чӑваш Енри кӑларӑмсенче кӑна мар, Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри хаҫат-журналта («Правда», «Известия», «Советская Россия», «Комсомольская правда», «Сельский труженик», «Неделя», «Литературная Россия», «Театральная жизнь», «Советское фото», «Журналист», «Культура и жизнь», «Работница» тата ыттисенче те) кун ҫути курнӑ. Ют ҫӗршыв вулаканӗсем валли «Новости» пичет агентстви кӑларакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те тӑтӑш пичетленнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Союзри фотокуравсене хутшӑннӑ:

  • «Правда» хаҫатӑн Пӗтӗм тӗнчери фотоконкурсӗн икӗ хут лауреачӗ (1974);
  • Берлинри Пӗтӗм тӗнчери «Этемлӗх телейӗшӗн» фотокуравра унӑн «Чӑваш Акатуйӗ» сӑнӳкерчӗкӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ;
  • Тӑванчӑк куравӗ «Чӑваш ҫӗрӗнче» Мускавра, Питӗрте, Шупашкарта, Ӗпхӳре, Саранскра тата Махачкалара иртнӗ (халӗ ҫак курав Пӑслӑк ялӗнче упранать);
  • Мире хӳтӗлессипе ӗҫлекен Совет Комитечӗ йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери конгреса халалланӑ курава хутшӑннӑшӑн Хисеп хутне тивӗҫнӗ (1974).

Исаевсен тӑван Пӑслӑк ялӗ чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та В. Исаев пултарулӑхӗнче Константин Иванов пурнӑҫӗпе унӑн тӑван тӑрӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш литературипе ӳнерне тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ҫынсен (сӑмахран, чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн) сӑнӗсене туса пысӑк ӗҫ туса хӑварнӑ. Тӑван Пӑслӑк ялӗн историйӗ, унӑн ӗҫченӗсем ҫинчен чӑваш хаҫат-журналӗнче чылай статья кӑларнӑ, вӗсене хӑйӗн фотоӗҫӗсемпе илемлетнӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Ф. Лукин композиторпа А. Аслут поэт Пӑслӑк ялӗ ҫинчен «Виҫ тӳпе» юрӑ та хывнӑ[4].

Кӗнекесемпе литература ӗҫӗсем

Кӗнеке-фотоальбомсем:

  • «Константин Иванов» (1972);
  • «Силпи асамачӗ» (К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле, 1990).

Фотожурналист кӑна мар, В. Исаев калавсем те ҫырнӑ. Ялти Шайпат мучи ҫинчен ҫӳрекен тӗрлӗ халап-юмаха тӗпе хурса «Мунча мыскари», «Шайпат лаша сутни», «Пушар», «Шайпат кати», «Асамат кӗперӗ» тата ытти хайлавсене те ҫырнӑ.

Хисепӗсем

  • II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1975)[5];
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1976);
  • Фатих Карим ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1999).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Исаев, Виталий Федотович (фотохудожник; 23.02.1926–26.12.2002). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ Смолов В. Жизнь, отданная фотографии. Светлый путь (12 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Музейный урок «Наш земляк — фотожурналист Виталий Исаев». Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ Степанова А. Пирӗн ентеш — паллӑ фотожурналист. Социальная сеть работников образования (12 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  5. ^ Исаев Виталий Федотович. Орден Отечественной войны II степени. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 183. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 149—160, 260. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.
  • В. П. Комиссаров, А. И. Михайлов. Журналисты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 102—103. — 208 с. — ISBN 5-7670-1467-1.
  • Исаев Виталий Федотович // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 142.
  • Савельев, А. Поэтӑн ҫывӑх тусӗ : [Яков Ухсайӑн тусӗ Виталий Федотович Исаев фото ӑсти ҫинчен] / А. Савельев // Урал сасси. — 2011. — 1 раштав (№ 48). — С. 2.
  • Михайлов, А. И. Исаев Виталий Федотович / А. И. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 151.