Костин Георгий Александрович
Костин Георгий Александрович (1914 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ, Ишек, Чикме уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1943 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Буда, Всходы районӗ, Смоленск облаҫӗ) — фотокорреспондент, Чӑваш АССРӗнчи фотожурналистикӑна пуҫарса яракансенчен пӗри.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1914 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнчи Ишек (халӗ Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Костин Александр Иванович — вӑтам хресчен шутланнӑ, ҫӑнӑх авӑртмалли арман тара тытса ӗҫленӗ. 1917 ҫулта вилнӗ. Амӑшӗ — Костина Александра Ивановна — 1927 ҫулта вилнӗ. Костинсен 7 ача пулнӑ: Николай, Александр, Георгий, Екатерина, Мария, Нина, Зоя.
1927 ҫулта амӑшӗ вилсен Костинсем Шупашкара куҫнӑ. Александрпа Георгий ун чухне 5 класс пӗтернӗ пулнӑ. Ишекре вӗсен пиччӗшӗ Николай Костин фотокружок уҫнӑ, унта шӑллӗсем те хастар хутшӑннӑ.
Шупашкара килсен Николай пиччӗшӗпе пӗрле фотографипе фотокорреспондент ӗҫне Евгений Алексеевна Тимкина тытса тӑнӑ фотоательере профессилле майпа алла илме тытӑннӑ. 1929 ҫулта Георгий Костин Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ комиссариачӗ ҫумӗнчи «Чӑвашкино» кинотрестра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1930 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче ӑна «Чӑвашкино» трестӑн тухса ҫӳрекен фотографӗн удостоверенине панӑ, районсене командировкӑсене яма тытӑннӑ.
30-мӗш ҫулсенче «Красная Чувашия» тата «Канаш» хаҫатсен редакцийӗсенче республика тӑрӑх тухса ҫӳрекен бригадӑсем йӗркелеме пуҫланӑ. Журналистсемпе фотокорреспондентсем республикӑри колхозсене, вӑрман хуҫалӑхӗсене, промышленность предприятийӗсене тухса ҫӳренӗ. Хаҫатра пичетленисӗр пуҫне вырӑнта фотохаҫатсем те кӑларнӑ.
1932 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Мускавра «Крестьянская газета» хаҫатӑн фотокореспонденчӗсен сл́чӗ иртнӗ, Чӑваш АССРӗнчен ун ӗҫне Георгий Костин хутшӑннӑ.
1933 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Г. Костина «Канаш» хаҫат редакцийӗн штатне илнӗ.
Николай, Александр тата Георгий Костинсем пӗрле «Чӑваш Ен ҫитӗнӗвӗсем. 1927—1931» фотоальбом пухса хатӗрленӗ, унта тӗрлӗ тематикӑллӑ 1676 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче ку фотоальбома Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне панӑ.
1935 ҫулта йӗкӗреш Костинсем Чӑваш Комсомолӗ 15 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ.1936 ҫулхи кӑрлачпа нарӑсра Александрпа Георгий Костинсем Горький тӑрӑхӗнчи ударник-колхозниксен V съездне йӗлтӗр сырса каякансемпе пӗрле вунӑ кунлӑх походра пулнӑ, йӗлтӗр маршӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксене хаҫатсенче пичетленӗ.
1936—1938 ҫулсенче Костинсем Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче Мускав ҫар округӗн Горький хулинче вырнаҫнӑ стрелоксен 17-мӗш дивизийӗн стрелоксен 49-мӗш полкӗнче хӗсметре тӑраҫҫӗ: малтан — полк шкулӗн курсанчӗсем пулса, кайран — взвод командирӗсен пулӑшаканӗсем. 1938 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗсем саппаса тухнӑ.
1938 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа малалла хаҫатсен редакцийӗсенче фоторепортёрсем пулса ӗҫлеҫҫӗ: Александр — «Красная Чувашия» хаҫатра, Георгий — «Чӑваш коммуни» (унччен — «Канаш») хаҫатра.
1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче Георгий Костина ТАСС Фотохроникин Чӑваш АССРӗнчи штатра тӑман фотокорреспонденчӗн удостоверенине панӑ, анчах та вӑрҫӑ пултарулӑх ҫулне-ӗмӗтне татнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан иккӗшӗ те 1941 ҫулхи утӑ уйӑхен 18-мӗшӗнче фронта тухса кайнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗччен вӗсем иккӗшӗ те Хӗвеланӑҫ фрончӗн 5-мӗш Ҫарӗн стрелоксен 144-мӗш дивизийӗн 255-мӗш уйрӑм зениткӑпа артиллери дивизионӗнче пулемёт расчёчӗн ушкӑнӗнче ҫапӑҫнӑ, Мускава хӳтӗленӗ. Костинсен расчёчӗ фашистсен 4 самолётне персе антарнӑ, уншӑн Александр Костина Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Георгий Костина «Ҫарти тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Спас-Деменск тапӑну операцийӗ вӑхӑтӗнче Георгий Костин пуҫ хунӑ. Ӑна Смоленск облаҫӗнчи Всходы районӗнчи Буда ялӗнче пытарнӑ.
Александр Костин ку хурлӑхлӑ хыпара Нина йӑмӑкне ҫыру ҫырса пӗлтернӗ:
«Сывӑ-и, хаклӑ йӑмӑкӑм Нина! Пирӗн пата ҫырса тӑнӑ ҫырусемшӗн пысӑк тав сана. Паян, хаклӑ йӑмӑкӑм, питех те хурлӑхлӑ ҫыру ҫыратӑп. Августӑн 8-мӗшӗнче манӑн хаклӑ тӑванӑм Георгий вилчӗ. Хаклӑ Нина, ытлашши ан хуҫӑл, тархасшӑн. Юрӑна ҫухатма мана мӗн тери шел пулнине эсӗ, паллах, ӑнланатӑн. Самолёт пӑрахнӑ бомба ун ҫинех ӳксе ӑна татӑкӑн-татӑкӑн салатрӗ. Мӗн юлнине ҫеҫ пытарма пултартӑм. Юрӑна Смоленск облаҫӗнчи Всходы районӗнчи Буда ялӗнче пытартӑмӑр...»»
Хисепӗсем
- «Ҫарти тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (15.2.1943)[1].
Астӑвӑм
- Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнче Г. Костина халалланӑ кӗтес пур, музейра унӑн япалисем, ӗҫӗсем упранаҫҫӗ[2].
- 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Шупашкар ҫамрӑк тӗп хула пӗртӑван Костинсен объективӗнче» курав ӗҫленӗ[3].
- Пӗртӑван Костинсен еткерне халӑх патне ҫитерес тесе юлашки ҫулсенче Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Алексей Борзов, Александр Никитин, Владимир Трофимов, Алексей Киров таврапӗлӳҫӗсем пысӑк ӗҫ турӗҫ.
- Владимир Трофимов, Алексей Киров чылай сӑнӳкерчӗкне реставрацилесе «Советская Чувашия» хаҫатра пичетлерӗҫ, «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» альбом-кӗнеке кӑларчӗҫ[4].
- «Тӑван ен» Шупашкар район хаҫачӗ Пӗртӑван Костинсен ячӗллӗ преми никӗсленӗ, сӑнӳкерчӗксен республикӑри конкурсне йӗркелет[5].
Ӑнлантарусем
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=16083516&tab=navDetailManAward
- ^ https://sv21.ru/blog/%D0%BE%D1%82%D0%BA%D1%80%D1%8B%D1%82-%D0%BC%D1%83%D0%B7%D0%B5%D0%B9-%D1%84%D0%BE%D1%82%D0%BE%D0%BA%D0%BE%D1%80%D1%80%D0%B5%D1%81%D0%BF%D0%BE%D0%BD%D0%B4%D0%B5%D0%BD%D1%82%D0%BE%D0%B2/
- ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=193589
- ^ https://chuvbook.ru/catalog/nauchno-populyarnaya-i-kraevedcheskaya-literatura/cheboksary-vidy-goroda-za-poslednie-150-let?ysclid=m3kki07hg5331390348
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/fotografov-chuvashii-nikolaya-kostina/65998028/?ysclid=m3kk7oj35u987131434
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 161—184, 260. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.
- В. П. Комиссаров, А. И. Михайлов. Журналисты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 78. — 208 с. — ISBN 5-7670-1467-1.
- В. Н. Трофимов, А. Г. Киров. Чебоксары: виды города за последние 150 лет. — Книга-альбом. — Чувашское книжное издательство, 2022. — С. {{{1}}}. — 240 с. — ISBN 978-5-7670-3095-8.
- Борзов А. В. Из истории чувашской фотографии. Братья Костины // Исторический вестник. № 1 (6). Чебоксары, 2017. С. 43–57.