Мятлев Иван Иванович

 

Мятлев Иван Иванович (Иван Иванович Житый Мятлев-Слизнев) — XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи Раҫҫей патшалӑх деятелӗ.

Биографийӗ

Мятлевсен йӑхӗнчи пӗрремӗш представителӗн Слизнев Григорий Ивановичӑн, Мятель хушма ятлӑ пулнӑскерӗн, мӑнукӗ[1]. 1550 ҫулта, Вязьма хулинче боярсен ывӑлӗ пулнӑ май, пиччӗшӗсемпе Андрейпа тата Григорипе пӗрле 1000 «чи лайӑх тарҫӑ» шутне кӗнӗ, вӗсене IV Иван «хӑйӗн патшалӑх вӑрҫӑ ӗҫӗсене ӑнӑҫтарма, ялан хатӗр пулччӑр» тесе Мускав ҫывӑхӗнчи уессене куҫарма шут тытнӑ, ҫапла вӑл 3-мӗш разрядпа килӗшӳллӗн 100 четвӗрт ҫӗр лаптӑкӗллӗ улпут ҫӗрне тивӗҫнӗ[2]. 15551557 ҫулсенче Шупашкарта виҫҫӗмӗш воевода пулнӑ. 15621563 ҫулсенче — Ливони вӑрҫи вӑхӑтӗнче IV Иван ертсе пынӑ Полоцк походӗнче дозорщик тата есаул пулнӑ, ун хыҫҫӑн — Рославльти воевода. 1567 ҫулта Новгородран Литвана похода кайнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, ҫав ҫулах ӑна опричнинӑна илнӗ. 1568/69 ҫулсенче опричнинӑран Ржев хулинче виҫҫӗмӗш воевода пулнӑ, 1569 ҫулта ҫыран службин опричнина разрядӗнче сылтӑм алӑ полкӑн иккӗмӗш воеводӗнче службӑра тӑнӑ.

Разряд кӗнекисенче Ҫӗнӗ («опричнӑй») тата Кивӗ Земство картишӗсенче 1565/66, 1571, 1572 тата 1577 ҫулсенче службӑра тӑнӑ тесе асӑннӑ, пӗр вӑхӑт пӗр е икӗ картишӗн тӳри (урӑхла каласан, пуҫлӑхӗ) пулнӑ[3][4]. Хӑш-пӗр даннӑй тӑрӑх, 1571 ҫулта шведсене хирӗҫ похода кайнӑ тапхӑрта Земство картишӗнче пӗрремӗш осада воеводине лартнӑ[5].

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем