Костин Николай Александрович
Костин Николай Александрович (1908 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Ишек, Чикме уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1959 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ, Хусан, Тутар АССР) — фотокорреспондент, Чӑваш АССРӗнчи фотожурналистикӑна пуҫарса яракансенчен пӗри.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1908 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнчи Ишек (халӗ Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Костин Александр Иванович — вӑтам хресчен шутланнӑ, ҫӑнӑх авӑртмалли арман тара тытса ӗҫленӗ. 1917 ҫулта вилнӗ. Амӑшӗ — Костина Александра Ивановна — 1927 ҫулта вилнӗ. Костинсен 7 ача пулнӑ: Николай, Александр, Георгий, Екатерина, Мария, Нина, Зоя.
1925 ҫулта Ишек вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухса Шупашкарти Евгений Алексеевна Тимкина тытса тӑнӑ фотоательене вӗренекен-фотограф пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. Сӑнӳкерчӗкӗсене Чӑваш АССРӗнчи периодика кӑларӑмӗсенче — «Канаш» хаҫатра тата «Сунтал» журналта — пичетлеме пуҫланӑ, пӗрремӗш ӗҫӗсем 1929 ҫулта кун ҫути курнӑ. Ҫав ҫулах вӑл «Канаш» хаҫатӑн штатри фотокорреспонденчӗ тата Мускавра тухса тӑракан «Хресчен хаҫачӗн» штатра тӑман фотокорреспонденчӗ пулса тӑрать. Унӑн «Хӗрлӗ обоза Шуршӑл ялӗнчи пионерсемпе комсомолецсем кӗтсе илеҫҫӗ», «Шупашкарти радиостанци» тата «Чӑваш Енри ял хуҫалӑх артелӗсенче вӑрлӑх фончӗ пухасси» ярӑмсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем уйрӑмах паллӑ.
Ҫак вӑхӑталла вӑл тӑван Ишек ялӗнче фотокружок йӗркелет.
Николай, Александр тата Георгий Костинсем пӗрле «Чӑваш Ен ҫитӗнӗвӗсем. 1927—1931» фотоальбом пухса хатӗрленӗ, унта тӗрлӗ тематикӑллӑ 1676 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче ку фотоальбома Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне панӑ.
Тимкинсен фотоательине «муниципализациленӗ» хыҫҫӑн Николай Хусан хулине тухса кайнӑ, унтанах Хӗрлӗ Ҫар ретне хӗсмете тӑнӑ. Хӗсмет хыҫҫӑн Хусанти Хӗрлӗ Ҫар ҫуртӗнче фотограф пулса ӗҫленӗ. Тутар АССРӗн тӗп хулине кайсан Николай пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗпе ҫыхӑнӑва ҫухатмасть, чӑваш хаҫат-журналӗсен редакцийӗсемпе малалла ҫыхӑнса ӗҫлет. Хӗрлӗ Ҫар ҫинчен темиҫе фоторепортаж хатӗрлет. 1933 ҫулта «Сунтал» журнал унӑн ҫак тематикӑпа 18 сӑнӳкерчӗкне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав ҫулах «Красная Чувашия» хаҫатра Н. Костинӑн «Хӗрлӗ казарма – ҫар шкулӗ» фотоочеркӗ пичетленнӗ. Очерка хаҫатӑн 2-мӗш тата 3-мӗш страницӑсенчи «путвала» вырнаҫтарнӑ, унта 8 сӑнӳкерчӗк пичетленӗ: «Кун физзарядкӑран пуҫланать», «Ирхи туалет», «Ирхи апат», «Политзанятисем», «Тӗл перес хӑнӑхтару», «Пулемёта хӑнӑхаҫҫӗ», «Чаҫ техникине вӗренеҫҫӗ», «Рота хаҫатне кӑлараҫҫӗ»[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Костин фронта кайнӑ, 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен 1942 ҫулхи кӑрлаччен Мускав хулине хӳтӗлеме хутшӑнакан 40-мӗш бомбардировка авиаци полкне лекнӗ. 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ку ҫар чаҫне разведка полкӗ туса хунӑ, вӑл Верховнӑй Главнокомандовани Ставкин инҫете вӗҫекен виҫӗ разведка полкӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Николай Костин аслӑ сержант унта разведкӑпа аэрофотослужба подразделенийӗнче фотолаборант пулса ӗҫленӗ.
Сталинград тапӑну операцине хатӗрленӗ тапхӑрта полк тӑшманӑн хӳтӗлев позицийӗсене ӳкерсе хӳтӗлев тытӑмӗн пӗтӗмӗшле карттине тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче вӑл Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп Командованийӗн инҫете вӗҫекен разведчиксен 48-мӗш гварди авиаци полкӗ пулса тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен Н. Костина демобилизациленӗ, Хусан хулинчи Бауман урамӗнчи фотоательере фотограф пулса ӗҫленӗ.
1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хусан хулинче вилнӗ.
Хисепӗсем
- «Ҫарти тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (14.12.1942)[2],
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1947).
Астӑвӑм
- Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнче Н. Костина халалланӑ кӗтес пур, музейра унӑн япалисем, ӗҫӗсем упранаҫҫӗ[3].
- 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Шупашкар ҫамрӑк тӗп хула пӗртӑван Костинсен объективӗнче» курав ӗҫленӗ[4].
- Пӗртӑван Костинсен еткерне халӑх патне ҫитерес тесе юлашки ҫулсенче Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Алексей Борзов, Александр Никитин, Владимир Трофимов, Алексей Киров таврапӗлӳҫӗсем пысӑк ӗҫ турӗҫ.
- Владимир Трофимов, Алексей Киров чылай сӑнӳкерчӗкне реставрацилесе «Советская Чувашия» хаҫатра пичетлерӗҫ, «Чебоксары: виды города за последние 150 лет» альбом-кӗнеке кӑларчӗҫ[5].
- «Тӑван ен» Шупашкар район хаҫачӗ Пӗртӑван Костинсен ячӗллӗ преми никӗсленӗ, сӑнӳкерчӗксен республикӑри конкурсне йӗркелет[6].
Ӑнлантарусем
- ^ https://kraski-chuvashii.ru/join/konkurs-fotomasterstva-imeni-g.-a.-i-a.-a.-kostinyix?ysclid=m3kjmejjlq624847306
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1272152052&tab=navDetailManCard
- ^ https://sv21.ru/blog/%D0%BE%D1%82%D0%BA%D1%80%D1%8B%D1%82-%D0%BC%D1%83%D0%B7%D0%B5%D0%B9-%D1%84%D0%BE%D1%82%D0%BE%D0%BA%D0%BE%D1%80%D1%80%D0%B5%D1%81%D0%BF%D0%BE%D0%BD%D0%B4%D0%B5%D0%BD%D1%82%D0%BE%D0%B2/
- ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=193589
- ^ https://chuvbook.ru/catalog/nauchno-populyarnaya-i-kraevedcheskaya-literatura/cheboksary-vidy-goroda-za-poslednie-150-let?ysclid=m3kki07hg5331390348
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/fotografov-chuvashii-nikolaya-kostina/65998028/?ysclid=m3kk7oj35u987131434
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 185—196, 260—261. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.
- В. Н. Трофимов, А. Г. Киров. Чебоксары: виды города за последние 150 лет. — Книга-альбом. — Чувашское книжное издательство, 2022. — С. {{{1}}}. — 240 с. — ISBN 978-5-7670-3095-8.
- Борзов А. В. Из истории чувашской фотографии. Братья Костины // Исторический вестник. № 1 (6). Чебоксары, 2017. С. 43–57.
Каҫӑсем
- http://sovch.chuvashia.com/?p=193589
- http://sovch.chuvashia.com/?p=247574
- https://vk.com/wall-189852393_563?ysclid=m3kjjspsj1782667936
- https://fotocheb.ru/foto/270022.htm?ysclid=m3kjlhyhse694186849
- https://kraski-chuvashii.ru/join/konkurs-fotomasterstva-imeni-g.-a.-i-a.-a.-kostinyix?ysclid=m3kjmejjlq624847306
- https://cheboksari.bezformata.com/listnews/fotografov-chuvashii-nikolaya-kostina/65998028/?ysclid=m3kk7oj35u987131434