Кӑркӑсстанӑн суд системинче ӗҫлекенӗн кунӗ
Кӑркӑсстанӑн суд системинче ӗҫлекенӗн кунӗ (кăрк. Кыргыз Республикасынын сот системасы кызматкеринин күнү) — Киргизин саккунӗпе палӑртнӑ процессуаллӑ йӗркепе уголовлӑ, административлӑ, гражданла тата ытти категорийӗсенчи ӗҫчене пӑхса тухса йышӑну тӑвакан формӑпа республикӑра право чӑнлӑхне палӑртакан мӗнпур патшалӑх органӗсенче ӗҫлекенсен професси уявӗ. «Суд системинче ӗҫлекенӗн кунӗ» Кӑркӑсстанра ҫулсерен пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пӗрремӗш хут ҫак професси уявне Киргизире 2005 ҫулта, 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Кӑркӑс Республикин правительстви йышӑннӑ 387 №-лӗ постановленипе килӗшӳллӗн паллӑ тунӑ[1]. Постановленире палӑртнӑ тӑрӑх «Кыргыз Республикасынын сот системасы кызматкеринин күнү» уявне кашни ҫул пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. Киргизи Республикин Правительстви ҫак куна патшалӑхӑн суд тытӑмӗнче ӗҫлекенсем конституци никӗсне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, саккунлӑха пӑхӑнмалли тата уйрӑм ҫын правипе ирӗклӗхне сыхламалли условисемпе тивӗҫтернӗшӗн тав тумалли майӗ пек йӗркеленӗ.
Анчах та, Киргизи ертӳлӗхӗ ку ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑма шутламасть. 2008 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗн Пысӑк залӗнче иртнӗ республикӑри тӳресен VI пухӑвенче Кӑркӑстан президенчӗ Курманбек Бакиев ҫапла каланӑ:
«Енчен те право тӗлӗшӗнчен пирӗн ӑс-тӑн, культура, судьясем хӑйсене мӗнле тыткаланин культури унчченхи шайрах юлӗ-тӗк, суд реформи хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлаймасть. Хамӑр ӑс-тӑна улӑштарсан кӑна хальхи лару-тӑрӑва улӑштарма ма пур, тепӗр май каласан — тӳресен тата суд процесне хутшӑнакансен кашнин хӑйне мӗнле тытнин культурине улӑштармалла, хӑйсен ӗҫне перекетлӗ те яваплӑха туйса пурнӑҫламалла. Ун чухне кӑна эпир суд реформи пулса иртрӗ тесе, суд чӑт та тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларассишӗн ӗҫлени пирки, нимӗнле витӗме пӑхмасӑр йышӑну туни ҫинчен калама пултаратпӑр. Вара кашни хӑйӗн прависене хӳтӗлеме пултарӗ»[2].
Кӑркӑсстанри суд системинче ӗҫлекенӗн кунӗ кану кунӗ мар.
Ӑнлантарусем
- ^ Постановление Правительства КР от 26 мая 2004 года №387 " О Дне работников судебной системы Кыргызской Республики". cbd.minjust.gov.kg. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
- ^ http://old.president.kg/press/news/3196/( ӗҫлемен каҫӑ)