Нагой Фёдор Михайлович

 

Нагой-Немой Фёдор Михайлович (? − 1558) — Мускав кнеҫӗсем III Василий тата Хаяр Иван (Иван Васильевич Грозный) патӗнче службӑра тӑнӑ окольничий тата воевода. Нагих дворян йӑхӗн службӑра палӑрнӑ представителӗсенчен пӗрремӗшӗ. Немой хушма ята ытлах калаҫманшӑн панӑ[1].

III Василий патӗнче хӗсметре тӑни

Летопиҫсенче пӗрремӗш хут 1526 ҫулта III Василий тата Елена Глинская мӑшӑрланнӑ май асӑннӑ. 1533 ҫулта III Василие Ҫурҫӗре кайнӑ чухне ӑсатнӑ, ҫулҫӳрев Аслӑ кнеҫ вилӗмӗпе вӗҫленнӗ[1].

Хаяр Иван патӗнче службӑра тӑни

1535 ҫулта ловчий чинне илнӗ, 1539 ҫулта вара окольничий пулнӑ. 1544 ҫулта сылтӑм алӑ полкӑн пӗрремӗш воеводи пулса Хусан ҫине походпа кайнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1547 ҫулта Хаяр Иван свити йышӗнче Хусан ҫине походпа кайнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Хусан ханӗ ҫумӗнчи Мускав правительствин воеводи пулнӑ. Шуйскисем майлӑ пулса Глинскисене хирӗҫ патша таврашӗнчи кӗрешӗве хастар хутшӑннӑ. 1548 ҫулта Владимир ҫине кайнӑ чухне Хаяр Иван свити йышӗнче пулнӑ. 1549 ҫулта ӑна Чулхулана янӑ, унта Шах-Али патша ҫумӗнче пулнӑ, унтан вӑл Хусана ҫине вырӑс артиллерин командующийӗ пек кайнӑ. 1552 ҫулта Шупашкар хулинчи воеводӑна лартнӑ, унта мӑкшӑсемпе ҫармӑссем Мускава хирӗҫ тӑнине пусарнӑ. 1553 ҫулта Крым тутарӗсене хирӗҫ кайнӑ чухне патшапа пӗрле пулнӑ[2]. 1555 ҫулта Крым тутарӗсем тапӑннӑ Тулӑпа Коломна патӗнчи похода хутшӑннӑ. 1556 ҫулта Шупашкарти ҫулталӑк воеводи пулнӑ. 1557 ҫулта Крым тутарӗсене хирӗҫ пулнӑ похода хутшӑннӑ[1].

1558 ҫулта вилнӗ[1].

Ҫемйи

Темӗнле Евдокийӑпа (1547 ҫулта патша туйӗнче евчӗ пулнӑскер) мӑшӑрланса хӑйӗн хыҫҫӑн сакӑр ывӑл хӑварнӑ: Семён, Иван, Фёдор Федц, Афанасий, Юрий, Григорий Шалдал, Григорий Меньший тата Андрей[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Нагой, Федор Михайлович Немой (выр.). Русский биографический словарь А.А. Половцова. Том 11. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ Воеводы города Чебоксары со второй половины XVI до последней четверти ХVIII веков (выр.). Официальный сайт города Чебоксары. Архивная версия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем