Серебряный-Оболенский Пётр Семёнович
Биографийӗ
Семён Дмитриевич Серебряный-Оболенский кнеҫӗн ывӑлӗ, Василий Семёнович Серебряный-Оболенский кнеҫ йӑхӗнчен тухнӑ Василий Семёнович Серебряный-Оболенский кнеҫӗн шӑллӗ[1].
Хусан похочӗсем
Никола Зарайскин икккӗмӗш воеводи (1544). Хусан ҫине походпа кайнӑ чухне Бежболда патне (Хусан ҫывӑхӗнче) иккӗмӗш воевода пек янӑ (1549). Тулӑри иккӗмӗш воевода (1550).
1551 ҫулта, Чулхула воеводи пулнӑ чухне, бояра кӗнӗ. Ҫав ҫулхи ҫуркунне ӑна Сӗве юхан шывӗн вӑррине янӑ, унта Иван Васильевич патша Сӗве хулине тума хушнӑ. Ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче кнеҫ Чулхуларан тухса Троица кунӗнче Сӗве юхан шывӗн вӑрринче Ҫавра ту ҫине тӑнӑ[1].
1551 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче Хусан посачӗ ҫине походпа кайнӑ. Атӑл хӗрринче тӗтре карса илнӗрен отрядӑн пӗр пайӗ аташса кайнӑ та палӑртнӑ тӗле тухайман. Апла пулин те кнеҫ кӗтменлӗхпе усӑ курса чылай Хусан ҫыннине тыткӑна илнӗ, ҫав шутра — ҫӗр ытла мурза тата тутар кнеҫӗ. Вара тыткӑна лекнӗ нумай вырӑса ирӗке кӑларнӑ. Поход хыҫҫӑн Ҫавра ту ҫине таврӑннӑ, унта Шиг-Алей патшапа ытти воевода килессе кӗтме пуҫланӑ, вӗсем ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ[1]. Тепӗр уйӑхран Сӗве хулине туса лартнӑ, ун хыҫҫӑн воеводӑсем патне ҫармӑссем килсе «патша вӗсене йышӑнтӑр, ҫиллине ятӑр, вӗсене Сӗве хулинче пулма ирӗк патӑр, вӑрҫа ан ятӑр» тесе пуҫ ҫапма пуҫланӑ. Часах Хусан ҫыннисем те воеводӑсемпе килӗшӳ туса Шиг-Алея каллех хан вырӑнне йышӑнма килӗшсе патша патне элчӗсем янӑ та Мускава тӑлӑх хан арӑмне, Сююнбека, ӑсатма сӗннӗ. Иван Васильевич патша килӗшни ҫинчен пӗлтернӗ. 1551 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче Пётр Семёнович кнеҫ Сююнбека ывӑлӗпе тата унӑн свитипе Атӑл хӗрринче кӗтсе илнӗ, ӑна патша ячӗпе саламласа Мускава ӑсатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, 1552 ҫулта Хусан ҫине походпа кайиччен, Сӗвере воевода пулнӑ[1].
1552 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сӗве djtdjlbсемпе пӗрле Патшана Сӗве ҫулӗ ҫинче кӗтсе илнӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче, полксене канма ирӗк парсан, Хаяр Иван патша Хусан еннелле кайнӑ та ӑна хупӑрлама тытӑннӑ. Тепӗр эрнерен Александр Горбатый-Шуйский тата Пётр Серебряный кнеҫсене Япанчи кнеҫе хирӗҫ янӑ, вӑл вӑрманта пытанса пурӑннӑ, хупӑрласа илекен ҫарсене тапӑннӑ. Кнеҫсем Япанчие ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑрмансене тасатса 400 ҫынна тыткӑна илнӗ. Походран таврӑннӑ чухне карап ҫинчи ратьре пӗрремӗш воевода пулса пынӑ. Калугӑри Пысӑк полкӑн иккӗмӗш воеводи (1553). Коломнӑра сылтӑм алӑн иккӗмӗш воеводи (1554). Патша Тулӑна походпа кайнӑ чухне ун ҫумӗнче воевода пулнӑ, таврӑнсан Михайлов хулине пӗрремӗш воеводӑна лартнӑ (1555). Шупашкарти пӗрремӗш воевода (1556). Крым хыпарӗсем тӑрӑх Патшапа походра пулнӑ (1556—1557)[1][2].
Ливони вӑрҫи
Ливони походӗнче Шиг-Алей патшапа сулахай алӑ воеводи пулнӑ (1557). 1558 ҫулта Ливоние воевода пек янӑ. Девлет-Гирей Крым ханне Девлет-Гирея хирӗҫ похода хутшӑннӑ,"Крым хыпарӗсем" тӑрӑх Псёлта воеводӑра тӑнӑ (1559). Тулӑри воевода (1560). Глинский кнеҫпе пӗрле Радзивилл хыҫҫӑн кайса ӑна ҫапса аркатнӑ (1561). Мстиславль ҫывӑхӗнчи литвасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ (1562)[1].
1562 ҫулта Юрьевран Тарваста походпа кайнӑ чухне сылтӑм алӑн пӗрремӗш воеводи, Дорогобужра полк воевоечӗ пулнӑ. 1563 ҫулта ӑна Полоцк хулинче полк воеводисенчен пӗрне лартнӑ. Литва походӗнчи малта пыракан полк воеводи (1564). Пиччӗшӗпе Василий Семёнович кнеҫпе пӗрле Орша патӗнче Петр Шуйский кнеҫпе пӗрлешмелле пулнӑ, анчах та кнеҫе Чашник патӗнче ҫапса аркатнӑ, вара Серебряные кнеҫсем Смоленск патне кайнӑ[1]. Николай Радзивилл Полоцка ярса илме хӑтланнӑ (1564 ҫулхи кӗркунне). Анчах та парӑнма сӗнсен Полоцк воеводи Петр Щенятев кнеҫ хирӗҫлесе тата тупӑран персе хуравланӑ, Аслӑ Лукара тӑракан Серебряный кнеҫсем патне пулӑшу ыйтма янӑ. Петрпа Василий кнеҫсем Радзивилл ҫарӗн тылне кӗнӗ те ӑна каялла чакма хӗтӗртнӗ, вара Озерище ялне илнӗ, унта ӑна воеводӑна лартнӑ. Полоцкри Пысӑк полкӑн пӗрремӗш воеводи (1565—1566)[1].
1567 ҫулта Чашник патӗнчи ҫапӑҫура Литва ҫарӗсем вӗсене ҫапса аркатнӑ, унта Василий Палецкий кнеҫе вӗлернӗ, Пётр Семёнович кнеҫ вара аран-аран Полоцка тухса кайнӑ. Плавнӑйри воевода (1569).
1569 ҫулта «Переволок ҫине» Атӑл тӑрӑхне каякан воеводӑна лартнӑ, кӗҫех ӑна, Турци султанӗ Аҫтӑрхана йышӑнма хатӗрленни пирки пӗлсен, «Крым хыпарӗсем тӑрӑх» Аҫтӑрхана ҫӑмӑл ратьпе янӑ. «Рязань вырӑнӗсене тата Крым ҫыннисене тапӑнни пирки хыпарпа» Хаяр Иван патша Коломна ҫине походпа кайнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[1][2].
Кнеҫ вилӗмӗ
Коломна ҫине походпа кайнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑхран Пётр Семёнович кнеҫе Хаяр Иван патша хушнипе вӗлернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх, кнеҫ вилӗмӗ «Аслӑ сутӑнчӑк ӗҫӗпе» ҫыхӑннӑ, ун тӑрӑх нумай чаплӑ бояра Новгородпа Пскова Польша корольне парас шухӑшлӑ пулнӑшӑн айӑпланӑ[1].
Иван патша опричниксемпе пӗрле Александров слободинчен Мускава пынӑ та Серебряный кнеҫ ҫурчӗ патне кайнӑ, кнеҫе ун патне илсе тухма хушнӑ. Кнеҫе илсе тухсан патша хушнипе сотниксенчен пӗри унӑн пуҫне каснӑ. Унпа пӗрле Никита Фуников казначея та вӗлернӗ (1570 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ). Петр Семёнович кнеҫ ятне Иван Васильевич патшан «Опальнӑйсен синодикне» кӗртнӗ[1][2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Русский биографический словарь: В 25 т. / под наблюдением А. А. Половцова. — 1896—1918. — Т. 18. — С. 376−378.
- ^ 1, 2, 3 Г. А. Власьев. Потомство Рюрика: материалы для составления родословий. СПб. Т. 1. Князья Черниговские. Ч. 2. Тип: Т-во Р. Голике и И. Вильборг. 1906 г. Серебряный-Оболенский Пётр Семёнович. стр. 475—476.
Вуламалли
- Серебряный-Оболенский, кн. Пётр Семёнович // Русский биографический словарь: В 25 т. / под наблюдением А. А. Половцова. — 1896—1918. — Т. 18. — С. 376−378.
- А. Б. Лобанов-Ростовский. Русская родословная книга. Том II. Изд.второе. СПб., Типогр. А. С. Суворина. 1895 г. Серебряный-Оболенский Пётр Семёнович. стр. 39.