Кушак кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Кушак кунӗ (ҫавӑн пекех Кушаксен кунӗ) — кушаксене халалланӑ официаллӑ мар уяв, ӑна ҫулсерен тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ.

Раҫҫейре ҫак уяв 2004 ҫулта Мускаври кушаксен музейӗн тата «Кот и пёс» журнал редакцийӗн[1] сотрудникӗсем пуҫарнипе йӗркеленнӗ, вӗсем ҫак чӗрчунсене халалланӑ пӗрремӗш мероприятие йӗркеленӗ. Пурӑна киле ӑна ҫулсерен уявласси йӑлана кӗнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери Кушаксен кунне ҫурлан 8-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Раҫҫейре ӑна пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[2].

Ҫак кунта кашни ҫулах ӑратлӑ кушаксен куравӗсене, конкурссемпе ӑмӑртусене ирттересси, килти чӗрчунсене тутлӑ апатпа хӑналасси, килсӗр чӗр чунсене пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухасси йӑлана кӗнӗ. Приютсемпе питомниксем чӗрчунсене хӑйсем патне илме хатӗр ҫынсем валли куравсем йӗркелеҫҫӗ[3][4][5][6].

Уявланин йӑли-йӗрки

Кушак тӗнчери чи анлӑ сарӑлнӑ килти чӗрчунсенчен пӗри шутланать[7]. Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне ҫурлан 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл кушаксене кӑмӑллакансене пӗрлештерет, кушак йышшисен тӗрлӗ тӗсӗсем пирки ытларах информаципе паллаштарать[8].

Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне (World Cat Day) ҫулсерен уявлас йӑлана 2002 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлекен фонд (Animal Welfare) пуҫарнӑ, каярах ҫакӑ тӗнче шайӗнче сарӑлнӑ[3][4][5][9][10]. 2020 ҫултанпа мероприятие International Cat Care ыр кӑмӑллӑх компани йӗркелет[8].

Раҫҫейре

Раҫҫейре ҫак куна пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[2]. Уява 2004 ҫулта Мускаври кушак музейӗн тата «Кот и пёс» журнал редакцийӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ[1]. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна ҫулсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ, уява кӑмӑлалкансен йышӗ нумайланнӑ[3][4][5][9][6].

Уяв халӑха умне килсӗр чӗрчунсене пырса тивекен йывӑрлӑхсем ҫине тимлӗх уйӑрма пулӑшать[11]. Ҫак кун ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем ирттересси, килсӗр чӗр чунсене пулӑшма укҫа-тенкӗ пухасси, ӑратлӑ кушаксен куравӗсемпе ӑмӑртӑвӗсене ирттересси, кушаксен кафесене ҫӳресси, ҫавӑн пекех хӑйсен юратнӑ чӗрчунӗсене тӗрлӗ тутлӑ апатсемпе хӑналасси тата теттесемпе тивӗҫтересси йӑлана кӗнӗ. Унсӑр пуҫне кушак приючӗсемпе питомникӗсем куравсем йӗркелеҫҫӗ, унта килен-каяна вӗсем патӗнче усранакан чӗрчунсемпе паллаштараҫҫӗ, ҫапла май кушаксем валли ҫӗнӗ хуҫасем тупма май туса параҫҫӗ[3].

Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинче кушаксен вырӑнти уяв кунӗсене палӑртас йӑла та пур.

Санкт-Петербургри кушаксен историйӗ XVIII ӗмӗрте Елизавета Петровна императрицӑна пула пуҫланнӑ, керменте шӑшисем йышлӑ ӗрчесе кайнине пула вӑл кушаксене патшалӑх ӗҫӗпе аппалантарнӑ. Императрица хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Хусан ӑратӗнчи чи лайӑх вӑтӑр кушака Хӗллехи кермене илсе килнӗ[5]. 2005 ҫултанпа Санкт-Петербургра пурӑнакансем Эрмитажри кушаксене ҫулсерен пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче чыслаҫҫӗ (маларах уяв «Эрмитажри Март кушак кунӗ» ятлӑ пулнӑ, хальхи ячӗ — «Эрмитаж кушакӗн кунӗ»)[12]. Унсӑр пуҫне хулара Петербург кушакӗсене халалланӑ тепӗр уяв та пур, ӑна ҫӗртмен 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ — вӑл Питӗрти кушаксен кунӗ ятлӑ[13][14].

Калининградра Кушак кунне авӑнӑн 5-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ[15].

Ытти ҫӗршывсенче

Кушаксен уявне нумай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ, кашни ҫӗршывра ӑна тӗрлӗ кунта ирттереҫҫӗ. Польшӑра — нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, Японире — нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, АПШ-ра — юпан 16-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче, Италире — чӳкӗн 17-мӗшӗнче. Кашни ҫӗршывра ӑна хӑйсен йӑли-йӗркипе ирттереҫҫӗ, юратнӑ чӗрчунӗсене хӑйсене майлӑ чыслаҫҫӗ[3][4][5]. Кушаксем валли парксем, лавккасем, хӑна ҫурчӗсемпе кушак кафесем уҫаҫҫӗ, тематикӑллӑ куравсем йӗркелеҫҫӗ (вӗсен экспоначӗсем картинӑсем кӑна мар, тӗрлӗ ӑратлӑ чӗрчунсем те пулса тӑраҫҫӗ)[16].

АПШ-ра ҫак уява палӑртасси 2005 ҫултан пуҫласа йӑлана кӗнӗ. Юпан 16-мӗшӗнче килсӗр тата тискер ҫутҫанталӑкри кушаксен кунне, юпан 29-мӗшӗнче — АПШ-ри кушак кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уявсене Чӗрчунсене хӗрхенӳсӗр тыткалассине хирӗҫ кӗрешекен Америка обществи пулӑшнипе ирттереҫҫӗ[17].

Японире кушаксен кунне 1987 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ. Кушаксем храмсенче службӑра тӑма тата унта пыракансен кӑмӑлне ҫӗклеме пултарнӑ. Вӗсем апат-ҫимӗҫпе кӗнекесене шӑшисемпе йӗкехӳресенчен сыхламашкӑн мӗнпур карапсем ҫинче те пулнӑ[18]. Лавккасенче пӗр тяппине ҫӗкленӗ кушаксен кӳлепесене асӑрхама пулать, вӗсем «манэки-нэко» ятлӑ, ӑнӑҫупа тата тулӑх пурнӑҫпа тивӗҫтерет тесе шутлаҫҫӗ[19][20].

Китайра кушаксене тимлӗх уйӑрса ырӑ кӑмӑлпа пӑхассине саккун шайӗнче тивӗҫтернӗ. Ӗлӗк-авал китайсем ҫак чӗрчунсене апатра усӑ курнӑ, хальхи вӑхӑтра вара кушаксене патшалӑх хӳтӗлет. Кушака сиен кӳрекенсене штрафпа кӑна мар хӑратаҫҫӗ, вӗсене икӗ эрнелӗхе ирӗклӗхсӗр хӑварма та пултараҫҫӗ[3].

Италире тӗлӗнмелле уява — Хура кушаксене хӳтӗлемелли куна (ӑна Хура кушаксен кунӗ тесе те калаҫҫӗ) — паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява 2007 ҫулта Италири чӗрчунсемпе тавралӑха хӳтӗлекен ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Вӑтам ӗмӗрсенче хура кушаксем инкек кӳрекенсен йышӗнче пулнӑ, вӗсенче усал вӑйсем пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавна пула чылайӑшне инквизиторсем кӑвайт ҫинче ҫунтарса янӑ. Ҫак уява кӗртнӗ май итальянсем вӗсен тӗлӗшпе сарӑлнӑ усал ята сирсе яма, ҫак кушаксем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннине кӑтартма шутланӑ[3][4][21].

Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, хура кушак ҫурисене приютсенчен ыттисенчен сайрарах хутра илсе каяҫҫӗ. Хастарсем вӗсене ҫӗнӗ хуҫа тупма пулӑшнисӗр пуҫне ҫак тӗслӗ кушаксене хӗрхенекен ҫынсене парнесем парса та чыслаҫҫӗ[3].

Хура кушаксем пур ҫӗршывра та ӑнӑҫсӑрлӑх кӳрекен чӗрчунсем шутланмаҫҫӗ. Шотландире, тӗслӗхрен, хура кушак хуҫалӑха пуянлӑх кӳрет текен ӗненӳ пур. Англире хура кушакӑн хуҫи тимлӗхӗсӗр юлмасть тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫакӑн пек тӗслӗ кушаксене моряксем кӑмӑллаҫҫӗ, вӗсен шухӑшӗпе хура кушак тинӗсре ишнӗ чухне ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама тата инкексенчен сыхлама пулӑшать[3].

Аслӑ Британире хӑш-пӗр кушаксем патшалӑх ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсем тырӑ склачӗсемпе вырӑнти музейсене кӑшлакан чӗрчунсенчен сыхлаҫҫӗ. Нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн ҫак чӗрчунсене сӗтпе тата аш-какайпа хӑналаҫҫӗ[3].

Кушаксене тӗпчекен ӑслӑлӑх

Этемпе пӗрле юнашар яланах пулнӑ май кушаксем тӗрлӗ условисене хӑнӑхаҫҫӗ. Анчах кунашкал яланах пулман[22]. Ӑсчахсем чавса кӑларса тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кушака кил таврашӗнче пурӑнма хӑнӑхтарасси 1012 пин ҫул каялла, этем пӗр вырӑнта куҫмасӑр пурӑнма тытӑнсан, пуҫланнӑ. Кушака этем пирӗн эрӑчченхи IV пинҫуллӑхра алла хӑнӑхтарнӑ. Авалхи Египетра кушак сӑваплӑ чӗрчун шутланнӑ[23]. Вӗсене мумификациленӗ, кӳлепесенче тата фрескӑсенче сӑнласа кӑтартнӑ. Ун патнелле ҫывхаракан йӗкехӳре ҫине тинкерсе пӑхакан кушака ӳкернӗ пӗрремӗш «портрета» Египет ҫыннисем ӳкерни паллӑ. Вӑл пирӗн эрӑчченхи 1950 ҫул тӗлнелле Каиртан кӑнтӑралла вырнаҫнӑ гробницӑсенче тунӑ ӳкерчӗк[24][25].

XIV–XV ӗмӗрсенче халӑх кушаксене кӑмӑлалман, вӗсенче усал вӑй пурӑнать тесе шухӑшланӑ, уйрӑмах кушак хура тӗслӗ пулсан юратман. Чӗрчунсене тӗрлӗ майпа асаплантарнӑ, час-часах кӑвайт ҫинче ҫунтарнӑ[23].

Кушаксене тӗпчекен ӑслӑлӑха фелинологи (лат. «felinus» — кушакла) теҫҫӗ. Ку зоологи ӑслӑлӑхӗ тӗпчевӗн пӗр облаҫӗ, вӑл килти кушаксем мӗнле пулса кайнине, доместикацине, генетикине, анатомине, физиологине тата вӗсен тыткаларӑшне тӗпчет. СССР-та ҫак ӑслӑлӑх 1987 ҫулта йӗркеленнӗ, Раҫҫейре ӑна фелинологи шайӗнче наци тата тӗнчери пӗрлешӳсемпе пӗрле тӗпчеҫҫӗ. Тӗнчере фелинологсен тӗрлӗ клубӗсем пур, вӗсем пӗрлешсе пысӑк ассоциацисем йӗркеленӗ. Вӗсенчен чи паллисем — Америкӑри TICA ассоциацийӗ тата Европӑри WСF. Вӗсем питомниксемпе кушаксен ӑрачӗсене ӗрчетекенсен ыйтӑвӗсене йӗркелес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ, ӑмӑртусене хаклаҫҫӗ (WСF), ҫавӑн пекех тӗнчери питомниксене регистрацилеҫҫӗ (TICA)[26].

Ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кушаксен пурнӑҫ тӑршшӗ юлашки вӑхӑтра ӳснӗ, вӗсен пурнӑҫ тӑршшӗ 17–20 ҫула ҫитнӗ. Ҫакӑ вӗсен пурӑнмалли условисемпе апатланӑвӗ лайӑхланнине пула ӳснӗ[27][28]. Кушаксем талӑкри 16 сехете яхӑн ҫывӑраҫҫӗ. Ветеринарсем ку йӗркеллӗ тесе шутлаҫҫӗ — тӗрӗссипе вӗсем ҫак вӑхӑтӑн пӗчӗк самантӗнче кӑна ҫывӑраҫҫӗ, ытти тапхӑра вара вӗсем тӗлӗрсе ирттереҫҫӗ[29][30].

Кушаксем сиплеме пултарасси, ҫын организмне вӗсем ырӑ витӗм кӳни пирки шухӑш пур. Статистика кӑтартса панӑ тӑрӑх, кушак усранӑ ҫынсем ыттисемпе танлаштарсан вӑтамран 10 ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи чӗрчуна ачашланӑ чухне унӑн тӗп нерв системине кӑмӑла ҫӗклекен лайӑх импульссем каяҫҫӗ. Ку факта Ҫурҫӗр Каролинӑри (АПШ) чӗрчунсен хутшӑнӑвӗн институчӗн ӑсчахӗсем кушак сассисене тӗпченӗ май тупса палӑртнӑ. Экспериментсене ирттернӗ май вӗсем ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пултарнӑ: кушак мӑрлатни чӗрчун калаҫӑвӗ кӑна мар, вӑл организма инфекцисемпе кӗрешме, сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшакан сиплев хатӗрӗ те, унсӑр пуҫне нерв тытӑмне лӑплантарма май парать[31][32].

Специалистсем шутланӑ тӑрӑх, кушак сӑмси ҫинчи йӗрсен ӳкерчӗкӗ ыттисенчен уйӑрса илме май паракан хӑйне евӗрлӗскер, вӑл этемӗн пӳрне йӗрӗ пекех уникаллӑ. Кушак ҫынпа юнашар пулнӑ чухне унӑн хӳри чӗтрет пулсан, ҫакӑ унӑн этеме кӑмӑлланипе унпа пӗрле пулас туртӑмӗ питӗ вӑйлӑ пулнине пӗлтерет. Унӑн хӳри ерипен анма тытӑнсан ку чӗрчунӑн кӑмӑлӗ улшӑннине пӗлтерет[3].

Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 200 тӗрлӗ ӑрат тата 600 миллиона яхӑн килти кушак пур тесе шутлаҫҫӗ, вӗсенчен ҫурри хуҫасӑр шутланать[32][3]. Чи анлӑ сарӑлнӑ кушак ӑрачӗсем: перс ӑрачӗ, мейн-кунсем тата сиам кушакӗсем[21].

Кушаксен музейӗсем тата палӑкӗсем

1993 ҫулта Мускавра художниксемпе кушаксене кӑмӑлакансен ушкӑнӗ, тата «Интер» хальхи ӳнер Галереин ӗҫтешӗсем пӗрле пухӑнса ӳнерпе пӗлӳ музейне — Мускаври кушак музейне — йӗркеленӗ. 1996 ҫултанпа вӑл Европӑри ҫӗршывра ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери кушаксен шоуне хутшӑнать. Музей пуххипе тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче паллаштарнӑ, куравсене Германире, Италире, Нидерландра, Францире, Аслӑ Британире, Данире, Австрире, Тунисра, Бельгире тата ытти тӑрӑхсенче ирттернӗ. Музей ку енӗпе ирттерекен тӗнчери чи анлӑ шоуна — Англири NATIONAL CAT SHOW (Лондон, «Олимпи») кушаксен наци шоуне — тӑтӑш хутшӑнакансенчен пӗри шутланать[6].

Санкт-Петербургра блокадӑри Ленинград кушакӗсене асӑнса ӑсталанӑ кӳлепе композицине асӑрхама пулать, унӑн тӗп сӑнарӗ — торшер айӗнчи пукан ҫинче ларакан бронза кушакӗ[33]. Тӗменре вун икӗ кушакран тӑракан кӳлепе композицине вырнаҫтарнӑ[34]. Мускавра Булгаковӑн асамлӑ сӑнарӗсенчен пӗрин — Бегемот кушакӑн — палӑкӗ пур[35].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 История нашей жизни. Кот и пёс. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Бузальская Е. В. Специфика образной составляющей новых культурно-гуманитарных праздников России // Санкт-Петербургский государственный университет. — 2023.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 1 марта - День кошек в России: история, традиции праздника и интересные факты о котах - Российская газета (2023-03-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Russian cat's day. russkiymir.ru (1 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ботякова О.А., Иванова С.И. Календарь народных праздников. День кошек. Роҫҫейри этнографи музейӗ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Московский музей кошки. Moskow cat museum. Московский музей кошки. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Megan Bryant. The Top Most Popular Pets: A Comprehensive Guide to Choosing the Perfect Companion (англ.). World Animal Foundation (6 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Louise Whitbread. International Cat Day 2022: All the essentials you need for your feline friend. From food dispensers to lush bedding, make sure you're kitted out for your new pet. Independent.co.uk (8 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 1 марта — День кошек в России: история и традиции праздника (2023-02-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  10. ^ International Cat Day 2014: Cat Lovers Worldwide Celebrate Feline Obsession, International Business Times, IBT Media Inc. (2014-08-09). 2019 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  11. ^ Дорошок К.С. Магия кошек в рекламе // Саратовский источник. — 2019. — .
  12. ^ Пушистые хранители Эрмитажа. Петербург центр. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Что за кошачий праздник отмечают 8 июня в Петербурге?. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  14. ^ Анастасия Стурова. День петербургских котов и кошек: как жители Северной столицы поздравляют своих питомцев? Мир 24 (8 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  15. ^ «День кота» в Калининграде. Калининград (31 ҫурлан 2009). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  16. ^ Софья Котова. Как в разных странах отмечают День кошек. Вечерний Барнаул (8 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  17. ^ NationalCatDay.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  18. ^ День Кошки. naminteresno.com (5 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  19. ^ Саркис Айвазян. Уголок восточного уюта: умелица из Краснодара создаёт рукотворные фигурки Манэки-нэко. Краснодарские известия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  20. ^ 22 февраля. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2 Ли О.А. Книжная выставка-просмотр «Такие разные кошки», посвящённая Всемирному дню кошек. Дальневосточная государственная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  22. ^ Антоненко Т. В. Отличительные особенности поведения домашних кошек Felis catus разных типов высшей нервной деятельности // Известия Алтайского государственного университета. — 2013. — № 3-1 (79). — . — ISSN 1561-9443.
  23. ^ 1, 2 Мальцева Л. Ф. От чего зависит характер кошки? // Аграрный вестник Урала. — 2006. — № 2(32). — .
  24. ^ Кирилл Стасевич. Как появились домашние кошки. Наука и жизнь. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  25. ^ Дудникова С. С. Всё о кошках. Справочник умного хозяина. — Эксмо, 2015. — 144 с.
  26. ^ Фелинология. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  27. ^ Всемирный день кошек 2024: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  28. ^ Учёные объяснили увеличение продолжительности жизни кошек (2019-04-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  29. ^ Анималов В. С. Почему кошки много спят? Причины, описание, фото и видео. kipmu.ru (9 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  30. ^ Сарбаева Е.А., Юртикова И.В. Кошачья планета // Марийский государственный университет. — 2020. — Т. 9. — .
  31. ^ 1 марта — Всемирный день кошек. Вестник (1 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  32. ^ 1, 2 International Cat Day 2023. Internashional cat care. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  33. ^ Екатерина Волгарева. Памятник блокадной кошке открыли в Петербурге. Объект был установлен в память о кошках, спасших жителей блокадного Ленинграда от крыс. Санкт-Петербургские ведомости (11 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  34. ^ Откуда взялась аллея кошек в Тюмени - Российская газета (2018-06-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  35. ^ Скульптуры Коровьева и Бегемота в одном из дворов в Москве. Михаил Булгаков. Жизнь и творчество. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Журавлёва Т. В. Некоторые аспекты социального поведения и типологических особенностей ВНД у домашних кошек // Актуальные проблемы медицины и биологии. — Томск, 2004. — № 3.