Хилков Дмитрий Иванович
Хилков Дмитрий Иванович кнеҫ (вил. 1564) — вырӑс ҫар тата патшалӑх деятелӗ, боярин тата воевода, Иван Фёдорович Хилк Ряполовский кнеҫ воеводӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ.
Биографийӗ
1543 ҫулта Хилков Дмитрий Иванович кнеҫ Гороховецра полк воеводи пулнӑ, «хула тулашӗнче» тӑнӑ. 1544 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хусан ханлӑхӗ ҫине походпа кайнӑ чухне ӑна малти полкӑн пӗрремӗш воеводне лартнӑ. Унтан Рязаньте тата Васильсурскра полк воеводи пулнӑ[1].
1549 ҫулта Хилков Дмитрий Иванович кнеҫ тутарсене хирӗҫ похода хутшӑннӑ. 1550 ҫулта ӑна Хусан патне турсем тата укрепленисем тума янӑ, ҫав вӑхӑтрах Мещерӑра пӗрремӗш воеводӑна лартнӑ[2]. 1551 ҫулта Иван Васильевич патша Шигалея хусансемпе тата вырӑс ҫарӗпе Сӗве вӑрри патне крепоҫ тума янӑ. Мещерӑра ҫарпа тӑракан Дмитрий Хилков кнеҫ патша хушнипе Шигалея пулӑшма пынӑ, кайран Коломна ҫывӑхне кайнӑ, унта вырӑссен кӑнтӑр ҫӗрӗсене Крым тутарӗсем тапӑнасран сыхланӑ[1].
1552 ҫулта Хилков Дмитрий Иванович воевода кнеҫ Иван Васильевич патша Хусан ханлӑхӗ ҫине виҫҫӗмӗш хут походпа кайнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, малти полк командирӗ пулса Хусана хупӑрласа илнӗ чухне палӑрнӑ. Хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра хусансем пысӑк вӑйпа вырӑс позицийӗсене кӗтмен ҫӗртен тапӑннӑ. Ертаула ертсе пынӑ Юрий Иванович Пронский-Шемякин кнеҫ йывӑр аманнӑ, ӑна йышӑннӑ позицисенчен чутах ҫапса кӑларман. Дмитрий Иванович Хилков кнеҫ малти полка ертсе ертаула пулӑшма ыткӑннӑ, хусансене хулана ҫапса кӗртнӗ[1].
1552 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хусан тутарӗсем пысӑк вӑйпа хуларан тухса Арск уйӗнчи малти полк лагерьне тапӑннӑ. Хусансем хурала ҫапса аркатса малти полк ҫине ыткӑннӑ. Дмитрий Иванович Хилков кнеҫ хӑйӗн ҫарне ертсе пырса паттӑррӑн хӳтӗленнӗ, тӑшман чылай нумайрах пулсан та тытса тӑракан позицисене йышӑннӑ. Тепӗр кунхине хусансем каллех кӗтмен ҫӗртен тапӑннӑ, анчах Д. И. Хилков ҫарсем илсе килме ӗлкӗрнӗ, тутарсене ҫапса аркатнӑ. Хусана штурмланӑ вӑхӑтра Дмитрий Иванович Хилков кнеҫ Кабан хапхине чи малтан тапӑнма хушу илнӗ[1].
1552—1556 ҫулсенче Дмитрий Иванович Хилков кнеҫ Сӗве, Коломна, Тула, Хусан, Кашира тата Рославль хулисенче воевода пулнӑ[2]. Ӑна Хусана иккӗмӗш хут воеводствӑна янӑ, унта тутарсен пӑлхавне пусарнӑ тата Хусан ханлӑхӗн территорине тӗппипех пӑхӑнтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Пӑлхава ӑнӑҫлӑ пусарнӑшӑн Д. И. Хилкова бояра илнӗ.
1557 ҫултанпа Д. И. Хилков боярин кнеҫ Воротынскра, Коломнӑра, Шупашкарта, Тулӑра тата Юрьев Ливонскра воеводствӑра пулнӑ. Юрьевран хурал полкӗн пӗрремӗш воевода пек Литва ҫарне хирӗҫ Тарваст хули патне янӑ, анчах та кайран патша опалне лекнӗ те ӑна Хаяр Иван хушнипе вӗлернӗ[2].
Дмитрий Иванович Хилков кнеҫ хӑйӗн хыҫҫӑн икӗ ывӑл хӑварнӑ: Василий тата Андрей[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Хилков Дмитрий Иванович, князь (выр.). Хилков Дмитрий Иванович, князь. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Хилков Дмитрий Иванович (выр.). Марийская история в лицах. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Иванович Хилков ум. после 1564 (выр.). Rodovid. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Русский биографический словарь : в 25 томах. — 1896—1918.